Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрҫа the word is in our database.
пӑрҫа (тĕпĕ: пӑрҫа) more information about the word form can be found here.
Унта Андрей юлташ хушнипе… ӑнлантӑн-и? — вӑл Гриценко ҫине темӗнле вӑрттӑн сӑмах калас тенӗ пек пӑхса илчӗ, — шӑнкӑртаттарчӗҫ, мӑйӑр та, хутаҫлӑ пӑрҫа та пама пулчӗҫ.

Там по распоряжению товарища Андрея… Понятно?.. — Он взглянул многозначительно на Гриценко. — Звонили, что орехов и стручков обещают.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Оленин вуниккӗ персе пилӗк фазан вӗлерчӗ те йӗплӗ хулӑсем хушшипе вӗсене шыраса ҫӳресе халтан кайрӗ, ун тӑрӑх пӑрҫа пек тар юхма пуҫларӗ.

Оленин убил пять штук фазанов из двенадцати выстрелов и, лазяя за ними по тернам, измучился так, что пот лил с него градом.

XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пӑрҫа патшашӑн мӗскер пулнине каласа парсамӑр тата мӗн те пулин.

— Расскажете еще что-нибудь, что было за царя Гороха.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫыхӑсене салтсан, унтан ҫак япаласем тухрӗҫ: тем пысӑкӑш тӑварланӑ какай татӑкӗсем — вуниккӗ, сысна какайӗ — ултӑ татӑк, пӑрҫа — пӗр михӗ, ҫӗр кӗрепенкке яхӑн сухари; кунсӑр пуҫне тата пӗр ещӗк сахӑр, пӗр ещӗк ҫӑнӑх, пӗр михӗ лимон, икӗ кӗленче савӑт лимон сӗткенӗ.

В тюках оказалось: двенадцать огромных кусков солонины, шесть окороков ветчины, мешок гороха, около ста фунтов сухарей; он привез мне также ящик сахару, ящик муки, мешок лимонов и две бутылки лимонного сока.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Нюй Гэнь, эс Ван Шэн патне чуп та тӑватӑ шэн шур пӑрҫа виҫсе пама тата лашана тӑрантарма хуш.

А ты, Нюй-гэн, скажи Ван-Шэну — пусть засыплет коню шэна четыре белых бобов.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Гуань Инь-си сӗтел ҫинчи тусана ҫаннипе шӑлса пӑрахрӗ те ҫырса пӗтернӗ хӑма ҫыххисене ҫынран туртса илнӗ тавар, кантӑр вӑрри, пӑрҫа, пир-авӑр, пашалу тата ытти япаласем купаланса выртакан ҫӗре пӑрахрӗ.

Гуаньинь Си смахнул рукавом пыль со стола и положил обе связки дощечек на полку, среди пакетов с солью, кунжутными семечками, холстом, бобами, лепешками и прочей контрабандой.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Цзю-цзинь кинемей аллӑран иртсен виҫесӗр мӑкӑртата пуҫларӗ: эп ҫамрӑк чух ҫанталӑкӗ те ку териех шӑрӑх марччӗ, пӑрҫа таврашӗ те ку териех хытмастчӗ, халь пурте ун чухнехи пек мар ӗнтӗ, тет вӑл час-часах.

Уже с пятидесяти лет Цзю-цзинь стала ворчливой: она без конца повторяла, что в дни ее молодости и погода была не такой жаркой, и бобы были не такими твердыми, а сейчас вообще все плохо.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Ун Лю-цзинь мӑнукӗ, пӗр ывӑҫ пӑрҫа ывӑҫласа илсе, ун еннелле чупрӗ, сасартӑк тем аван мара сиссе, ҫырма хӗрринелле тапса сикрӗ, йывӑҫ хӳттине пытанчӗ те, кӑнтарса тӑракан икӗ пӗчӗк ҫивӗтлӗ пуҫне пӑрса пӑхнӑ май: — У-у, ватсупнӑ, вилӗм те ҫук вӗт сан валли! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Бежавшая к ней с полной пригоршней бобов правнучка Лю-цзинь, почуяв неладное, бросилась к реке и спряталась за деревом. – И смерть ее не берет! — крикнула девочка, высунув головку с двумя торчащими косичками.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Кӗҫех сӗтел ҫи хатӗрлеҫҫӗ, каҫхи апат валли ӑшаланӑ пӑрҫа анчах — кӗлмӗҫсен апачӗ, — ванчӑк веерӗпе тенкел урине ҫапа-ҫапа мӑкӑртатать кинемей тарӑхнӑ самантсенче.

На ужин только рис да еще жареные бобы — Семью по миру пустить хотят!, — твердила старуха, сердито колотя сломанным веером из банановых листьев по ножке скамейки.

Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.

Васкасси пӑрҫа тытнӑ чух тата ҫӗрле ют арӑм патӗнчен тарнӑ чухне, унӑн сана хӑвалакан упӑшки ура кӗлинех таптаса пынӑ чухне кирлӗ…

Проворность нужна, когда блох ловишь да когда от чужой жены ночью бежишь, а за тобой ее муж гонится, на пятки наступает…

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ытахаль пӑрҫа та ҫыртмасть, усал тума ҫыртать.

— Просто и блоха не кусает, а с умыслом.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн пӗр кӗсйинче — мӑйкӑчланӑ пӑрҫа, тепринче — сӑнчӑрланӑ пыйтӑ, пӗтӗм пуянлӑхӗ ҫакӑ ҫеҫ!

У него в одном кармане блоха на аркане, а в другом — вошь на цепи, вот и все его богатство!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йытӑ пӑрҫа шыранӑ пек шырать!

Скажи, как собака — блох!

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нечаев хӗр пек кулать, пӑрҫа тӑкать тейӗн, хӗр пекех ҫинҫе сасӑпа ихлете-ихлете илет.

Нечаев смеялся, как девушка, словно горох сыпал, и по-девичьи тоненько взвизгивал.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чух вӑл ҫип арлатчӗ, Бао-эр юнашар ларатчӗ, пылак аниспа пӑрҫа ҫиетчӗ, хура куҫӗсемпе ун ҫине пӑха-пӑха илетчӗ.

когда пряла пряжу, а Бао-эр, сидя подле нее, ел бобы с анисом.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Кӑмпана та ҫырлана Машӑпа пӗрле кайнине кӑна тӳсме пултарнӑ-ха Девяткин, анчах та уя, пӑрҫа татма е вӑрмана вут хума каймалла пулсан, Маша ӑна кансӗрленӗ кӑна.

По грибы да по ягоды Девяткин еще терпел Машу, но, когда он собирался в поле чужим горохом лакомиться или в лес костры жечь, Маша только мешала ему.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрать, туянӑп… — терӗ вӑл, пӑрҫа вырӑнне купӑста илме шут тытса.

— Хорошо, я сделаю… — сказала она, решившись заменить бобы капустой.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӑрҫа пӗр кӗренкки сакӑрвунӑ пус! — калама тӑчӗ Агафья Матвеевна, анчах чӗлхи ҫаврӑнмарӗ.

«Бобы восемь гривен фунт!» — пошевелилось у ней в горле, но на язык не сошло.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ку аван, ку юрать; тата мӗнле те пулин симӗс ҫимӗҫ, ҫамрӑк пӑрҫа туянӑр…

— Это хорошо, это можно; да велите зелени какой-нибудь, бобов свежих…

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ.

И вдруг ее коричневое лицо собралось в чудовищную, отвратительную гримасу плача: губы растянулись и опустились по углам вниз, все личные мускулы напряглись и задрожали, брови поднялись кверху, наморщив лоб глубокими складками, а из глаз необычайно часто посыпались крупные, как горошины, слезы.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed