Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринче the word is in our database.
пӗринче (тĕпĕ: пӗринче) more information about the word form can be found here.
Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм.

В одну из тех минут, когда, с уроком в руке, занимаешься прогулкой по комнате, стараясь ступать только по одним щелям половиц, или пением какого-нибудь несообразного мотива, или размазыванием чернил по краю стола, или повторением без всякой мысли какого-нибудь изречения — одним словом, в одну из тех минут, когда ум отказывается от работы и воображение, взяв верх, ищет впечатлений, я вышел из классной и без всякой цели спустился к площадке.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Спиридона хӑратас шутпа черетлӗ пухусенчен пӗринче — ун чухне пухӑвӗсем кунсеренех пулнӑ та талакӗпе тӑсӑлнӑ, хушӑран кӑшт ҫеҫ канса илкеленӗ — ҫапла ӗнтӗ пухусенчен пӗринче тахӑшӗ Спиридона кулак юррине юрлаканӗ тесе кӑшкӑрнӑ.

В устрашение Спиридона на очередном собрании — а собрания в ту пору проходили ежедневно и круглосуточно, с малыми перерывами, — так вот на одном из этих собраний Спиридона назвали кулацким подпевалой.

Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пӗрер эрне ӗҫлеме ӗлкӗртӗм-ши, Суйӑк Матӗрни пӗринче мана хӑйсем патне илсе кайрӗ.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Астӑватӑн пуль, хура Шура, тулли уйӑх пӗринче йӑмра-асатте ҫӳҫӗ хушшине ҫӑмарта тума шутланӑ сарӑ чӑх майлах вырнаҫса ларнӑччӗ.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Тете шкултан таврӑннӑ та эпӗ ҫак кӗвве вылянине вӑрттӑн итлесе тӑрса тӗлӗннӗ пӗринче – ҫак кунран урӑх чармарӗ купӑсне тытма.

Help to translate

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Пушкӑрт тӗп хулин территорийӗнче пурӗ 24 сехет хушшинче 22 транспорт инкекне регистрациленӗ, вӗсенчен пӗринче пӗр ҫын инкек курнӑ.

Всего за 24 часа на территории столицы Башкирии зарегистрировано 22 дорожно-транспортных происшествия, в одном из них пострадал один человек.

Уфара патшалӑх автоинспекторӗсем талӑк хушшинче ҫичӗ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3761470

Ҫурҫӗр енчи чугун ҫул станцийӗсенчен пӗринче склада ҫӗмӗрсе вӑтӑр ытлӑ кӗрӗк вӑрласа тухнӑшӑн вӗсене чылай ҫулсем каяллах хупса усрамалла тунӑ.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗр икӗ-виҫӗ сехетрен район больницинче, ҫутӑ та таса пӳлӗмсенчен пӗринче, ача сасси янӑрама пуҫлать.

Help to translate

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чарӑнусенчен пӗринче Ваҫук Абаев чутах кӑшкӑрса ямасть:

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аркадий Давыдович, директорпа килӗшсе татӑлса, хӑй пенсие тухичченех-ха Карӑккассинчи пӗлӗшӗ патне — Хӗветут кӗтӳҫӗ килне — ҫуллахи каникулсенчен пӗринче Ваҫука леҫсе хӑварнӑччӗ.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче «левой-правой» теме кӑна мар, шӳтлеме те култарма ӑста Шевченко старшина Абаевпа Гильманов пирки ҫапла каларӗ:

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

…Ҫапла паллашрӑм эпӗ иртнӗ ҫулхи апрелӗн хӗвеллӗ кунӗсенчен пӗринче ҫав тӗлӗнмелле ватӑ скульпторпа.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫапла паллашрӑм эпӗ иртнӗ ҫулхи апрелӗн хӗвелле кунӗсенчен пӗринче пӗр ватӑ нимӗҫпе — Ганс Вайзерпа.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫакӑн пек кунсенчен пӗринче эпӗ, Шура ҫинчен Анна Федоровнӑпа калаҫса илнӗ хыҫҫӑнах ӗнтӗ, Атӑл леш енне хӑйӑр ҫинче хӗртӗнсе выртма кайрӑм.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сӑмахран, самай тиркевлӗ шухӑшлӑ статьясенчен пӗринче анонимлӑ ҫӑлкуҫсемпе ытла та нумай усӑ курнине палӑртнӑ, вӗсен тӗрӗслӗхне ҫӗнӗрен ниепле те тӗрӗслеме май ҫук, статьяра имӗш вӑрӑм цитатӑсемпе усӑ курнӑ, калаҫу стильпе тата пӗлтерӗшӗпе вӗсем имӗш «тюленьсем» усӑ кураканнисемпе (вӗсене цитатӑланӑ тесе палӑртнӑ пулнӑ) пӗр килмеҫҫӗ, Пакистанпа АПШ хутшӑнӑвӗсем операци ирттернӗ вӑхӑтра йывӑр пулнӑ, ҫапла май вара икӗ патшалӑх пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма пултарасси, имӗш, вӑл вӑхӑтра питӗ иккӗленӳллӗ пулнӑ.

В частности, в одной из критически настроенных статей обращалось внимание на злоупотребления в использовании анонимных источников в статье, достоверность которых не может быть перепроверена, длинные цитаты, по стилю и смыслу речи не соответствующие «тюленям», представителю которых они якобы принадлежали, а также кризис в отношениях Пакистана и США во время проведения операции, который делал невозможным сговор спецслужб двух стран, на котором настаивал Херш.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ахальтен мар ӗнтӗ А. С. Пушкин хӑйӗн юлашки сӑввисенчен пӗринче халӑх унӑн ырӑ туйӑмӗсене лирӑпа хускатса вӑратнӑшӑн ӑна манмасса шанса ҫырнӑ («И долго буду тем любезен я народу, что чувства добрые я лирой пробуждал» тенӗ вӑл).

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫуркуннехи каҫсенчен пӗринче Петербургри университетӑн физика кабинетне физикӑпа хими енӗпе ӗҫлекенсем пухӑннӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пӗринче вӑл ача тарҫинче пурӑннӑ, тепринче ыйткаласа ҫӳренӗ, виҫҫӗмӗшӗнчен пӗр-пӗр япала вӑрласа тухса тарнӑ, вӑхӑтӗнче юмӑҫ та пӑхкаланӑ, теҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗринче апат-ҫимӗҫ, выльӑхсем валли тӗш тырӑ упратчӗҫ, тепринче — тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрччӗ.

Help to translate

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed