Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ сулахай енче ӗнер сиксе тухнӑ шатра та пур.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӗсен ҫумне пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн кил-ҫуртри вӑраха хӑвармалла мар ӗҫсене туса пӗтернисем хутшӑнаҫҫӗ: хӑйсене сыватакан докторсемпе ҫанталӑк ҫинчен тата сӑмса ҫине тухнӑ шатра ҫинчен калаҫса татӑлнисем, лашисем ҫинчен тата пултаруллӑ ачисен сывлӑхӗсем ҫинчен ыйтса пӗлнисем, афишӑсене тата хаҫатсенчи хулана килсе каякансем ҫинчен ҫырнӑ паха статьясене вуласа тухнисем хутшӑнаҫҫӗ; вӗсен ҫумне питӗ кирлӗ ӗҫпе ҫӳрекен чиновникӗн чаплӑ ятне илнисем пӗрлешеҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Шатра питлӗ, илемсӗр пулмасан упӑшкана ҫапла кӳрентерттерместӗмччӗ.— Если бы не рябое и некрасивое лицо не обидела бы мужа до такой степени.
Ман сан ҫине кунӗпе пӑхмалла // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-pkhmalla
Унӑн пичӗ тата ытларах шурчӗ, ҫавӑнпа унӑн путӑк-шӑтӑк шатра вырӑнсем уҫҫӑнрах курӑна пуҫларӗҫ.Лицо его стало еще белее, и от этого отчетливее обозначились яминки оспы.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Фон Ридлер господин, вӑл нимӗн те чӗнмест, — пӗлтерчӗ алӑк патӗнче тӑракан шатра питлӗ офицер.— Молчит, господин фон Ридлер, — подобострастно доложил прыщеватый офицер, стоявший у двери.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫук, ху леш, хӑйне хӑй шанакан шатра питлӗ лейтенант мар ӗнтӗ.Нет, это уж был не тот лейтенант, у которого самодовольством лоснилась каждая оспинка.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн шатра питлӗ сӑнарӗнче вӑл сыхланарах калаҫни палӑрать.На лице его, изрытом мелкими оспинами, проступила настороженность.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӗрхӗлтӗм хура тӗс ҫапнӑ ӳчӗ пӗҫ кӑкӗ таранах тӗксӗммӗн ҫуталса йӑлтӑртатать, ун ҫине пур тӗлте те пӑтӑр-пӑтӑр хӑмӑр кӑвак шатра тухса тулнӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпир шатра питлисене те, темлисене те курса пӑхнӑ!
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ан йӑсла, шатра шапа!..
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн шатра ҫисе янӑ пичӗ хаяр тарӑхупа тулнӑ, таврӑнчӑк пысӑк тути пӗрехмай йӗрӗнчӗклӗ кулӑпа чалӑша-чалӑша илчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем пӗтӗм пӳлӗмсене тӗрӗслесе тухрӗҫ, хӑйсем хушшинче калмӑкла темскер мӑкӑл-макӑл калаҫса илчӗҫ те, иккӗшӗ картиш таврашӗнче шырама кайрӗҫ, пӗри — хурарах хӑмӑр ӳтлӗ, шатра питлӗ те лапчӑк сӑмсаллӑ лутака калмӑкӗ, — лампассемпе капӑрлатнӑ шалпар шӑлаварне кӑрт-карт турткаласа, ҫенӗке тухрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑнӗ унӑн — хӑюллӑ, пичӗ ҫинче пӑч-пач шатра йӗрӗсем пур, хӑмӑр куҫӗсем тӑрӑхланӑ майлӑ пӑхаҫҫӗ.У него — мужественное, слегка тронутое оспой лицо и насмешливые карие глаза.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑн чухне тин Лукерьйӑн шатра пичӗ ҫинче темскер туртӑнса илчӗ, унчченхи тӳрккес сӳрӗклӗхӗ сирӗлчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куна Дымшаков питӗ тӗл пырса ҫапрӗ, Ворожнев пӗр самант нимӗн тума пӗлмерӗ, ун шатра та катрашка пичӗ кӑвакарса кайрӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Костьӑна аҫа ҫури куҫӗсенчен, унӑн картлашкаллӑ, шатра пит ҫӑмартийӗсенчен часах шыв пӗрхӗнсе тухассӑн туйӑннӑ.Косте казалось, что из глаз отчима, из его бугристых, усеянных точками угрей щек скоро брызнет вода.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун шатра пичӗ тӑм тӗслӗ, сӑмси тачка та пысӑк, тутисем ҫӳхе пулнӑ.У него было бугристое, цвета глины лицо, большой мясистый нос, тонкие губы.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Хӗрлӗ шатра пек вӑхӑтлӑх пулнӑ вӗсем…
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун хыҫҫӑн темиҫе утӑмра пуҫне усса пиччӗшӗ Никитӑ Ворожнев пырать, ырхан та тӑсланкӑ Сыроваткин кладовщик, шӑнӑрлӑ мӑйне тӑсса, тӗлсӗр хыпаланса вӗттӗн-вӗттӗн ярса пусать, шатра питлӗ, тӗксӗм Шалымов бухгалтер кичеммӗн, никам ҫине пӑхмасӑр утать; Ефим Тырцев бригадир, палӑрмасӑр пыма тӑрӑшнӑ пек, пӗкӗрӗлнӗ те ҫӑварне чышкипе хупласа хуллен ӳсӗре-ӳсӗре илет.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗне сӑвакансенчен пӗри, ҫуталса кайнӑ ватник тӑхӑннӑ шатра питлӗ хӗрарӑм, усӑсӑр шава сасартӑк чарса лартнӑ, вӑл юлташӗсем хушшипе хӗсӗнсе тухнӑ та, мӑшкӑллӑн кулкаласа, каппайчӑклӑн ҫапла каланӑ:
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.