Short
Ӑна Хусанта та куракансем юратса пӑхнине асра тытса, Иоаким Степановичпа Ольга Ивановна хӑйсен ролӗсене уйрӑмах хавасланса-ҫӗкленсе вылярӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Упӑшки вӑрансан мухмӑр чӗртме Машка-Милашка патне тухса ан кайтӑр тесе, Хӗлимуна сак ҫумне кӗпе ҫакмалли вӑрӑм кантрапа яваласа ҫыхса хӑварнӑ.
55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Патшалӑх политикинче, ҫемьене хӳтӗлес тата йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас енӗпе 2024 ҫула Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.
Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954
Вӑл шутран 2198 гектар кӗрхи тулӑ, 683 гектар ыраш, 2188 гектар ҫурхи тулӑ, 3772 гектар урпа, 1096 гектар сӗлӗ, 158 гектар пӑрҫа, 105 гектар вика пуҫтарса илнӗ.
Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/
Тен, пулӑшма та пултаратӑп, мӗншӗн тесен эс унта ниепле те кӗрейместӗн, саншӑн хапха хупӑ унта, эпӗ сӑлтав тупса вӑр-вар кӗрсе кайма пултаратӑп.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шухӑшӗ ку ӑнсӑртран килмен-ха, 2021 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче социаллӑ сетьсенче пирӗн «село Комсомольское 1565» ушкӑнра эпӗ ҫак ыйтӑва хускатнӑччӗ.
Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/
Вӑл сӗткен панипе Юман та ҫӳлеллех кармашнӑ. ӳсме пултарнӑ таран ҫӗкленнӗ те пурнӑҫри тӗрлӗрен йӑх-яха ҫатракалла юман милӗкпе хӗртме тытӑннӑ.
Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.
Кӑнтӑрла тӗлне вырӑссем тутарсен пӗр пушкарьне вӗлерчӗҫ, вунӑ-вун пилӗк ҫынна, крепость хӳми ҫинчен ӳкнӗскерсене, воеводӑсем патне илсе пычӗҫ.
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
20 ҫул чуна парса ӗҫленӗ Рассых Ямалетдинович Чӑваш Енри физкультурӑпа спорта аталантарас, ӑста атлетсем хатӗрлес тӗлӗшпе ҫӗршывӗпех палӑрчӗ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи территори пайӗсенче вырӑнти ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне илсе 131 пуҫару проекчӗпе (185,4 миллион тенкӗ) тӗрлӗрен объект хута кайнӑ.
Ҫулсене юсасси - малта // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51134-culs ... assi-malta
Ирина Владимировна ертсе пынипе 2010 ҫултанпа пӗчӗк ачасен йышӗнче чирлисен шутне чакарассипе ҫыхӑннӑ «Сывӑ пепке» ҫумпрограмма пурнӑҫланать.
Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Дмитрий Сергеевич тракторсем, хӑй тӗллӗн ҫӳремелли машинӑсем тата вӗсем ҫумне ака кампанийӗ валли прицепсем хатӗрлесси ҫинчен те каласа пачӗ.
Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273
Валеҫекен материал ҫумне парне вырӑнне «Карим Абдрауфович Хакимов — совет дипломачӗ тата обществӑпа политика деятелӗ» сборник те хушса хунӑ.
Музей проектне грант пулӑшнипе пурнӑҫланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3876042
Кӳр-ха, кӳр, атя чӑн тӗнчене хӑпарар!», тесе, тӗк выртакан кӗлеткеме те урлӑ та пирлӗ ҫавӑрса, хӑшкӑлтарса, асаплантарса пӗтермӗн-ши эсӗ манӑнне?
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрремӗш поезд иккӗмӗш поездӑн чӳречи умӗнчен мӗн вӑхӑт хушши иртет, тата иккӗмӗш поезд пӗрремӗш поездӑн чӳречи умӗнчен мӗн вӑхӑт хушши иртет?
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Эпӗ пӗлетӗп, ҫулйӗр ӗҫӗ те пысӑк ӗҫ, унта та пултаруллӑ ҫын ярас пулать, ҫапах та вӑйлӑ тырпул тӑвас ӗҫре ертсе пыракан ҫынна унта ямалла пулман.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Мамич-Бердей, каялла туртса ҫыхнӑ алӑсемпе пуҫне пӗксе ҫӗрелле пӑхса тӑраканскер, хӑйне кам та пулин кӗрӗкӗпе ҫӗлӗкне илсе тӑхӑнтарасса кӗтрӗ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Комисси председателӗ Людмила Михайловна Аршинова пӗлтернӗ тӑрӑх, Кивӗ Вӑрмарпа пӗтӗмӗшле 983 ҫын валли сасӑлама бюллетеньсем хатӗрленӗ пулнӑ.
Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c
Вӑл, тахҫан пӗрре ресторанта Нарспи Гавриловна сӗтел хушшинче темле арҫынпа юнашар ларнине асӑрханӑскер, пӗтӗмпех ӑнланчӗ: ку алӑк хупӑ уншӑн.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Киле таврӑнас умӗн шутласа пӑхрӗҫ те, чӑнах ку кун нумай ытларах ҫыхни курӑнчӗ, Зейнаб, ыраша ҫыхса пӗтерсе, хӑйӗн бригадипе тулӑ пуссине куҫрӗ.
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.