Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗнче (тĕпĕ: хир) more information about the word form can be found here.
Ҫӗнтерӳпе 9 салтак килӗсене таврӑннӑ, ҫапӑҫу хирӗнче 5 салтак выртса юлнӑ.

Help to translate

Вӗсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӑрҫа тухса кайнӑ // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-irttercc

Вӗренӗвӗн пӗрремӗш кунне эпир Камаево ялӗн хирӗнче кӗтсе илтӗмӗр — эпир, студентсем, колхоз тухӑҫне пухса кӗртме пулӑшрӑмӑр.

Help to translate

Студент пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнисем // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... sa-ilnisem

Пирӗн район хаҫачӗ Раҫҫей халӑхӗн хӑрушсӑрлӑхӗпе ирӗклӗхӗшӗн вӑрҫӑ хирӗнче пуҫне хунӑ кашни герой ҫинчен ҫырать.

Help to translate

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... na-3800461

Манӑн вара, ҫак юлашки сехетсене пурте пӗрле килте пулас вырӑнне, каҫченех колхоз хирӗнче ҫӗрулми кӑлармалла.

Help to translate

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Вӑл таврӑннӑ кун эпир каҫченех колхоз хирӗнче ҫӗрулми ҫумларӑмӑр.

Help to translate

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Колхоз хирӗнче ҫӗрулми пуҫтаратпӑр-и е шкул садӗнче ӗҫлетпӗр, викторина ирттеретпӗр, пур ҫӗрте те вӗренӳпе воспитани ӗҫӗнче пирӗн класс руководителӗ Николай Федоровитч яланах пирӗнпе пӗрле, пире вӗрентсе ҫутта кӑларакан хаклӑ учитель.

Help to translate

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

— Шел, аҫу вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлчӗ, эпӗ, ак, сывӑ, ҫавӑнпа тӑрӑшатӑп та сирӗншӗн, кашнинех мӗнле те пулин пулӑшас тесе.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Шел, вӑл вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлчӗ, ман алӑ ҫинче вилчӗ, вӑл сывлама пӑрахичченех тытса лартӑм ӑна.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Концерт программинче вӑрҫӑ ҫулӗсенчи паллӑ юрӑсем, чуна пырса тивекен патриотла юрӑсем янӑранӑ, вӗсем чи йывӑр та синкер вӑхӑтра салтаксене ҫапӑҫу хирӗнче пулӑшнӑ.

Help to translate

Кистенлӗре Ҫӗнтерӳ кунне халалласа концерт иртнӗ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3761489

Нумаях пулмасть Сергей ҫапӑҫу хирӗнче йывӑр аманнӑ, Хусанти госпитальте сипленнӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ паттӑрӗсӗм – ӗмӗр хисепре // Ольга ТЕРЕНТЬЕВА. https://kanashen.ru/2024/05/08/%d0%b2a%d ... %80%d0%b5/

Вӗсем 150 ытла ҫапӑҫу хирӗнче кирлӗ хатӗр ҫыхса ӑсатнӑ.

Help to translate

Пулӑшма яланах хатӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %97%d1%80/

Пурнӑҫ хирӗнче мишавай юпа пек хӑраххӑн тӑрасси те япала мар.

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпӗ хам та, пурнӑҫ хирӗнче мишавай юпи евӗр тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑскӗр, Ваҫук тӑванӑм, мӑнакка патӗнче йӑпшӑнса пурӑнатӑп шуйханнӑ кайӑкла.

Help to translate

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Колхозӑн анлӑ хирӗнче, унта та кунта, икшер-виҫшер ҫын курӑнать.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Кам мӗнпе май килет, ҫавӑнпа пулӑшма тӑрӑшать – кам укҫа-тенкӗпе, кам продуктсемпе, кам хамӑрӑн салтаксене вӑрҫӑ хирӗнче кирлӗ ытти хатӗрпе.

Help to translate

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӗлле вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫленӗ, ҫулла колхоз хирӗнче тыр-пул туса илнӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Вагона ларсан-ха Ҫемон Миколая темиҫе хутчен асӑнчӗ, вӑрҫӑ хирӗнче вилмен, тет, вӑл.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи аслӑ йӗрке — таҫта аякра, тен, хӑйсем пуҫ хунӑ ҫапӑҫу хирӗнче аташса ҫӳрекен тӑванӗсен чунӗсене чӗнсе килесси.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ачасене тӑтӑшах колхоз хирӗнче ӗҫлеме илсе каятчӗҫ, ҫар ӗҫне вӗрентетчӗҫ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑ хирӗнче пӗтме ан пар ӑна…

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed