Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Валашка» тӗпӗнче, ку пуҫӗнче, сап-сарӑ шыв пӑтранать, шыв ҫийӗнче сӑвай юписен тимӗр мӑйӑхлӑ пуҫӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫийӗнче ун хӑмӑр кримплин костюм, ҫӳхе пальто, пуҫӗнче ҫамки ҫинех пусса лартнӑ берет.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫийӗнче унӑн — симӗс куртка, симӗс брюки.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпе халь ун ҫийӗнче, мӑйӗ тавра — чечек кӑшӑлӗ пек чӗнтӗр, пилӗкӗнче — шурӑ пиҫиххи.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пуҫӗнче чалӑшрах лартнӑ берет, ҫийӗнче ҫаврака хулпуҫҫийӗсене, тулли кӗлеткине тӑп тытса тӑракан гимнастерка.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ача чух Ҫтаппан ҫийӗнче пушмакӗнчен пуҫласа карттусӗ таранах лавкка япаличчӗ, аллинче ҫап-ҫутӑ ҫӑраллӑ портфельччӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ара, ун ҫийӗнче хаклӑ йышши хӳхӗм ҫи-пуҫ, хӑлхинче — ылтӑн алка, аллинче — ылтӑн сехет.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Залра шифоньер хыҫӗнчи кравать еннелле пӑхкаласа Наталь ҫийӗнче мӗнпуррине пӗтӗмпех хыврӗ, юлашкинчен кӑкӑр ҫыххине салтрӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Таранов Маринэне аса илчӗ: вӑл ҫутӑ сӳнтермен пулӗччӗ, ҫийӗнче мӗнпуррине пӗтӗмпех хывса ҫара ӳт-пӗвӗпе хӗвел пек йӑлтӑртатнӑ пулӗччӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫийӗнче — кивӗрех фуфайка, уринче — тарӑн калуш.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Ҫӗлен ури пӗртте ҫук, Ҫӗлен ҫитмен ҫӗр те ҫук; Ҫакӑ ҫӗрӗн ҫийӗнче Ҫӗлен сӑхман ҫын та ҫук».
Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067
Юратнӑ Чӑваш Енӗн ялавӗпе гербӗ ҫийӗнче яланах мирлӗ тӳпе пултӑр, пирӗн чӗресене вара тӑван республикӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен пархатарлӑ туйӑм ӑшӑтса тӑтӑр.
Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх символӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/04/29/glava ... aet-s-dnem
Хула хӗрринчи вӑрман ҫийӗнче тӳпе чылаях кӑвакарнӑ, йывӑҫсен кӑтрашка тӑррисем уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ҫийӗнче унӑн — пилӗкне илемлӗн тытса тӑракан кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпе, вӑркӑш ҫилпе ҫӑмӑллӑн вӗлкӗшкелесе илет…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ҫийӗнче хӑйӗн эпӗ астӑвасса тӑхӑнса ҫӳрекен кӗрӗкех, ҫӗлӗкӗ те ҫавах пулас.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Хула ҫийӗнче — шупка-ылтӑн пӗлӗт, йывӑҫсем те, ҫуртсем те ҫав пӗлӗт айӗнче е ҫав пӗлӗт тӗлӗнче хура тушпа сӑрласа хунӑ пек яр-уҫҫӑн палӑрса курӑнаҫҫӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫийӗнче чӑнах та милицисем тӑхӑнакан ҫутӑ-кӑвак тӗслӗ кӗпе пулнӑ, анчах погонӗсем — милицин мар, ҫар погонӗсем; галстукӗ те «ют» иккен — ахаль ҫынсем ҫакса ҫӳрекенни, «граждански» Брюкийӗ те милицисен мар, ҫар ҫыннисен.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хӑш-пӗр грузовиксем ҫинче хӗрлӗ ялавсем вӗлкӗшнӗ, михӗсем ҫийӗнче ларакан ҫамрӑксем хаваслӑ юрӑ шӑрантарнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Тинкерсе тӑван ҫӗршывӑн Ҫийӗнче вӗҫсе ҫӳреҫ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.