Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑванӗсене (тĕпĕ: тӑван) more information about the word form can be found here.
Ачи-пӑчине те, тӑванӗсене те — пӗтӗмпех иртнӗ хӑрушӑ вӑрҫӑ пӗтерчӗ.

Help to translate

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Чылайччен калаҫса ларчӗҫ вӗсем, ашшӗ-амӑшне, тӑванӗсене аса илчӗҫ.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме хирӗҫ пулмарӗ, тӑванӗсене кӳрентерес темерӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӳршӗсене, юлташӗсене, тӑванӗсене тӑхӑнмалли тумтирсене юсаса-ҫӗлесе парать, васкавлӑ сакассем илсе килекенсен кӑмӑлӗсене те туллин тивӗҫтерет.

Help to translate

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

— Ӗнер, тӑванӗсене курсан, епле чӗрӗлсе кайрӗ вӑл!..»

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӳршӗ регионти воин хӑйӗн ентешӗсене, ашшӗ-амӑшне, тӑванӗсене, тусӗсене, ҫемйине тата уйрӑмах ачисене салам каланӑ.

Воин из соседнего региона передал привет землякам, своим родителям, родственникам, друзьям, семье и особенно своим детям.

Свердловск облаҫӗнчи боец Пушкӑрт воинӗсене шанчӑклӑ юлташсем тенӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... en-3657235

Ҫитсенех пырать вӑл, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ юрлать, юррисенче тӑванӗсене асӑнать.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Кирлӗ самантра туххӑмрах тӗрӗс йышӑну тума пӗлни, харпӑр хӑйне, тӑванӗсене, ҫывӑх ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме пӗлни вӗсемшӗн парӑнса пурӑнни, яваплӑха туйса мӗн пур вӑйтан ӗҫлени те паха», – тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.

Help to translate

«Паттӑрлӑх» урокӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑюлӑх, тивӗҫ тата чыс ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/26/patt ... -en-puclah

Николай Никандрович пирӗн округран кайнӑ 5 салтак пирки вӗсем тӑракан ҫар чаҫӗсенчен командирсем ярса панӑ грамотӑсене ҫывӑх тӑванӗсене тав туса тыттарчӗ.

Help to translate

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Этем иртнӗ пурнӑҫне, тӑванӗсене, юлташӗсене, ӑҫта ҫуралса ӳснине йӑлтах манма та пултарать иккен…

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӳршӗсем те тӑмпайсенчен юласшӑн мар иккен — мӗн вӑй ҫитнӗ таран вӑрҫӑри тӑванӗсене пулӑшаҫҫӗ: хӑшӗ укҫа-тенкӗ, хӑшӗ пыл, ҫӑм, ҫӑматӑ, тир хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килӗ-ҫурчӗсене, тӑванӗсене пӑрахса тухса килнӗ ҫынсене ҫӗр хут та йывӑртарах.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗтекенсем пӗр вакунран тепӗр вакун патне чупкалаҫҫӗ, пуйӑс малалла тапранса тӑванӗсене таҫталла илсе каясран шикленеҫҫӗ, ахӑр.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ, Манюк, аслӑрах ачисене пӗрне пӗр ҫӗре, теприне тепӗр ҫӗре чуптарать — тӑванӗсене систерсе хумалла-ҫке!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Такамран тайгара ылтӑн нумай тенине илтсен, аякри тӑванӗсене кайса курас, терӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑшӗсем, тен, тӑванӗсене шыраҫҫӗ пулӗ, анчах нимӗҫсем вӗсене ҫывӑха ямаҫҫӗ, хыттӑн ятлаҫаҫҫӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манран кулатӑн, кунти таса чунлӑ хӗрарӑмран: «Хӗрне качча илме килетпӗр», — тесе мӑшкӑллатӑн, тӑванӗсене пулман-туман ӗҫсем ҫинчен каласа суятӑн.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Кин кӗртекенсем хуларан килнӗ хӗр енчи тӑванӗсене пахча-ҫимӗҫ, аш-какайне тултарса парса ячӗҫ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ванюш вӑрҫӑран таврӑнсан ӗҫӗпӗр ӑна, — ӑнлантарчӗ вӑл тӑванӗсене.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑҫал вара, Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн 73 ҫул иртсен, Яков Инедеркин вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне (ҫакна 61-мӗш армин ҫар командующийӗн 1945 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнчи 484Ӳн номерлӗ хушӑвӗ ҫирӗплетет) тӑванӗсене панӑ.

Help to translate

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed