Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑхрах шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайнӑран мӑрсасем кремльтен тухса пасаралла утма тӑнӑ ҫӗртен чарӑнчӗҫ те хӑйсем патне ҫывхаракан юлан утсен ушкӑнне кӗтме пуҫларӗҫ.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав 17 сехет те 17 минутра ҫитнӗ.
Качакана ҫӑлран кӑларнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32458.html
Ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑма ача ҫуратмалли ҫурта экстреннӑй шӑнкӑрав пулнӑ хыҫҫӑн илсе ҫитернӗ.Известно, что женщина была доставлена в роддом по экстренному вызову.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫуратмалли ҫурт чӳречинчен хӗрарӑм ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32442.html
Акӑ фойере иккӗмӗш шӑнкӑрав сасси янӑрарӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Пӗррехинче, Эльгеевпа Данилов хулана тухма хатӗрленнӗ вӑхӑтра, алӑкра шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫав вӑхӑтра шӑнкӑрав сасси илтӗнмен пулсан, Эльгеев хӗрача ыйтӑвӗсен вӗҫне тупаймӗччӗ те.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Алӑк кукрине кӗнӗ ҫӗрте шӑнкӑрав пралукӗ пурччӗ, халӗ ҫук.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сасартӑк алӑк кукринчен шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сцена ҫинчен шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Э-э, улахра юрлаканни-и? — каллех Ольга Ивановнӑн кӗмӗл шӑнкӑрав евӗрлӗ сасси янӑра пуҫларӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шавласа кайнӑ халӑха председатель шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарса лӑплантарчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шӑнкӑрав сассине илтсе, лаптак сӑмсаллӑ швейцар алӑка уҫрӗ те.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шӑнкӑрав хыҫҫӑн учениксем пурте ҫапах актовӑй зала пухӑннӑ, яланхи пекех класӗ-класӗпе, икшерӗн пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑнӑ.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Павлуш хыҫҫӑн Тимуш вакуна кӗрсе пӑхасшӑнччӗ, анчах поезд Вӑрмарта нумай тӑмасть — часах виҫҫӗмӗш шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Акӑ Виктӑр урам варрине ҫара ҫуна туртса тухнӑ, ун тавра шӑкӑр-макӑрсем тӗпӗртетеҫҫӗ: хӑшӗ ларнӑ, хӑшне лаша вырӑнне кӳлнӗ, хӑшӗ хыҫалтан тӗртеҫҫӗ — шӑвать ҫуна анаталла, урхалӑхран ҫыхнӑ пӗчӗк шӑнкӑрав калама ҫук илемлӗ янӑрать.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шӑнкӑрав сасси еннелле ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗм, хирӗҫ иртсе каякан ҫара ҫуна ҫинчен пӗр яш ҫын якӑлт! сиксе анчӗ те ман утӑ ҫуни ҫине вӑшт-вашт хӑпарса выртрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Шӑнкӑрав сасси мар-и?
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хапха умӗнче шав, йытӑ вӗрни, шӑнкӑрав сасси Гобсона вӑратрӗҫ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гервак хаклӑ чулсем чикнӗ ешчӗкрен куҫне пӑрмасӑр ҫӗкленчӗ, Моргиана ӑна тӳлев шучӗпе хаклӑ япаласене парасси-памасси пирки ыйтасшӑнччӗ ҫеҫ — ҫак самантра лешӗ аллине шӑнкӑрав патнелле тӑсрӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл ҫак ыйтупа урӑх уйланмарӗ: Джесси вилнӗ тесе шухӑшланипе канӑҫсӑрлӑхӗ — ҫав тери вӑйлӑскер, шанӑҫ пӗтнӗлӗхпе танлашаканскер — ӑна шӑнкӑрав патне ыткӑнма хистерӗ.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.