Шырав
Шырав ĕçĕ:
Е вӑл фортепьяно патне пырса тухать те, тимлесех тӑрӑшнӑран пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй пӗлекен пӗрттен-пӗр вальса калама пуҫлать, е пӗр-пӗр романа тытать те, варринчен темиҫе йӗрке вуласа пӑхсан, ӑна пӑрахать, е ҫынсене вӑратас мар тесе, буфет патне хӑех пырса, унтан хӑяр, пӑру ашӗ илет, буфет чӳречи умӗнчех ҫав япаласене ҫисе ярать, е ӗшенчӗкскер, хуйхӑллӑскер, каллех ним тут аптраса пӳлӗмрен пӳлӗме сулланса ҫӳрет.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Час-часах эпӗ ҫуртӑн тӗксӗм мӗлки хӳттинче йӗпе курӑк тӑрӑх йӑпшӑнса утса, малти пӳлӗм чӳречи умне пыратӑп та, арҫын ача харлаттарнине, хӑйне никам та илтмест тесе шутлакан Фока ӗхӗмлеткеленине, ватӑлнӑ ҫын сассипе вӑрах, вӑрах кӗлтунине сывлӑша ҫавӑрса ямасӑр итлетӗп, ҫапла вӑрттӑн итлессине хумхантаракан савӑнӑҫ вырӑнне хуратӑп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Телеграфистка пурне те хӑнӑхса ҫитнӗ-тӗр: ун чӳречи витӗр кашни кун мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ е хуйхӑллӑ хыпар кӗрсе тухмасть пулӗ?
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Почтӑра ҫур ҫаврашка евӗрлӗ пӗчӗк чӳречесене фанерпа хупласа лартнӑ иккен, пӗр чӳречи анчах ҫутӑ: унта телеграмма йышӑнаҫҫӗ.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫав вӑхӑтра штурман рубкин чӳречи кантӑкне шыв ҫӗмӗрсе пӑрахнӑ.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
— Халӗ ӗнтӗ тавҫӑрса илӗр: пурӗ хӗрӗх чӳрече пулсан, кашни чӳречи икӗ метр ҫӳлӗш, сарлакӑшӗ — пӗр метр пулсан, кашни тӑваткал метра ҫунӑшӑн пилӗк пус илеҫҫӗ пулсан, ӗҫленӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле.
41 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унтан урама сиксе тухрӑм, Антон Семенович чӳречи ҫине пӑхрӑм та тупа тунӑ пек каларӑм: нихҫан та, нихҫан та, никамӑнне те нимӗн те илместӗп!
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Дежурнӑйсем кухня чӳречи патӗнчен сӗтелсем патне, унтан каялла ыткӑнса кӑна ҫӳрерӗҫ: вӗсене хӑнасем валли ҫӑкӑр ҫитмен пек те туйӑнчӗ, яшкине те хушса пама тӑрӑшрӗҫ, теприсем тӑп тулли тавар савӑчӗсене татах тӑвар тултарчӗҫ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Егор, сан валли леш чӳречи пулать…
4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вагон чӳречи витер Ленинград хӗрринчи заводсем курӑнса пычӗҫ, унтан — ҫулҫисем тӑкӑнса пӗтнӗ кичем ращасем, мартри лапӑрчӑкрах юрпа витӗннӗ хирсем тӑсӑлса пычӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пуринчен ытла ӑна Кэукайпа Петя, Соньӑна курас тесе, тухтӑр пурӑнакан пӳрт чӳречи патнелле мӗнлерех йӑпшӑнса пынине кӑтартакан ӳкерчӗк килӗшрӗ.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав каюта чӳречи умӗнче тепӗр часовой тӑрать.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗртен-пӗр чӳречи картишнелле тухать.
Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӳлӗмӗн чӳречи картишнелле тухнӑ, унта кӑлпасси фабрики пулнӑ.
Ӗмӗрлӗхех киле // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӑрантас Владимир Ильич чӳречи патнех ҫитсе чарӑнать.
Мӗн пулнӑ май уявӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Флигелӗ пытаннӑ пек ларать, чӳречи хушшисене йӑлтах хупнӑ.
Семянников заводӗнчи пӑлхав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тен, Культура керменӗнче Маринка сараппанӗ ҫине сӑрӑ тӑкса янӑ кунах, тен, маларах та-и, вакун чӳречи умӗнче тӑрса пынӑ каҫах, тытнӑччӗ-тӗр ку ӗмӗте.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Машинӑсен кашни чӳречи ҫине чайка кӗлеткине сӑрласа хунӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун ҫинче Ворошилов ларса пырать, хӑй симӗс комбинезон тӑхӑннӑ, машина чӳречи енне кӑштах таяннӑ.В ней сидел Ворошилов в защитном комбинезоне, чуть-чуть склонившись у ветрового стекла.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Куҫа ҫеҫ хуп, чӗрӗлекен уй-хирӗн шӑршипе тулнӑ сывлӑш машинӑн чӳречи витӗр кӗрсе урӑх, тӑван ҫӗршывӑн уй-хирӗнчи тата вӑрманӗнчи шавлӑ та кӑмӑллӑ ҫуркуннене, ешӗл курӑк хушшинче ӳсекен ылтӑн тӗслӗ сарӑ чечексене, йӑлтӑртатса тӑракан хурӑн вӑрманне, чӑрӑшсен тура пек картлӑ-картлӑ тӑррисене, ҫамрӑк лӑс витӗр сухӑрпа йӑлтӑртатса тӑракан ватӑ хыр йывӑҫҫисене, вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан кӗрхи тырӑ калчисене тата хура ҫӗртме пуссине аса илетӗн.
Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.