Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чарусӑр ача сиксе тӑчӗ те аяккалла чупса кайрӗ, унта вӑл хуҫкаланса витлерӗ:
16 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн ӑшӗнче темиҫе майлӑ хуҫкаланса ӳкекен ҫутӑ пайӑркисем ялтӑртатса пынипе куҫа йӑмӑхтарать.
XXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Сана, савнӑ ҫыннӑм, пӗр гектар ҫинче ӗҫлекен хӗрарӑм кирлӗ иккен, — терӗ вӑл юрланӑ пек хуҫкаланса.— Ах ты, милый мой, одногектарницу ему надо, — жеманно пропела она.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кабинета никам та кӗмерӗ, вара Корытов Воропаевӑн хучӗсене илнӗ чухнехи пекех васкавлӑн ҫыру сӗтелӗ ҫине хуҫкаланса пӗтнӗ тата сӑрлӑ кӑранташсемпе чӗркелесе пӗтернӗ хула планне сарса хучӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Судьясем халӗ пӗр-пӗринпе тӗлӗнмелле хуҫкаланса пӑшӑлтатрӗҫ, яланхи пек мар хӑвӑрт хускалкаларӗҫ.Они перешептывались со странными ужимками и стали двигаться слишком быстро для себя.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Нимӗн те пулман, — терӗ Пуся хуҫкаланса.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах та вӑл тутине тӑсса, чаплатса, шӑхӑрса, тытӑнчӑклӑн, такама вӑрҫтарнӑ пек тата хуҫкаланса калаҫни Матвее кӳрентернӗ кӑна мар, тарӑхтарнӑ та.
XI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Иртнине кам аса илет, унӑн куҫӗсене кӑларса ывӑтмалла, — терӗ Одинцова: — ҫитменнине тата, тӗрӗссипе каласан, хам та ун чухне ҫылӑха кӗнӗ, ытлашши хуҫкаланса мар пулсан та, темскер урӑххипе.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫук, юратнӑ шӑллӑм, ҫитӗ ӗнтӗ пире хуҫкаланса общество пурӑнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлама: эпир ӗнтӗ ватӑ та лӑпкӑ ҫынсем; тӗрлӗрен хыпкаланса ҫӳрессине аяккинелле пӑрма та вӑхӑт ӗнтӗ пирӗн, шӑп та шӑпах эсӗ каланӑ пек, хамӑр парӑма тума тытӑнар; вара пӑх та кур — ҫийӗнчен телейлӗ те пулӑпӑр.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Гагин ӑна хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ; хӗр курка йӑтса ишӗлчӗк тӑрӑх ҫӳлелле улӑхса кайрӗ, хушӑран хушӑ чарӑнса тӑчӗ вӑл, хушӑран хушӑ пӗкӗрӗлсе утрӗ, вылянчӑклӑн хуҫкаланса янкӑр хӗвел ҫутинче шыв тумламӗсене сирпӗткелесе пычӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл ӑна хӑй медаль мӗнле илни ҫинчен каласа пачӗ, генерал мӗнле калаҫнине тата хӑй ҫине акӑлчан офицерӗ темле катемпи майлӑрах пӑхса тӑнине шӳтлӗн хуҫкаланса туса кӑтартрӗ, унтан Натальйӑна, унпа темскер каварлашнӑ пек, чеен куҫ хӗсрӗ те кӗҫех анӑ хӑйне те, Дарйӑна, георги медалӗпе наградӑланӑскерне, офицер арӑмӗ пулнине кура офицер чинне парасси тата ватӑ казаксенчен пуҫтарнӑ сотня командирӗ тӑвасси ҫинчен Дуняшкӑна ним суйман пек ӗнентерме тытӑнчӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аникей ахальтен ҫеҫ турткаланса, хуҫкаланса тӑнӑ, унтан кирек ӑҫта кайма та ирӗк панӑ: Черемшанкӑ ҫыннисем Яранцева мӗнле вырӑна лартасшӑн пулнине манман вӑл.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дуняшка куҫӗ, куҫҫуль капланса килнипе, сывлӑм сыпнӑ курак ҫырли евӗр йӑлтӑртатать; хӑй вӑл, вӑтанма кирлине тавҫӑрмасӑр, чӗр хулӑ пек пиҫӗ кӗлеткипе намӑссӑрла хуҫкаланса, Дарйӑна хӗрлӗармеецсем йӗнер ҫинче мӗнле силленсе пынине кӑтартать.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, полк татти-сыпписӗр ҫапӑҫу тӑсӑлакан тӑрӑха пырса кӗрсен, лӑпкӑ та улах станицӑсемпе хуторсем вырӑнне кукӑр-макӑррӑн хуҫкаланса выртакан фронт пуҫлансан, тӑшманпа тытӑҫса кайнӑ, унпа юнашарпа пӗрех тӑнӑ хушӑра Григорий яланах хӗрлӗармеецсем пирки, хӑйӗн вӗсемпе темшӗн ҫапӑҫмалла пулнӑ ҫав вырӑс салтакӗсем пирки, ытларах та ытларах пӗлесси килчӗ; ҫак шухӑш-туйам ӑна канлӗх памасӑр хӑшкӑлтарса ҫӳрерӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗрӗслӗх Валетпа Кошевой енче пулчӗ: хуҫкаланса тӑмалла марччӗ унӑн, тытмаллаччӗ те каймаллаччӗ.Правота была на стороне Валета и Кошевого; нужно было уходить, а не мяться.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем ним тума пӗлмесӗр хуҫкаланса тӑчӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тепӗр ирпеле чӑтма ҫук хӑраса ӳкнӗ вахмистр Листницкийсен ҫӗр пӳртне вӑркӑнса пырса кӗчӗ, пӗр хушӑ хуҫкаланса тӑнӑ хыҫҫӑн, аван мар хыпар пӗлтерчӗ:На другой день утром смущенный вахмистр вошел в землянку Листницкого; помявшись, сообщил:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Итлӗр, хас-па-да! афицерсем! — артист пек хуҫкаланса илсе, ҫухӑрса ячӗ те Чубов пӳрнипе Бунчук ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.— Внимание, гас-па-да афицеры! — крикнул Чубов и, театрально раскланиваясь, указал на Бунчука.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кума шывӗн сарӑ тӑмлӑ ҫыранӗсем тӗлӗнмелле хуҫкаланса выртаҫҫӗ.Рисунок Кумы, с желтыми глиняными берегами, имел причудливые изгибы.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ялтан йӗркеленсе тухса, урӑм-сурӑм ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерсе килекен сотня халӗ хуҫкаланса, таткаланса, чӑл-пар саланса кайрӗ.Сотня, рванувшаяся от деревни стройной лавой, рассыпалась, дробясь и ломаясь.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.