Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) more information about the word form can be found here.
Пуху умӗн

Help to translate

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиар Холиков Шӑхасан салинче пулчӗ.

Help to translate

Ветерана ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%b2%d0% ... %ba%d1%83/

Диктант ҫырас умӗн эпӗ паллӑ датӑсене пӑхса тухрӑм.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Папа Барон ятлӑ йыттине те пӗрле илчӗ: лешӗ вӑрманти шӑршӑсене уйӑрма вӗрентӗр, сунара каяс умӗн пӑртак уҫӑлтӑр тесе.

Папа взял с собой еще и пса Барона, чтобы тот принюхался к лесу, подготовился к сезону охоты.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Ун умӗн республикӑра «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципалитет тытӑмӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Округри ветерансен совечӗн канашлӑвне вӗсен умӗн ирттерни те ахальтен мар.

Help to translate

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, тылра вӑй хунӑ ентешӗсене асра тытса Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн палӑк патне сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн Пушкӑрт Республикинчи Белорецк хулинче пӗр шкулта биологи, хими предмечӗсене вӗрентнӗ.

Help to translate

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Халь акӑ, каҫ пулас умӗн, упӑшки таврӑнчӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ялта эпӗ командир хӗрне тупаймарӑм, эпӗ ҫитес умӗн эвакуированнӑйсен пӗр ушкӑнӗпе вӑл хӑй тӑван ҫӗр-шывне Белоруссие тухса кайнӑ пулнӑ…

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Вилес умӗн вӑл кӗсйинчен блокнот кӑларса Лена инкене пачӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Манӑн атте, инженер-строитель, вӑрҫӑ умӗн Минскра ӗҫлетчӗ, эпир ҫемйипех унта куҫса кайнӑччӗ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫавӑнпа манӑн хамран ҫамрӑк ҫынсене те, хамран аслисене те ҫапла ҫеҫ асӑрхаттарас килет: кашни пӗчӗк ӗҫех шухӑшласа ту, пӗр-пӗр ӗҫе тӑвас умӗн яланах шутла: малашлӑхра мӗнле вырӑн йышӑнӗ вӑл саншӑн, инкек-синкек патне илсе пымӗ-и вӑл сана…

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вилес умӗн хӑйӗн ачине ашшӗ ҫинчен, унӑн чӑн-чӑн ашшӗ ҫинчен, каласа панӑ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Георгий килес умӗн Нина апат ҫиме хатӗрленнӗччӗ — халь вӑл ун ҫинчен те йӑлтах манса кайрӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӑй вара кашни кунах, апат умӗн пӗрер черкке ӗҫнӗ чухне, Таланцев хуҫасене вӑрҫать:

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӗлтӗр, кунта килес умӗн, мана кӑштах ялта пурӑнма тӗл килчӗ те, эпӗ ҫав картуна ҫуранах кайса килтӗм…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Лида эпӗ пырас умӗн шӑп пӗр кун малтан килӗнчен тухса кайнӑ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Каҫа ҫитсе выртмалла тухнӑскерсем, унта эпир хӗвел анас умӗн пырса кӗтӗмӗр, пӗр тарӑн ҫырма урлӑ каҫса, лесник ҫурчӗ патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Ку диктант пуҫланас умӗн пӑшӑрханатӑп.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed