Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗринче the word is in our database.
пӗринче (тĕпĕ: пӗринче) more information about the word form can be found here.
Пӳрчӗн икӗ енӗпе икӗ ӳпле туса лартнӑччӗ, пӗринче сӑнчӑртан кӑкарнӑ пысӑк ула йытӑ пурччӗ.

Help to translate

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринче, ҫырман сылтӑм енче, чӑвашсем, сулахай енче тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗринче те пуш алпа килмен, кашнинчех хаклӑ парне илсе килнӗ.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Северьян турхан патне икӗ кунта иккӗ ҫитрӗ, анчах хуҫа пӗринче те килте пулмарӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав кӑра вӑхӑтри шутлӑ кунсенчен пӗринче Новоград Свияжскинчи чиркӳсен мӗн пур чанӗсем чаплӑ уяври пек темӗнччен чанкӑлтатса тӑчӗҫ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсем хӗрсе тырӑ вырнӑ вӑхӑтра, ҫурла уйӑхӗнчи тӳлек кунсенчен пӗринче Казанка шывӗ хӗррине курултай — «пӗтӗм Хусан ҫӗрӗн» пухӑвӗ — пуҫтарӑнчӗ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрнарти «Ручеек» ача сачӗн воспитанникӗсен, акӑ, чи хӑюллӑ профессисенчен пӗринче тимлекенсемпе куҫа-куҫӑн калаҫма май пулнӑ.

Help to translate

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Ҫитменнине, ҫав кунсенчен пӗринче мӑрсасен пысӑк ушкӑнӗ Мускава тухса кайма хатӗрленни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх ҫавӑн пек шуйхашса тӑнӑ хушӑра тахӑшӗ усал хыпар илсе килчӗ: кунти ялсенчен пӗринче тутарсем мечӗт лартаҫҫӗ имӗш, ҫӗр типнӗ-типмен ӑна тума та тытӑнмалла.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Автан яшки пӗҫерсе ҫитӗр», - ырра вӗрентес шухӑшпах сӗнтӗм пӗринче Ромӑна.

Help to translate

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Пӗринче симӗс яшка.

В одной зеленый травяной суп.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Мӗнле-ха апла, ҫитмӗлте те пултаратӑн?! — тӗлӗнчӗ пӗринче Халсӑр Йӑван урамра тӗл пулсан.

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ пулать: пӗринче ҫерем ҫине Галимджан йӑванать, тепӗр чухне ҫамрӑк паттӑртан нумай патмартарах Нилов чикеленсе каять.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турикасра ҫӗртме тунӑ кунсенчен пӗринче Анушка хӑйӗн трӑкторӗ умӗнче чылай аякра симӗс гимнастерка тӑхӑннӑ ҫын тӑнине асӑрхарӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Виҫӗ ялтан пӗринче туй пулас пулсан, унта чи малтан Назиба чӗнеҫҫӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре чӗлӗм туртса ларнӑ вӑхӑтсенчен пӗринче Ваҫук Людмилӑ патне кайрӗ те каялла пырсан хӑйсен хушшинче пулнӑ калаҫӑва пӗлтерчӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Геннадий Волков 95 ҫул тултарнине халалласа вӗренекенсемпе вӗрентекенсен республикӑн «Асамат кӗперӗ» IV ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ те иртнӗ.

Как сообщает Елизавета Долгова в одной группе одной из социальных сетей интернета, в честь 95-летия со дня рождения Геннадия Волкова также среди учащихся и учителей прошла и IV республиканская научно-практическая конференция «Асамат кӗперӗ».

Геннадий Волков музейӗ уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33360.html

Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль офлайн тата онлайн мелӗпе виҫҫӗмӗш​ хут иртнӗ.

Как сообщила Елизавета Долгова в группе одной из соцсетей, международный фестиваль «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» в формате онлайн и офлайн прошел в третий раз.

Екатерина Ефремова ячӗллӗ фестиваль иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33348.html

Ҫакӑн пек чунпа-чӗрепе ҫуйкӑнланса ҫитнӗ, канӑҫа йӑлтах ҫухатнӑ кунсенчен пӗринче Тукай патне ҫӑви-ҫуми пӗрӗхсе йӗкӗлтесе тӑракан ҫумӑр витӗр икӗ юлан ут пырса ҫитрӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫул каялла мессенджерсенчен пӗринче ют ҫӗршыв арҫыннипе ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ.

59-летняя женщина из Новочебоксарска три года назад в одном из мессенджеров начала переписку с иностранным гражданином.

Ҫӗнӗ тусӗ пуҫ усасран хӑранипе кивҫен илсе укҫа парса пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33194.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed