Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хуҫисем ӑҫта кунта? — терӗ вӑл хулӑм сасӑпа, чӳрече каркӑҫне сирсе, хулпуҫҫийӗсемпе пӗтӗм чӳречене хупӑрласа.— А где тут хозяева? — сказал он басом, приподымая занавеску и заслоняя плечами всю раму.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эп хам килӗшӳсӗр хӑтланнӑшӑн пӑшӑрхана пуҫларӑм, чӳречене хупма кӑна тӑнӑччӗ — хирӗҫри пӗчӗк чӳрече уҫӑлчӗ те унтан А-цзинь пилӗк таран тухса выртрӗ.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Ҫутӑлас умӗн вӑл чӳрече патне пычӗ те чӳрече хуппине тӗртрӗ, хӑй алӑк патне чупрӗ, вара чӑнах та Марьянка ассӑн сывлани тата ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ.
XXXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Куратӑп: ҫӗр ҫумӗнчех решеткеллӗ пӗчӗк чӳрече… пӳрт чӳречи…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӗсем чӳрече витӗр тухрӗҫ, чӳречине те, хуппине те хупрӗҫ, кӑштах тӑчӗҫ.Они вылезли в окно, прикрыли створки его и ставню, постояли.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунтан чӳрече витӗр тухса кайӑпӑр, чӳрече хуппине хупса хӑварӑпӑр.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗрисем — ӗҫлеҫҫӗ, темскер ҫӗлеҫҫӗ е, конторкӑсем ҫине пуҫӗсене пӗксе, темскер шутлаҫҫӗ; теприсем, кашни самантрах куҫ умӗнчен чупса иртекен вагонсене пӑхса, чӳрече умӗнче ним ӗҫсӗрех лараҫҫӗ е чӳрече ани ҫинче кӑкӑрпа таянса выртаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫавӑн чухнехи пӗлӗтех кӑвак тӳпере ишнӗ пек, ҫавӑн чухнехи ҫилех чӳречерен вӗрсе ун ҫӳҫӗпе вылянӑ пек, Обломовкӑри индус автанӗ чӳрече айӗнче авӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать ӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кивӗ шупка чӳрече каррисем ҫук, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗмри, кабинетри чӳречесене, алӑксене кӑвак, симӗс драприпе, ҫӳхе каррисемпе карнӑ, пурте хӗрлӗ аркӑллӑ — кусене йӑлтах Агафья Матвеевна тунӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Темиҫе япӑх картинӑна, чухӑн артистсене пулӑшакан темле ҫын ирӗксӗрлесе панӑскерсене, пӳлӗмрен кӑларса пӑрахма хушрӗ, тахҫантанпах сирмен чӳрече каррисене хӑй майларӗ, Анисьйӑна чӗнсе кӗртсе чӳрече кантӑкӗсене шӑлса тасатма хушрӗ, эрешмен картисене шӑлса тухрӗ, унтан айккӑн выртрӗ те пӗр сехет пек Ольга ҫинчен шухӑшларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Акӑ пӗр карчӑк кӗлетрен пӗр чара ҫӑнӑхпа пӗр купа ҫӑмарта илсе тухать; авӑ сасартӑк повар чӳречерен шывпа сапса арапкӑна, хӳрине ачашшӑн выляткаласа, тутине ҫулакаласа, куҫ сиктермесӗр чӳрече ҫине пӑхса выртакан йытта, йӗп-йӗпе тӑвать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек каҫсенче Петя, чӳрече патне пырса, чӳрече хуппине уҫса урамалла пӑхма та хӑрать.В такие вечера Пете было даже страшно подойти к окну и, приоткрыв ставни, посмотреть на улицу.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрисем — чӳрече янаххи ҫине хӑпарса, чӳрече решеткинчен тытса тӑраҫҫӗ, теприсем, — вӗсем урлӑ пӑхса, аллисемпе сулаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем малтисен пуҫӗ урлӑ хулана курасшӑн сике-сике пӑхаҫҫӗ.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӳречисенчен пӗри тӗттӗмленсе те ҫуталса та илет, кам пӗлет, тен, ҫавӑнта пӳртре утса ҫӳрекен ҫынна, чӳрече патне тӑрса пӑшӑрханса пӑхаканскере, курнӑ та пулӑттӑм-и эпӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аслӑ врач ҫук, вӑл ӑна кӗтсе тӑрать пулӗ, чӳрече умӗнче, кӑштах пӗшкӗнерех тӑрса пӳрнисемпе пӗр евӗрлӗ саслӑн чӳрече кӗленчине тӑнкӑртаттарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Музей чӳречисем хупӑччӗ, вӗсене халь ярах уҫса янӑ, чӳрече сӑлӑпӗсем мӑкӑлтана-мӑкӑлтана тухнӑ.И музей, на окнах которого все ставни были распахнуты и железные засовы висели словно вывихнутые.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Тӗлӗнмелле пӗрпеклӗх! — терӗ Иртеньев, унтан ҫутӑрах пултӑр тесе, чӳрече патне кайса, чӳрече каррине ҫӗклерӗ, каялла картина патне пычӗ, пӗрре ман ҫине, тепре портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ӗнтӗ ҫак вагонра ҫӗр ҫул пурӑннӑ пекех тирпейлеме те ӗлкӗрнӗ: сӗтел ҫине таса ҫитти уртса, чӳречине чӳрече карри ҫакса янӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗкӗр ҫинче чӳрече курӑнать, чӳрече леш енче — урама хирӗҫ ҫуртӑн ҫивитти; ҫивитти ҫинче — тем пысӑкӑш хӗп-хӗрлӗ «1», ун ҫумӗнче икӗ саспалли: «М» тата «А».
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951