Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унтан the word is in our database.
унтан (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Малтан - истори учителӗ, унтан - директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ.

Сначала - учитель истории, затем - заместитель директора по воспитательной части.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Мари Элти хут кӑларакан завод юсава хупӑнчӗ, чӗртаварпа тивӗҫтерменнипе асӑннӑ производство кал-кал ӗҫлейми пулчӗ. Халӗ Вологда хулинчи заводпа хутшӑнусем йӗркелетпӗр, хут унтан илсе килме шухӑшлатпӑр, мӗншӗн тесен саккас паракан сахал мар», - тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ Юрий Ефимович.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унтан - С.Герасимов «Маскарадӗнчи» Арбенин.

Help to translate

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унтан ял тӑрӑхӗн администрацине ӗҫе вырнаҫнӑ.

После устроилась на работу в администрации сельского поселения.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫакӑ кӑмӑллӑ - Екатерина Филипповна чи малтанах пухӑннисене хастарлӑхшӑн, пуҫарулӑхшӑн тав тунӑ, унтан тӳрех...

Help to translate

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Тӳрех палӑртам: кунта эпӗ национализм е унтан та ытларах - шовинизм сӗмӗпе каламастӑп.

Help to translate

Сывӑ пултӑр Елчӗк ен! // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2670.html

10 ҫул «Справедливая Россия» партире тӑнӑскер унтан тухма заявлени ҫырнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ĕçлекенсене тĕртсе ямаççĕ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Унтан 239-мӗш миномет полкӗнче 1944 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа 1945 ҫулхи ноябрь уйӑхӗччен минометчик пулнӑ.

Help to translate

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чи малтанах ашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ Ӗҫ ветеранӗ: «Аттене 1942 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫара илсе кайрӗҫ. Малтанах вӗсене Канашра ҫар ӗҫӗсене вӗрентнӗ. Унтан чӑваш каччисене пуйӑс ҫине лартса вӑрҫа илсе кайнӑ. Смоленск облаҫӗнче пуйӑса фашистсен самолечӗсем тапӑннӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ. Пӗр чӑваш каччи те чӗрӗ юлайман», – терӗ хурлӑхлӑн.

Help to translate

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

– Кун пек шухӑш пӗрре те пулман, – тет вӑл, унтан малтанхи ҫулсенчи йывӑртарах самантсене аса илет.

Help to translate

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кӗҫех Йӑшкар-Ола хулине ҫитсе мала тухассишӗн кӗрешмелле, унтан вара – Пензӑна.

Help to translate

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

- Ҫавӑнтанпа эсӗ хӑвӑн ӗҫне пӗлсе, тӗллевлӗн, юратса пурнӑҫласа пыратӑн: 1992 ҫулта Чулхулари консерваторие вӗренме кӗнӗ, унтан таврӑнсан Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ҫулталӑк ӗҫленӗ, «Чӑваш Ен» ансамбле ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.

Help to translate

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Малтанхи тапхӑрта пирӗн физкультурниксемпе спортсменсем хуласемпе районсенче мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ, унтан ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Энергия» стадионта республикӑри спартакиада пуҫланнӑ.

Help to translate

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Каярах ҫурт умне юр-акӑшсем те вӗҫсе килчӗҫ, унтан сурӑх та, виҫӗ лаша та ӑсталанӑ.

Затем к дому прилетели снежные лебеди, потом слепил и овечку, и три лошади.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Карантина Ленинград хулинче иртнӗ, унтан ӑна Кронштадри вӗренӳ отрядне ӑсатнӑ.

Карантин провел в городе Ленинграде, после его отправили на образовательный отряд в Кронштадте.

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Унтан ирӗклӗ стиль ярӑнӑвӗпе вӑй виҫме 2004 ҫултан кӗҫӗнреххисем, 2002-2003, 2000-2001, 1998-1999 ҫулсенче ҫуралнисем старта тӑчӗҫ.

Help to translate

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Унтан та ытларах, ял ҫӗрӗнчи ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсемшӗн кӑна мар, ялта ӗҫлесе пурӑнакан граждансемшӗн те ҫурт-йӗр тума /туянма/ каякан шутласа палӑртнӑ хакӑн 70 проценчӗпе танлашакан виҫепе социаллӑ тӳлевсем ҫирӗплетнӗ.

Более того, предусмотрены социальные выплаты в размере 70% расчетной стоимости строительства (приобретения) жилья не только для молодых семей и молодых специалистов, но и для граждан, проживающих и работающих в сельской местности.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Сызране ҫитнӗ, унтан - Фергана хулине...

Доехали в Сызрань, потом - в город Фергану...

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Унтан кӑшт выртса каннӑ пек пулсан кӑнтӑрла тӗлне каллех ҫула тухнӑ.

Help to translate

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Унтан Перекет банкӗнче кассирта тӑрӑшнӑ.

Затем работала в Сберегательном банке кассиром.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed