Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ, пӑрҫа тӗслӗ сӑхманпа ҫӳрекен улпут ывӑлӗ тахҫанах ҫук ӗнтӗ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах пӗррехинче Полтавӑран леш хайхи, ун ҫинчен каланӑччӗ-ха эпӗ сире, пӑрҫа тӗслӗрех сӑхман тӑхӑннӑ улпут ывӑлӗ килсе ҫитет, эсир ун пӗр повеҫне вуларӑр та пуль ӗнтӗ; хӑйпе пӗрле вӑл пӗр пӗчӗк кӗнеке илсе килнӗ те, ҫавна варринчен уҫса пире кӑтартать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр сӑмах каламасӑрах, вырӑнӗнчен тӑчӗ вӑл, пӳлӗм варринче урисене саркаларах тӑчӗ, пуҫне кӑшт малалларах туса пӗшкӗнчӗ те, аллине пӑрҫа тӗслӗрех сӑхманӗн хыҫалти кӗсйине чиксе ярса лакпа сӑрланӑ ҫаврака табак пуракӗ туртса кӑларчӗ, унтан вара, табак пуракӗ ҫине сӑрласа лартнӑ басурман генералне питӗнчен пӳрнипе шаклаттарчӗ те пӗр пысӑк чӗптӗм кӗлпе тата энӗҫ ҫулҫипе хутӑштарнӑ табак илсе, аллине кӗвенте пек авса сӑмси патне илсе пычӗ, илсе пычӗ те ҫавӑнтах табака пӗтӗмпех сӑмсипе туртса ячӗ, сӑмсине пуҫ пӳрни ҫумне перӗнтермесӗрех шӑршларӗ, — анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Андрей Дубровкӑран хайне валли тата взвод командирӗ валли пӑрҫа яшки илсен, тин ҫеҫ хӗрсем кухня патне иртсе кайнӑ сукмак ҫине Юргина ертсе тухрӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Паян аш консервипе пӑрҫа яшки пӗҫернӗ, куна эпӗ лайӑх пӗлетӗп: старшина хӑй каларӗ.Сегодня гороховый суп с мясными консервами, это я точно знаю: сам старшина говорил.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Улмуҫҫисем чечекне тӑкнӑ-тӑкман — пӑрҫа пысӑкӑш тӗвӗсем ҫеҫ.
Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27
Эпӗ пӗчӗк сӗтел лартрӑм та, хӑш хупӑ айӗнче пӑрҫа пуррине пӗлме ҫӑмӑллине ҫынсене кӑтартма пуҫларӑм.Я поставил столик и стал показывать, как легко угадать, под какой скорлупкой горошина.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
— Пӑх, акӑ, — акӑ вӑл! — Макариха пӳрнипе пӗр пӑрҫа купине тӗртсе кӑтартрӗ.— Вот, гляди: вот он! — Она ткнула пальцем в одну кучку бобов.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Иксӗмӗртен хӑшӗ мӗнле апат ҫиме пулнине эпӗ маннӑ, анчах тарҫӑ сӗннисенчен эпир тӑватӑ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ суйласа илнӗччӗ: укроппа пӗҫернӗ пӑрҫа, студень, соя чӑкӑчӗ тата шаритленӗ пулӑ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ку вӑл аннепе иксӗмӗр валли Лю-и асатте килсе панӑ пӑрҫа иккен.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
— Кунта кӑштах симӗс пӑрҫа.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
— Ан васкӑр, мучи, — пӑрҫа тытмастӑр, ӗлкӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ Володя, шӑтӑкран пуҫне кӑларса.— Не спешите, дядя, не блох ловите, поспеете! — крикнул Володя, высовывая голову из лаза.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӑрҫа тытмастӑн.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта Андрей юлташ хушнипе… ӑнлантӑн-и? — вӑл Гриценко ҫине темӗнле вӑрттӑн сӑмах калас тенӗ пек пӑхса илчӗ, — шӑнкӑртаттарчӗҫ, мӑйӑр та, хутаҫлӑ пӑрҫа та пама пулчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Оленин вуниккӗ персе пилӗк фазан вӗлерчӗ те йӗплӗ хулӑсем хушшипе вӗсене шыраса ҫӳресе халтан кайрӗ, ун тӑрӑх пӑрҫа пек тар юхма пуҫларӗ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Пӑрҫа патшашӑн мӗскер пулнине каласа парсамӑр тата мӗн те пулин.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫыхӑсене салтсан, унтан ҫак япаласем тухрӗҫ: тем пысӑкӑш тӑварланӑ какай татӑкӗсем — вуниккӗ, сысна какайӗ — ултӑ татӑк, пӑрҫа — пӗр михӗ, ҫӗр кӗрепенкке яхӑн сухари; кунсӑр пуҫне тата пӗр ещӗк сахӑр, пӗр ещӗк ҫӑнӑх, пӗр михӗ лимон, икӗ кӗленче савӑт лимон сӗткенӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Нюй Гэнь, эс Ван Шэн патне чуп та тӑватӑ шэн шур пӑрҫа виҫсе пама тата лашана тӑрантарма хуш.А ты, Нюй-гэн, скажи Ван-Шэну — пусть засыплет коню шэна четыре белых бобов.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Гуань Инь-си сӗтел ҫинчи тусана ҫаннипе шӑлса пӑрахрӗ те ҫырса пӗтернӗ хӑма ҫыххисене ҫынран туртса илнӗ тавар, кантӑр вӑрри, пӑрҫа, пир-авӑр, пашалу тата ытти япаласем купаланса выртакан ҫӗре пӑрахрӗ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Цзю-цзинь кинемей аллӑран иртсен виҫесӗр мӑкӑртата пуҫларӗ: эп ҫамрӑк чух ҫанталӑкӗ те ку териех шӑрӑх марччӗ, пӑрҫа таврашӗ те ку териех хытмастчӗ, халь пурте ун чухнехи пек мар ӗнтӗ, тет вӑл час-часах.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.