Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чутах (тĕпĕ: чут) more information about the word form can be found here.
Эпӗ ҫав тери хӑраса кайрӑм, чутах йывӑҫ ҫинчен персе анаттӑм.

Мне сделалось так нехорошо, что я чуть не свалился с дерева.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл савӑннипе чутах макӑрса ямарӗ, тӗлӗнессе пӗр пӗрчӗ те тӗлӗнмерӗ.

Он чуть не заплакал — до того мне обрадовался, но ни капли не удивился.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чутах чыхӑнса вилеттӗм.

Чуть не задохся.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑрансан куратӑп — эсӗ кунта, чӗрӗ, сывӑ, савӑннипе эпӗ чутах йӗрсе ямарӑм, сан умӑнта чӗркуҫленсе уруна чуптума та хатӗрччӗ.

А когда я проснулся и увидел, что ты опять тут, живой и здоровый, я так обрадовался, что чуть не заплакал, готов был стать на колени и ноги тебе целовать.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ ҫав йышлӑ утравсем хушшине пырса кӗтӗм те аран-аран тухрӑм, чутах путаттӑм!

Я же наткнулся на целую кучу этих самых островов и еле оттуда выбрался, чуть-чуть не потонул!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пуҫне утиялпа чӗркенӗ, сӑмсине чутах кӑвайт ӑшне чикмен.

Голова у него была закутана одеялом, и он уткнулся носом чуть не в самый костер.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ак хайхи асӑрхамасӑр чутах тем пысӑкӑш ҫӗлен ҫине пус-марӑм, анчах вӑл, чечеклӗ курӑк хушшипе авкалана-авкалана, манран тарчӗ, эпӗ ӑна пӑшалпа перес тесе хӑвалама тытӑнтӑм, чупсах хӑваланипе сисмен те — кӑвайт ҫине пырса кӗтӗм, кӑвайчӗ сӳнеймен иккен, тӗтӗм тухать.

И тут я чуть не наступил на здоровенную змею, но она ускользнула от меня, извиваясь среди травы и цветов, а я пустился за ней, стараясь подстрелить ее; пустился бегом — и вдруг наступил прямо на головни костра, который еще дымился.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унтан капитан команда пачӗ: «Карлӑк ҫумӗнчен кайӑр!» — кун хыҫҫӑн ман ҫинелле тӳрех тупӑ персе ячӗҫ, вӑл кӗрӗслетнипе хӑлха питӗрӗнсе ларчӗ, тӗтӗмӗ чутах суккӑр тумарӗ.

Потом капитан скомандовал: «От борта!» — и пушка выпалила прямо в меня, так что я оглох от грохота и чуть не ослеп от дыма.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах унӑн ҫӗрле сасартӑк эрех ӗҫес килсе кайнӑ та, вӑл, пӳрт ҫивиттийӗ ҫине тухса, пӗчӗк юпа тӑрӑх крыльца ҫине аннӑ, ҫӗнӗ сюртукне пӗр кӗленче хӗрӗх градуслипе улӑштарса каялла кӗнӗ, вара каллех ӗҫме тытӑннӑ; тул ҫутӑлас умӗн вӑл татах кантӑкран тухнӑ, пит ӳсӗр пулнӑ пирки пӳрт тӑрринчен персе анса, сулахай аллине икӗ тӗлтен хуҫса пӑрахнӑ, чутах шӑнса вилмен; тул ҫутӑлсан, ӑна такам курса пӳрте илсе кӗнӗ.

А ночью ему вдруг до смерти захотелось выпить; он вылез на крышу, спустился вниз по столбику на крыльцо, обменял новый сюртук на бутыль сорокаградусной, влез обратно и давай пировать; а на рассвете опять полез в окно, пьяный в стельку, скатился с крыши, сломал себе левую руку в двух местах и чуть было не замерз насмерть; кто-то его подобрал уже на рассвете.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫапла каларӗ те вӑл ҫӗре, шӑпах Томпа иксӗмӗр хушша, ларчӗ, ҫурӑмӗпе алӑк ҫумне тӗршӗнчӗ, урисене тӑсса хучӗ, ҫакна май хӑрах урипе чутах ман урана сӗртӗнетчӗ.

И он уселся на землю, как раз между мной и Томом, прислонился спиной к дереву и вытянул ноги так, что едва не задел мою ногу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Итлӗр-ха, чутах манса кайман эп сире калама, — Сашӑпа иксӗмӗрӗн хушаматсене асӑнчӗ Соколов, пирӗнпе пӗрле ларса пыраканскер.

— Да, чуть не забыл сказать вам, — лейтенант Соколов, ехавший сейчас с нами в кузове, назвал по фамилии меня и Сашу.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чи малтан Сашӑна лекрӗ: ӑна, комсорг пулнӑ май, Володьӑшӑн чутах хӑйне выговор ҫатлаттаратчӗҫ.

Первым пострадал Саша: ему, как комсоргу, чуть не влепили выговор за нашего Володю.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ пӗр пысӑк сыпкӑм турӑм та чутах чыхӑнса каяттӑм.

Я сделал большой глоток из фляжки и чуть не задохнулся.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Серёжа хӑйне-хӑй манса чутах, — сан куҫусем тӗкер пекех, вӗсенче пурте курӑнса тӑрать, — тесе яратчӗ, анчах вӑхӑтра чарӑнчӗ.

Сережа чуть не забылся и не сказал ей, что глаза у нее, как зеркало, в них все видно, но вовремя удержался.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Петлюровецсем мана ҫаратрӗҫ, хама чутах вӗлеретчӗҫ.

Петлюровцы меня ограбили, чуть не убили.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑвӑрта илтнӗ пуль: «Ман хӗр пӑхаттир ача ҫуратрӗ — тӑватӑ килона чутах ҫитеймест», — тесе Тилишух Карачӑмӗ мухтанса ҫӳренине.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫул кукринче вӗсем чутах пӗр хӗрарӑма таптатчӗҫ.

…На повороте они чуть не сшибли женщину.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Чутах чуна кӑларатчӗҫ.

Чуть душу не вырвали.

Улмуҫҫи // Юлия Силэм. Юлия Силэм. Улмуҫҫи: юмах, — вырӑсла Зоя РОманова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2006. — 32 с.

«Хурсем»! тесе вӑл чутах кӑшкӑрса ямарӗ.

«Гуси!» — чуть не вскрикнул он.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Димка пырне чутах ҫӗрулми татӑкӗ лармарӗ, пуканне вӑл тепӗр вырӑна кӗмсӗртеттерсе сиктерчӗ.

Димка едва не подавился куском картошки и громко зашумел табуреткой.

3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed