Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫри (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
СССР Министрӗсен Совечӗ халӑх промыслисене малалла аталантарас тӗлӗшпе ятарласа постановлени йышӑннӑ, ку ӗҫри пур ыйтусене те ҫутатса тӑма «Декоративное искусство СССР» ятлӑ журнал кӑларма пуҫланӑ.

Help to translate

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Партин XXII съезчӗ, КПСС ҫӗнӗ Программи пирӗн халӑхӑн творчествӑллӑ вӑйне нихҫанхинчен те вӑйлӑ ӳстерчӗҫ, совет ҫыннисен ӗҫри пултарулӑхӗпе пуҫарулӑхне вӑйлатрӗҫ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

КПСС XX тата XXII съезчӗсен, КПСС Центральнӑй Комитечӗсен Пленумӗсен решенийӗсенче ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас, марксизм-ленинизм идейисене пропагандӑлас, халӑхӑн творчествӑллӑ вӑйӗпе ӗҫри хастарлӑхне ҫӗнӗ общество хӑвӑртрах тӑвас ӗҫе мобилизацилес тӗлӗшпе радиовещанипе тата телевиденипе ытларах та анлӑрах усӑ курма кирлине палӑртнӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫулсерен лайӑхланни вӗсен ӗҫри хастарлӑхне ӳстерме пулӑшнӑ.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Романра совет ҫыннисен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӗҫри паттӑрлӑхне кӑтартса панӑ.

Help to translate

Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ. Пӗрремӗш кӗнеке // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уйрӑмах кардиохусканусем ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма пулӑшӗҫ.

Особенно кардионагрузки помогут справиться с рабочим напряжением.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫри йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна.

Проблемы на работе временны.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Левентипе амӑшӗ шкулти вӗренӳ, тӗрлӗ ӗҫри ыйтусене пӗрле сӳтсе яватчӗҫ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑйӗнчен кӑштах йӗкӗлтени-тӑрӑхлани те, ӗҫри пӗчӗк кӑлтӑк та ӑна йӗркелӗхрен кӑларса ярать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Енчен те вӑл мана пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ чакни пирки асӑнсан, Гаврил Романович ӗҫри дисциплинӑна пӑсма памалла марри пирки мана темиҫе те асӑрхаттарнине аса илтерӗп…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина Алексеевна, ман шутпа, хӑйӗн ӗҫри тивӗҫне ӑнлансах ҫитеймест.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Миҫе хут ыйтмарӑм-ши рабочисене ӗҫри хӑрушсӑрлӑх пирки калаҫӑва пухма, кирлӗ чухлӗ плакатсем ҫырса хатӗрлеме…

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗҫри ҫитменлӗхсемшӗн айӑплисене те хытӑ лекрӗ вара, ҫав шутрах Илле Энтипӗ те пайсӑр юлмарӗ.

Help to translate

Куҫлӑх // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 50–51 с.

Ӗҫри ытти «туссем» те ютшӑна пуҫларӗҫ манран.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Пуҫлӑх тесе майӗпен, Ӗҫри ҫынсем сисиччен Мӗскер лекет аллине Сӗтӗрет хӑй йӑвине.

Help to translate

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Вӑл хамӑрӑн ӗҫри туслӑха ҫирӗплетме пулӑшать.

Help to translate

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн райком секретарӗ Сидорова Ӗҫ мухтавӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ орденне, Ҫинахвана, Улькапа Укахвие тата Ҫтаппана «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медаль пачӗ.

Help to translate

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӑпа таҫта илсе ҫитерсен те йӑхташсене шырӑр, ӗҫри, пурнӑҫри кӑлтӑксене пӗр-пӗрне пулӑшса сирсе пырӑр; наци пӗрлӗхӗсене йӗркелесе чӑмӑртанӑр; вырӑнти влаҫпа килӗштерсе ӗҫлӗр, ертӳҫӗ, депутат е командир пулма сӗнсен, иккӗленсе ан тӑрӑр.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Ӗҫри, пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Килти телей канӑҫсӑр шухӑш-кӑмӑла, ӗҫри йывӑрлӑха ҫӗнсе илме пулӑшса пырӗ.

Help to translate

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed