Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курасси (тĕпĕ: кур) more information about the word form can be found here.
Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ вӑя кӗнӗ тапхӑрта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе меслетсем сарӑлса пыраҫҫӗ: тестсемпе, вӑйӑсемпе, схемӑсемпе, таблицӑсемпе усӑ курасси, кластерсемпе синквейн, фишбоун тӑвасси, проектсемпе тӗпчев ӗҫӗсем ҫырасси.

Help to translate

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Паян ҫав тери пӗлтерӗшлӗ чӗлхепе кулленхи пурнӑҫра усӑ курасси, ҫавӑн пекех пирӗн ачасене чӗлхемӗре парасси!

Прежде всего использование языка в повседневной жизни, а также передача языка нашим детям!

Тӑван чӗлхесен кунӗпе! // Хавал. https://t.me/cv_haval/491

Кашни пусӑм ҫӗр лаптӑкӗпе пӗлсе тата туллин усӑ курасси кооператив правленийӗн отчетлӑ тапхӑрти тӗп тӗллевӗ пулнӑ.

Help to translate

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Вознесенский атте, ҫакӑ ҫӗр ҫинче асап тӳсекенсем ҫӳлти патшалӑхра ырӑ курасси ҫинчен юрласа, алтарьтен тухрӗ те алӑк патӗнчи ҫынсем патнелле мӑнаҫлӑн уттарчӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Утравшӑн тапраннӑ тавлашура нихҫанхинчен нумай тупӑш курасси те пӗтсе ларӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарьен ҫав самантрах хӑйне курасси килчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Часах Сахар хӑй те ҫакӑнта лексе мӗнле кӑна нушасем курасси ҫинчен шухӑшлама, тавҫӑрма та пултараймарӗ-ха.

Help to translate

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпа та эпир Ленина курасси ҫинчен шухӑшлама та пултараймарӑмӑр темелле.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ленина курасси ҫӑмӑл пулмарӗ пире.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑн та, Ленина курасси ҫӑмӑл пулмарӗ пире… — хулленрех пуҫларӗ Степанов.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн тем тесен те аслӑ князь юлан утпа иртнине курасси килчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сакӑр ывӑллӑ йыш тытмасан кашнин патне ҫитсе курасси те пулас ҫук.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ула чаппан тӑхӑнса янӑ мулла халӑха аллах пирки, ӑна ӗненекенсем леш тӗнчере мӗнле ырлӑх курасси пирки нумай ӑнлантарчӗ, анчах ял ҫыннисем питех итлесшӗн пулмарӗҫ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Настаҫ кинеми Мускава курасси ҫапла зоопаркран пуҫланчӗ.

Help to translate

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Пӗр пытармасӑр каласан, чӗпӗсене сыхлассипе пӗрлех тиллине хӑйне курасси те илӗртет-ха пире.

Help to translate

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Курасси ҫапла пулчӗ.

Help to translate

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

- Ҫакӑ ӗҫӗн пур енне те пырса тивет - усӑсӑр выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн инвесторсене явӑҫтармалли проектсенчен тытӑнса пуҫаруллӑ бюджет майӗсемпе усӑ курасси таран.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Коля, кӑшт шухӑша кайса ларнӑ хыҫҫӑн, хуллен: — Эпӗ Хусана вырнаҫсан, манӑн кунта килсе юлташсене курасси пулаймасть ӗнтӗ, вӗсене асӑнса пурӑнасси ҫеҫ юлать, — терӗ.

Help to translate

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑйне амантса хӑварсан мӗн курасси пур?

А вдруг случится что-то страшное?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нумаях пулмасть Чӑваш Енри Цифра аталанӑвӗ тата информаци технологийӗсемпе усӑ курасси енӗпе ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.

Help to translate

Цифра аталанӑвӗ – тӗп вырӑнта // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d1%86%d0%b ... %82%d0%b0/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed