Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуртӑн ҫӳлти хучӗ пушӑ иккен, унти чӳречесене уҫса янӑ, чӳрече анисем ҫинче салакайӑксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.Верхний этаж дома был пуст, окна распахнуты, и на подоконниках скакали воробьи.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫав пӑланпа ҫакӑн пек япала та пулать: акӑ вӑл чӳрече патне пырса тӑрать, эсир ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасан, вӑл пуҫне чӳрече ани ҫине хурать те хӑйне ачашласса кӗтет.
Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.
Чӑнах: ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречи яри уҫӑлса кайрӗ те — чӳрече янаххи ҫине Валери тухса тӑчӗ… аллисене малалла тӑсса, Муцие шырать пулас… вӑл пӗтӗм кӗлеткипе ун патнелле ӑнтӑлать.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Урамра, манран пӗр хӗрӗх утӑмра, йывӑҫ пӳртӗн уҫӑ кантӑкӗ умӗнче ман атте тӑра парать; кӑкӑрӗпе вӑл чӳрече янаххи ҫине таяннӑ, пӳртре, чӳрече карри хыҫӗнче, хура платье тӑхӑннӑ хӗрарӑм аттепе калаҫса ларать; ҫав хӗрарӑм Зинаида пулчӗ.
XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах та пушӑ стенасем, чӳрече каррисӗр чӳречесем кунта тирпейлӗ хӗрарӑм ҫуккине кӑтартса тӑраҫҫӗ; мӗскӗн хӗрарӑмсен ывӑнса ҫитнӗ пичӗсем вӑл чӑнах та тӗп хулара ҫын нумайран тата ячӗшӗн ҫеҫ пӗлӳ илнӗрен аскӑн пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ ҫынсен ирсӗр хваттерне лекнине ӗнентереҫҫӗ; ҫак хӗрарӑмсенчен пӗри, ун умнех пырса, ӑна ют ҫын платьи ҫинчи вараланнӑ вырӑна пӑхнӑ пекех лӑпкӑн пӑхса ларчӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вӗҫем чӳрече ҫине чупа-чупа хӑпараҫҫӗ те каялла чупса каяҫҫӗ; вӗсем йынӑшни чӳрече умӗнче сенӗксем тытса тӑракан вырӑссен хаяр сассисемпе хутшӑнса каять.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ачасем ун валли пӗчӗк пӳрт туса пачӗҫ, чӑн-чӑн алӑк касрӗҫ, чӳречисем вырӑнне чӳрече кӗлеткисем сӑрласа хучӗҫ.Ребята сделали ему маленький деревянный домик с нарисованными окнами и настоящими дверями.
Вӗҫӗ лайӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Катя чӳрече патне пырса ним шарламасӑр, чӳрече карӑмне пӗр туйӑмсӑр лӳчӗркесе тӑчӗ.— Катя подошла к окну, стояла безмолвная и, не замечая, комкала штору.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӳрече патне пырса чӳрече сакки ҫине ларчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Парти райкомӗ пӳлӗмӗн чӳречисем хӗвеланӑҫнелле, хула тулашӗнче ларакан кивӗ водокачка еннелле пӑхаҫҫӗ; чӳрече кантӑкӗ ҫине ҫапӑннӑ ҫумӑр тумламӗ саланса ҫутӑ-ҫутӑ йӑрӑмӑн аялалла юхса анать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Чӳрече патӗнче ларакансем пуҫӗсене пӑрса пӑхрӗҫ, ыттисем те, чӳрече патнерех кармашса, хӑйсен вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗҫ.
III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Чӳрече умӗнчен урапа кустӑрмисем палланӑ сасӑпа хӑлтӑртатса иртнӗ чухне Натальйӑпа ваттисем ирхи апат ҫисе ларатчӗҫ, Наталья йӑпӑр-япӑр чӳрече патне ыткӑнса пычӗ, куҫӗ таранах тутӑрпа кӗптеннӗ Дарья ывӑннӑ тата ырханланса кайнӑ вӑкӑрсене кил хушшине ҫавӑтса кӗнине курчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шӑрчӑк ҫывӑрттармалла чӗриклетет, чӳрече карри витӗр тулли уйӑх ҫути сӑрхӑнать, чӳрече янаххи ҫине ватӑ хурӑнӑн кукӑр-макӑр мӗлки ӳкнӗ, хурӑн хыҫӗнче йывӑҫ вуллисем хуп-хуран курӑнакан сад юмахри пек тӗлӗрет…
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, хӑрах аллипе сӑрӗ хӑйпӑнса, ҫуркаланса пӗтнӗ сарлака чӳрече янаххи ҫине чавсаланса, тепӗр аллипе тусанлӑ кантӑк ҫинче эрешсем туса, нумайччен чӳрече патӗнче тӑчӗ, унтан ун тӑрук вӑхӑтлӑха ӑҫта та пулин каяс, хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗр-пӗччен юлас килчӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑвӑрт тӗттӗмленсе пычӗ, чӳрече кантӑкӗсене ҫӑра кӑвак ӗнтрӗк хупӑрларӗ, ӗнтрӗк витӗр картишӗнче чӳречесем умӗнче ӳсекен лапсӑркка хурӑн турачӗсем касса кӑларнӑ тӗрӗсем пек курӑнчӗҫ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эрешлӗ-эрешлӗ кӑвак чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче кӑвакарчӑнсем кӑваклатнӑ, чӳрече янаххисем ҫинче чикен курӑкӗ ҫунса тӑнӑ, сенкер тӳпе пек таса кантӑк витӗр тӗксӗм пилеш йывӑҫҫисем кармашса пӑхнӑ, пӳрт умӗнчи пӗчӗк садра йӑм-хӗрлӗ мальвӑсем хумханса ларнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӳрече умӗнче, ҫурӑмне алӑк еннелле туса, Анна тӑрать; Абрамсон хуҫлатнӑ урине чӗркуҫҫийӗ тӗлӗнчен пӳрнисемпе хӗреслесе тытнӑ, — чӳрече янаххи ҫинче ларать; унпа юнашарах, пуҫне хӑяккӑн чалӑштарса, латышсем пек кӗрнеклӗ те ҫӳллӗ хӗрлӗ гвардеец тӑрать.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем извеҫпе шуратса лартнӑ хӑйсен тӑпӑл-тӑпӑл пӳртне курсах тӑнӑ: шурӑ чӳрече каррисем, чӳрече умӗнче чечексем, пӳрт хыҫӗнче пахча, пахчара шурӑ вӗллесем, алӑк пуканӗнчен тӑватӑ утӑмра ҫӳллӗ пураллӑ пусӑ айккинче нӳхреп, вите, калинккерен алӑк патне — хӑйӑр сапнӑ сукмак…
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чӳрече патне уттипе, ним сасӑсӑр пырса ҫитрӗ, лаша ҫинчен анса ӑна чӳрече хуппи ҫумне кӑкарчӗ.К окну подъехал шагом, почти неслышно, слез с коня, привязал его к ставне.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ытти ҫерти пӗкех, «Т» саспалли евӗрлӗ вӑрӑм сӗтел, ун ҫине симӗс пустав витнӗ, ытти кабинетсенчи пекех сӗтел тавра кӑна мар, стенасем ҫумне те лартса тухнӑ йывӑр пукансем, икӗ диван — пӗрне сӑранпа тыттарнӑ, сӑранӗ чылаях шӑйрӑлса пӗтнӗ, тепри ҫӗнӗрех, тӗрӗллӗ пуставпа тыттарнӑскер, площаделле тухакан тӑватӑ чӳрече, чӳречерен тимӗр карта тытнӑ ҫамрӑк сквер курӑнать…
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.