Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нихҫан та сирен вӑйсӑр куҫсем курас ҫук вӗсене.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Урайӗнче ларса, эпӗ ним кулмасӑр пӑхакан куҫсем, икӗ кӑвак вут пек, кӗнеке страницисем тӑрӑх епле куҫса ҫӳренине куратӑп, хӑшпӗр чухне вӗсем шывланса каяҫҫӗ, хӗрача сасси чӗтренет, ӑнланмалла мар ҫыпӑҫтарса хунӑ, пӗлмен сӑмахсене васкаса кала-кала ярать вӑл.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав таса мар, шывланчӑк куҫсем мана курса тӑни лайӑх мар пек туйӑнать, вӗсем курнине ӗненмелле те мар пек, — эпӗ пит-куҫа пӑркаланине хуҫа чухласа ҫеҫ илет пулӗ тен, тетӗп.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Таврара кӑн-кӑвак та ҫап-ҫутӑ, куҫсем те йӑмӑхаҫҫӗ.Кругом было столько лазури и света, что глазам становилось больно.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Темиҫе самантлӑха куҫсем ҫеҫ калаҫрӗҫ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавнашкал куҫсем килӗшеҫҫӗ мана! — Джурджене пӑшӑлтатса каларӗ Йован.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Куҫсем тӗл пулсан, Кларк кашнинчех ӑшшӑн кулчӗ.Встречаясь с ним взглядом, Кларк всякий раз приветливо улыбался.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хура куҫхаршийӗсен айӗнче пысӑк, кӑвак куҫсем ҫуталаҫҫӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Куҫсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, Йован ӑна сывлӑх сунчӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Куҫсем тӗттӗме хӑнӑхсан, вӑл хӑранипе тӑп тӑракан вӑкӑрсене курчӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӑнаккӑшӗнни пекех савӑклӑхпа тӳлек тимлӗхе пӗрлештерсе тӑракан тӗттӗмрех кӑвак пысӑк куҫсем, сарӑ хулӑн ҫивӗт тата ҫав тери ҫепӗҫ те илемлӗ алӑ — лайӑххисем те ҫавсем ҫеҫ унӑн.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шухӑш-кӑмӑла палӑртаканни нимӗн те ҫук — нимпе уйрӑлса тӑман илемсӗр те япӑх сӑн кӑна; куҫсем пӗчӗкҫӗ, кӑвак, эпӗ тӗкӗр ҫине пӑхнӑ вӑхӑтра вӗсем ӑслӑ пек мар, ытларах айваннӑн курӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах йӑлтӑркка хӗсӗк куҫсем, пӗрре шухӑшлӑ пек, тепре ачанни евӗр уҫӑмсӑррӑн туйӑнакан улшӑнуллӑ кула ку питӗ хастар ҫын сӑнне кӗртеҫҫӗ, ҫакна асӑрхамасан та май ҫук.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн куҫсем тӗл пулаҫҫӗ те, эпир куҫҫуль тухичченех ахӑлтатса кулатпӑр, хамӑра сывлайми тумалла тӑвӑлса килекен кулла ниепле те чараймастпӑр.
ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче те лайӑххи куҫӗсем ҫеҫ, куҫӗсем вара чӑнах та илемлӗ — пысӑк, хура; мӑнкӑмӑллӑхпа айванлӑха уҫӑмсӑррӑн та ыррӑн палӑртакан ҫав куҫсем ҫине пӑхмасӑр ниепле те чӑтаймастӑн.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн куҫсем ӑнсӑртран тӗлпулмассерен хам пӑхнинче чун туртманни ытла уҫӑмлӑн палӑрнӑ пек туйӑнать те, эпӗ ирӗксӗрех лӑпкӑ сӑнлӑ пулма тӑрӑшатӑп, анчах ун чухне вара эпӗ юри тунине сиснӗ пек туйӑнать те эпӗ хӗрелсе каятӑп, урӑх еннелле ҫаврӑнса тӑратӑп.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн куҫсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ те, вӑл мана ӑнланнине, ҫакна эпӗ хам та сиснине туйрӗ пулас, эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм; анчах темле парӑнми уйӑм мана тепӗр еннелле пӑхма хистерӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара каллех куҫсем ҫине куҫҫуль тумламӗсем килсе тухаҫҫӗ; анчах вӑраха мар ӗнтӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.