Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ватӑ пан, чӗлӗмӗнчен лапсӑркка тӗтӗм ункӑсем вӗре-вӗре кӑларса, шӑмӑллӑ пӳрнисемпе кресла сӗвенчӗкне шаккаса тӑрать, вӗчӗрхенӳллӗн шавласа калаҫать:
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хытӑ шавласа калаҫнипе Аксинйӑн кровать ҫинчи хӗрачи вӑранчӗ те йӗрсе ячӗ.Разбуженная голосами, проснулась на кровати и заплакала, приподнимаясь, Аксиньина дочь.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тата ҫурхи ҫанталӑк кӗҫ-вӗҫ епресе каяс хӑрушлӑх та пысӑк; кашни шырлантах, кашни тип вартах — ҫурхи юр шывӗ шавласа юхма пултарать.Грозила степная весенняя распутица; в каждом ярке и каждой балке — шумные потоки снеговой воды.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шавласа выртакан шыв юхӑмӗ ӑна кӗске кӗрӗк аркисенчен, урисенчен турткалать, ҫапкаланса кӑна пыракан ҫуна айккинче йӑвалантарса, чикелентерсе, ҫине тӑрсах ҫӑмӑллӑн анаталла юхтарать.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗтӗм тавра шавласа, кӗрлесе тӑрать.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Тулта шыв хӑрушла шавласа юхать!
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Ҫӑханла, атьӑр ҫӑханла выляр!» шыври хӑмӑш каҫхи ҫилпе кӑшӑлтатнӑ пек шавласа илчӗҫ хӗрсем.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑййа тухма вӑхӑт; кун каҫиччен ӗҫлесе ывӑннӑ йӗкӗтсемпе хӗрсем, шавласа, пӗр ҫӗрелле пухӑнаҫҫӗ, ҫак таса та йӑлтӑркка каҫ ҫутинче вӗсем хӑйсен савӑнӑҫлӑ, ҫав хушӑрах салхуллӑ юррисене юрласа кӑмӑлӗсене ҫырлахтараҫҫӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ту-па тӑ-ват-пӑр! — тени вӑрманта шавласа кайрӗ; нумайӑшӗсемшӗн вара ку ҫак сехетре ҫапӑҫура пулнисемшӗн калани пулнӑн туйӑнчӗ.— Кля-нем-ся! — разнеслось по лесу; многим показалось, что это сейчас они былы на битве.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Танксем хӑйсем пырса кӗнипе ишсе антарнӑ блиндажсенче пута-пута пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнчӗҫ, салтаксем шавласа, пӑшалӗсемпе персе траншейӑсем тӑрӑх сапаланса кайрӗҫ…
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеровецсем пӗрремӗш гвардеецсене хаваслӑн шавласа саламларӗҫ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Григорий Мостовой патне тӑр кӑнтӑр кунӗнче Родниковскинчи шкул ачисем — вӑтам классенчи хӗрачасемпе арҫын ачасем шавласа утрӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шывпа тулса пыракан Кубань шавласа та хӑвӑрт юхать; унӑн кӑпӑкланнӑ кӑтрашка хумӗсем пӗр-пӗрне хӑваласа чупаҫҫӗ, авӑрсенче хур-кӑвакалсем, хӑйсен ҫамрӑк чӗпписемпе ишеҫҫӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шавласа кӗрлекен халӑх хушшинче куҫӗсемпе Сергее шыраса тупас тесе, Варвара Сергеевнӑпа Глаша айккине тӑчӗҫ.Варвара Сергеевна и Глаша, желая взглядом отыскать Сергея среди шумной толпы, отошли в сторону.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кӗр сӑнӗ ҫапнӑ уйра ҫиллӗ ҫумӑр шавласа ҫӑвать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Часах яштака пӳ-силлӗ те патмар сакӑр каччӑ, пӗринчен тепри паттӑрскерсем, пусма тӑрӑх шавласа улӑхрӗҫ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, Барашкина тӗртсе янӑ та, блиндажран тухса шавласа ларакан вӑрманалла чупса кӗрсе кайнӑ.И, оттолкнув Барашкина, она выбежала из блиндажа в шумящий лес.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫыран хӗрринче, юханшыв урлӑшӗпех кукӑртарах пӗчӗк шыв сикки шавласа выртакан вырӑнта, вӑрӑм та йышлӑ туратлӑ шур хӑва ӳсет, унӑн туни ҫутӑ-сӑрӑ, шатрашка, хуппин ҫурӑкӗсем хушшинче пысӑк пуҫлӑ, сарӑрах тӗслӗ кӑткӑсем ту хушшинчи пек ҫӳреҫҫӗ, Никифор Васильевич шӑпах ӗнтӗ ҫак шур хӑва умӗнче шухӑша кайса ларма юратать; ачашшӑн шавласа юхакан шыв хӗрринче ларнӑ чухне кашнинчех вӑл хӑй пӗр ҫуркунне утрав ҫине килнине, вара станицӑран касса килнӗ шур хӑван пӗчӗк тураттине ҫыран хӗрне чиксе лартнине аса илет.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Виктор, пучаха ывӑҫӗнче йӑвӑла-йӑвала, тарӑн шухӑша кӑйнипе хӑй ҫумӗнчех темскер кӗрлесе шавласа илнине те астумарӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергейпе Семен нимӗн чӗнмесӗр шыв шавласа ӳкнине нумайччен пӑхса тӑчӗҫ.Сергей и Семен молчали и еще долго смотрели вниз, точно прислушиваясь к тягучему шуму падающей воды.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.