Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырӑвӗ (тĕпĕ: ҫыру) more information about the word form can be found here.
Ҫырӑвӗ пур.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫырӑвӗ кинӗ ячӗпе килнӗ пулнӑ та, Хумкка, тем сиснӗ пекех, ӑна малтан хӑй вуласшӑн пулчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансанах ҫапӑҫӑва кӗнӗскерӗн халӗ те ҫырӑвӗ ҫук вӗт-ха.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Василий Захарович ҫырӑвӗ вара мулкач хӳри пек кӗске.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Чи тӗлӗнмелли — Ванюш ҫырӑвӗ хӑнӑхнӑ пек конвертра мар, виҫкӗтеслӗхре пулни.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тундра тӑрӑх куҫса ҫӳрекен халӑхсен ӗлӗк хӑйсен ҫырӑвӗ пулман.

Раньше кочевые народы тундры не имели своей письменности.

Тундрӑри культурӑллӑ ӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ленӑна вӑл хаех каларӗ — пӗр ҫырӑвӗ хурӑнташ-студентран, тепри — аэроклуба кӗме ӗмӗтленекен темле йӗкӗтрен.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Коля пирки вара никам ҫырӑвӗ те ырӑ хыпар кӳмерӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ларасса чылай ларчӗ, анчах ҫырӑвӗ кӗп-кӗске пулчӗ:

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырӑвӗ ку пӗлтӗр кӗркунне янӑскер пулчӗ иккен.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырӑвӗ нумайччӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырӑвӗ вара мана пӗтӗмпех, пӗр сӑмахӗ юлмиччен, тӗрӗс пек туйӑнать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Арлашкин ҫырӑвӗ халь Арлашкин ҫырӑвӗ мар, ӑна пире обком ярса панӑ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Аҫӑр ал ҫырӑвӗ Ямаш Ваҫҫи аллине мӗнлерех ҫакланнӑ вара?

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сирӗн вырӑнта хӗрарӑм-писатель пулнӑ пулсан, салтак ҫырӑвӗ мар, салтак савнийӗн ҫырӑвӗ туса ҫыратчӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, унтан ҫапла хушса хучӗ.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Унпа паллашиччен пӗр эрне каялла облаҫри хаҫатра манӑн пӗр пӗчӗк калав, салтак ҫырӑвӗ майлӑ ҫырнӑскер, ҫапӑнса тухнӑччӗ, ӑна Альбина та вуланӑ иккен.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Издательствӑра халӗ пичете кайма черет кӗтсе вуншар ал ҫырӑвӗ выртать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Акӑ пирӗн умра Куҫма Турханӑн «Ҫӗр суранӗ» ятлӑ романӗн ал ҫырӑвӗ выртать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унта чӑваш тӗрриллӗ утиял ҫивӗтти, простынь, минтер ҫивӗтти, тӗрӗллӗ шурӑ алшӑлли, ун ҫине «Сывлӑх, чун илемӗ» тесе ҫырнӑ, 18 чӑваш юмахӗнчен тӑракан кӗнеки, паллах, тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн салам ҫырӑвӗ кӗрет.

Help to translate

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Унта Ф. Висенерова ҫырӑвӗ тӗрӗс пулни ҫинчен, столовӑйри йӗркесӗрлӗхсемшӗн В. Сардимирова ӗҫрен хӑтарни тата вӑл ултавлӑ майпа хӑйӗн кӗсйине чикнӗ укҫана унран каялла шыраса илни ҫинчен ҫырнӑччӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed