Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 35 №-лӗ саккунӗн («Республика» хаҫат, 2019, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ) 5 статйи хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».
17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Кӳлӗ ҫыранӗсемшӗн вӑрӑма тӑсӑлакан хӗвеллӗ ҫу характерлӑ шутланать, вӑл ҫу уйӑхӗн варринчен пуҫласа авӑн вӗҫӗччен тӑсӑлать.Для берегов озера характерно продолжительное солнечное лето, с середины мая до конца сентября.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
Шӑратман услам ҫу сар ҫу хакне тӑмасть.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл хӑйне пӗр вӗҫӗм килентерет: какай, пальма ҫӑвӗ, ҫу, хур-чӑх, ҫӑмарта, улма-ҫырла туянать, вӗсемшӗн капашсӑр нумай тӳлет.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стенан пӗр пайӗ ҫавӑнтах ҫурма ункӑ пек тӑсӑлса тухрӗ, — халӗ унта сентре, ун урлӑ шалалла кӗреетӗп, — кӗҫех ҫав тӗлте ҫуталса кайрӗ; стена леш енче темӗн нӑйлатма пуҫларӗ, эпӗ мӗн пулса иртнине йӗркеллӗн ӑнланса ӗлкӗричченех ӳкнӗ сентрепе пӗр шайра стенаран сӗтел евӗрлӗскер ҫӗкленчӗ: унта чашӑксем, кофе савӑчӗ — ун айӗнче спирт лампочки ҫунать, шурӑ ҫӑкӑр, ҫу, сухари, пулӑпа какай ҫимӗҫӗсем, — вӗсене, ахӑртнех, кухньӑра асамҫӑ-мӗлке хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен ешӗл-симӗс тӗссемпе капӑрлатнӑ шурӑ апат хушшинче эпӗ темӗн чухлӗ ӑшаланулӑх, ҫу, чашлату та техӗмлӗх туятӑп-сисетӗп.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
(Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ, 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 53 №-лӗ, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 34 №-лӗ, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ, 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ)
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче почта уйрӑмӗсем яланхи графикпа ӗҫлӗҫ, 3-мӗшӗнче клиентсене шӑматкунхи графикпа йышӑнӗҫ, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара — вырсарникунхи ӗҫ графикӗпе.
Раҫҫей Почти канмалли кунсенче мӗнле ӗҫлӗ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31718.html
Сӗтел ҫиттисем шап-шурӑ, — вӗсен сенкер хуҫланчӑкӗсем фарфора аса илтереҫҫӗ, тирӗк-чашӑка ҫусан лайӑх шӑлса типӗтеҫҫӗ, ҫӗҫӗсемпе кашӑксенчен пӑсӑк ҫу шӑрши нихӑҫан та кӗмест, ҫав тери лайӑх юр-вартан хатӗрлекен апат-ҫимӗҫ калӑпӑшӗпе те, хакӗпе те нумай-нумай ҫынна тивӗҫтерме пултарать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Топливӑна усӑ курнӑ ӳсентӑран ҫӑвӗ ҫумне ҫу хушнипе хатӗрленӗ.Топливо было сделано из отработанного растительного масла с добавлением жиров.
Airbus биотопливӑпа вӗҫекен самолета тӗрӗсленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31487.html
Ҫу… ҫу…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Кунти кварталсенче хӗрлӗ тата кӑвак хут хунарсенче ҫу ҫунтарса ҫутатаҫҫӗ; таврана ҫунӑк ҫупа ҫӳп-ҫап, ҫуллӑ тусан шӑрши сарӑлнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унӑн куҫӗ умӗнче вутлӑ ҫумӑр пек хӗлхем тӑкӑннӑ, асамат кӗперӗ ялкӑшса хыпнӑ, темӗнле ҫӑра ҫу пек ӑшӑ хумсем ӑна ҫӗклесе ҫӳлтен ҫӳле, хӑвӑртран хӑвӑрт илсе кайнӑ…
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Хӗрарӑмсем тӑрӑшсах пиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ хутаҫсем ҫине така какайӗпе сысна ҫӑвӗ чикрӗҫ, пӗчӗкҫӗ пичкесене — шӑратнӑ ҫу, хурӑн чӗрессене — пыл, михӗсене — тырӑ, ҫӑнӑх, пӑрҫа тата тӗрлӗ йышши кӗрпесем тултарчӗҫ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
1973 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Алжир алӑ пуснӑ килӗшӗве ратификациленӗ, Марокко ҫак килӗшӗве 1989 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ратификациленӗ.
Алжирпа Марокко хушшинчи чикӗ хирӗҫӗвӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B2%D3%97
Ҫу кунӗ алӑксене питӗрмен, упа ҫури килкартине тухса кайнӑ, ӗнене хӑратса пӗтернӗ, чӑх чӗппине тытса вӗлернӗ.
Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.
Тусем ҫине улӑхнӑ май пире кӗскерех те сивӗрех ҫу тӑракан ҫурҫӗрелле пит хӑвӑрт куҫса пынӑн туйӑнать; ӗмӗрхи юрсем тӑракан ту тӑррисене улӑхни — кӗске ҫу ҫил-тӑмансемпе те сивӗсемпе хӑвӑрт ылмашӑнакан полярти пӗр-пер вырӑна ҫитнипе пӗрех.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Уйӑх е икӗ уйӑх хушши тӑсӑлакан ҫу вӑхӑтӗнче те кунта час-часах, юр ҫӑвать, ҫӗрле вара ялан тенӗ пекех сивӗ пулать.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Атте мотора ҫу сӗрме хушрӗ те, эпӗ, хӗпӗртенипе, тетраде ҫӗре пӑрахсах ҫу сӗрме пуҫларӑм, унтан вара ун ҫине асӑрхаймасӑр масленка ӳкертӗм…
Чочой пулӑшрӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— О, эпир ак халех ҫав тери тутлӑ пашалу пӗҫеретпӗр, Адольфпа Дэвид ӗмӗрне ҫимен ун пеккине! — текелесе, ҫатми тӗпне нерпа ҫӑвӗ сӗрме пуҫларӗ Том, мӗншӗн тесен Джим килӗнче урӑх нимӗнле ҫу та ҫук.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.