Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унран (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Эп унран вӑл пурнӑҫра мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине ыйтрӑм.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл унран халь ҫеҫ мар, унччен те час-часах тӗлӗнетчӗ-ха, мӗншӗн тесен Ваҫҫа кас-кас хӑйне ытла та тӗлӗнмелле тытать.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Ну, мӗн каласа паратӑн? — ыйтрӗҫ унран, ӗҫсе ярсан.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Георгий унран вӑл миҫе ҫултине ыйтасшӑнччӗ те — аван мар тесе, тытӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пуҫра час-часах: «Нумаях пымасть пуль ӗнтӗ, эпӗ пӗтсех ларатӑп пулмалла», — текен шухӑш ҫуралатчӗ, анчах эпӗ ӑна, те унран хӑранипе, те вӑтаннипе, — шухӑш вырӑнне мар, шухӑш мӗлки вырӑнне кӑна йышӑнаттӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах хӑвна пӗрре те унран аялта тесе ан шутла, мӗншӗн тесен вӑхӑт иртнӗ май эсӗ унран ҫӳллӗрех пусӑмра тӑма та пултаратӑн…»

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Атӑл урлӑ паром каҫать, шыв айӗнче унран юлмасӑр хӗрлӗ, симӗс, сарӑ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, унӑн тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ кутӑнла мӗлки ишет.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл, Аня, темшӗн питӗ хӑраса кайрӗ, Мосальский халь, пуҫне ҫӳле ҫӗклесе дирижёрлаканскер, унран ытла та инҫе кайнӑ пек туйӑнчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Аня унран яланах темшӗн имене пуҫларӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ирхине апат ҫинӗ чухне (аванах та мар та) унран кӗтмен ҫӗртен ҫапла ыйтрӗ:

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Демахин унран: ҫапларах ҫынсем марччӗ-и, ҫавӑн пекрех тумланманччӗ-и? — тесе ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав районра йӗркелӗхе пӑсса пурӑнакансене, хулигансене, ӗҫкӗпе иртӗнекенсене чылайӑшне пӗлнӗ…

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӑвӑрт килекен грузовик унран иртсех кайнӑ, анчах ҫапах та чарӑннӑ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

«Класс ертӳҫи пулӑшасси, мӗншӗн тесен унран пӗтӗмпех килет, мӗнле вӑл – ҫавӑн пек эпир.

Help to translate

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Паянхи кун та ҫимӗке килекенсем Ҫемен Борисович вил тӑпри ҫине пырса унран пил ыйтаҫҫӗ.

И по сей день приезжающие на Тройцу на кладбище, приходят на могилу Семена Борисовича и просят у него благословения.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Унран ялавлӑх хӗрлӗ ҫитсӑ ыйтсан, пӳрте кӗнӗ чух, вӑл Маринӑна Караҫӑм аллине тыттарса хӑварчӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унран кӑлӑхах хӑратӑр.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унран куласшӑн Мамарланов.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хамӑн арӑм ун пек хӑтлансан унран йытӑ вилли тӑватӑп.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Арӑмӗ унран хӑй уйрӑлнӑ! — ҫӗнӗ хыпара тӳрлетерех каларӗ Севет инке.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed