Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Озия вара Иудифе каланӑ: хӗрӗм, Ҫӳлти Турӑ сана ҫӗр ҫинчи пур арӑмран та мухтавлӑ турӗ, тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ, сана пирӗн тӑшмансен пуҫлӑхне мӗнле пӗтермеллине вӗрентнӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, мухтавлӑ: 19. эсӗ мӗнле шанса тӑни Турӑ вӑйне асра тытакан ҫынсен чӗринчен ӗмӗрне те ҫухалмӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн ӑшунта вӗсене парӑнтараймӗҫ тесе шанса тӑратӑн пулсан та, хуйхӑрса сӑнран ан ӳк.9. Если же ты надеешься в сердце твоем, что они не будут взяты, то да не спадает лице твое.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иерусалим керемӗнче мӗне шанса ларатӑр?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иерусалимра пурӑнакансене Ҫӳлхуҫа сучӗпе сут тумашкӑн, вӗсен тавӑҫӗсене татса памашкӑн Иосафат Иерусалимра та тӳре ӗҫне левитсемпе священниксене тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене шанса панӑ.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та ун чухне эсӗ Ҫӳлхуҫа пулӑшасса шанса тӑтӑн та, Вӑл вӗсене сан аллуна пачӗ, 9. мӗншӗн тесессӗн Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мар-и вӑйлине е вӑйсӑррине пулӑшаканӗ? пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр, Санӑн ятушӑн ҫак пысӑк йыша хирӗҫ тухрӑмӑр.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Израиль ывӑлӗсем йӑвашланнӑ, вӑйлисем Иуда ывӑлӗсем пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шанса тӑнӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ вара эсир, хӑвӑр питех те йышлӑн пулнипе тата хӑвӑра Иеровоам турӑ тесе туса панӑ ылтӑн пӑру кӗлеткисене шанса, Давид ывӑлӗсен аллинчи Ҫӳлхуҫа патшалӑхне хирӗҫ тӑма шутлатӑр.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, кусем аммонсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.11. А остальную часть народа поручил Авессе, брату своему, чтоб они выстроились против Аммонитян.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Левит-сенчен тухнӑ Маттафияна, — вӑл Корей ҫыннин Селлумӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — ҫатма ҫинче пӗҫермеллине шанса панӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Теприсене куллен тыткаламалли ытти япаласене тата пӗтӗм таса япалана, — чи паха ҫӑнӑха, эрехе, йывӑҫ ҫӑвне, ливана, ырӑ шӑршӑлӑха, — шанса панӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапӑҫура вӗсене пулӑшу ҫитнӗ, Агарь ҫыннисем те, ҫавсен мӗнпур пурлӑхӗ те вӗсен аллине куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Турра тархасланӑ, Турра шанса тӑнине курса, Вӑл вӗсем тархасланине илтнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараон, Египет патшийӗ, хӑйне шанса тӑракансемшӗн шӑп ҫавӑн пек пулать те.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манран уйӑрӑлса халӗ эсӗ кама шанса тӑратӑн?
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ; 10. ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Елиав, Давидӑн аслӑ пиччӗшӗ, вӑл ҫынсемпе мӗн калаҫнине илтнӗ те, Давида ҫилленсе, ҫапла каланӑ: эсӗ кунта мӗншӗн килтӗн, нумаях та мар сурӑхсене пушхирте кама шанса хӑвартӑн?
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид ирхине ирех тӑрса сурӑхӗсене хуралҫӑна шанса панӑ та ҫӗклемне илсе, хӑйне Иессей хушнӑ пек, ҫула тухнӑ; вӑл лавсем патне пырса ҫитнӗ, ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра ҫар йӗркеленсе тӑнӑ пулнӑ, кӑшкӑрашса, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Евед ывӑлӗ Гаал та хӑйӗн тӑванӗсемпе Сихем хулине пынӑ, вӗсем хула тӑрӑх ҫӳренӗ, Сихем ҫыннисем ҫав Гаала шанса пӑрахнӑ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫавӑн чухне [Ҫӳлхуҫамӑр] калӗ: туррисем ӑҫта вӗсен? хӑйсем шанса тӑнӑ тӗрекӗ ӑҫта вӗсен?37. Тогда скажет [Господь]: где боги их, твердыня, на которую они надеялись?
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫӳлхуҫа сан ҫине питӗ инҫетрен, тӗнче кӗтессинченех, халӑх ярӗ: ҫав халӑх ӑмӑрткайӑк пек вӑйкӑнса вӗҫсе килӗ, эсӗ унӑн чӗлхине те ӑнкараймӑн, 50. ватта хисеплемен, ҫамрӑка хӗрхенмен намӑссӑр халӑх пулӗ вӑл; 51. вӑл сана мӗн ҫука хӑваричченех выльӑху-чӗрлӗхӳн хунавне тата хӑвӑн ҫӗрӳ кӳрекен ҫимӗҫе ҫисе пурӑнӗ, сан валли ҫӑкӑр та, эрех те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, вӑкӑрусен хунавне те, сурӑхусен хунавне те хӑвармӗ, хӑвна мӗн пӗтеричченех ҫапла тӑвӗ; 52. санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинчи ху шанса тӑракан ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене ишсе пӗтеричченех вӑл сана хӑвӑн пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ; ҫапла хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру панӑ пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче, пӗтӗм килӳ-ҫуртунта хӗссе пурӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.