Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унран (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗҫех унран ӑшӑ пекки те ҫапрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак сасӑсем илтӗннӗ тӗлелле ҫывхарас тӗллевпе арҫын прачак хӗррипе (кунтах унран ҫурҫӗрелле «туратланакан», ҫӗре алтӑкласа кӗрсе вӑрманалла хывнӑ машина — вӑрман кӑларакансен — ҫулӗ те курӑнчӗ), трактор йӗрӗ ҫине ӳксе, малалла кӗштӗртетрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Килӗшет вӑл мана, Лариса, юрататӑп ӑна, ҫапах та хӑратӑп унран кӑштах.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Унран инҫех те мар, ик-виҫ утӑмра кӑна, темле пӗчӗк кайӑк выртать.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Полина Ревлен Петрович ӑнланса иличчен унран вӗҫерӗнчӗ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тӑхта-ха тетӗп, Лида, — унран юласшӑн пулмарӗ Иван.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑнланать вӑл, хӑй рабочисемпе хыттӑн, ҫилӗллӗн калаҫать пулин те, унран нихӑшӗ те хӑрамасть, нихӑшӗ те хисеплемест иккен.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унран ҫын, ӑста рабочи нихҫан та пулмасть.

Help to translate

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ара, кукашшӗнчен пӗр шит уйрӑлмасӑр чупса ҫӳренӗ Хӗветӗр, кашни сӑмахрах кукаҫи те кукаҫи тенӗскер; халӗ ак унран ыйтмасӑр, унпа канашламасӑр авланасшӑн.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Эпӗ унран хӑратӑп, — тӗлли-паллисӗр пакӑлтатрӗ хӗрарӑм.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ӑҫтан килсе кӗчӗ пирӗн фермӑна ҫав путсӗр хӗр, амӑшӗ те усалччӗ те, ку вара унран та ирттерет, сӑмсине чиксе пӑхман шӑтӑк хӑвармасть вӗт.

Help to translate

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗрӗссипе, сӑнне те хӑй унран пӗчӗкле юлнипе чылайӑшӗ астумасть.

Help to translate

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ашшӗ, ҫывӑх ҫынни ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн кӑранташпа васкаса ҫырнӑ, вӑхӑт иртнӗ май сарӑхса, тӑтӑшах тытса вуланипе ҫуркаланса пӗтнӗ ҫырусӑр пуҫне унран нимӗн те юлман вӗт.

Help to translate

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Унран курӑк ытларах тухать - рапспа е горчицӑпа танлаштарсан 2-2,5 хут нумайрах, типпе тӳсӗмлӗ.

Help to translate

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ун пичӗ улшӑнсах тӑрать, кӑмака ҫинче пӗччен ларнӑ чухне Марине унран хӑрать, амӑшӗпе чухне асатте чеен кулнӑ пек, юмахсенчи асапа лекнӗ ҫынсене хӑтаракан паттӑр пек туйӑнать.

Help to translate

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

«Вупӑр карчӑк», унран хӑраса, аллисене ҫӗклерӗ, чӳпӗк пек ҫӳҫне саппунпа хупларӗ, «лутра йывӑҫ» пулса тӑчӗ.

Help to translate

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Ун хыҫҫӑнах, унран пӗр метр та юлмасӑр, юнлӑ шӑлӗсене шатӑртаттарса, урса кайнӑ упа улӑхать.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Кашниех унран ыйтать, кашниех вӑл пулӑшасса кӗтет.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

В. И. Ленин 1917 ҫулхи апрельте Раҫҫее таврӑнсан, унран хӑраса-чӗтресе тӑракан вырӑс буржуазийӗ пролетариат ҫулпуҫӗ ҫинчен тӗрлӗ элек сарнӑ, халӑха пӑтратма тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed