Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Анчах та Ионадав — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — ҫапла каланӑ: [патша] хуҫамӑм патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ тесе ан шухӑшлатӑрах; пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ: Авессалом ҫак ӗҫе хӑйӗн йӑмӑкне Амнон чыссӑрлатнӑ кунах шухӑшласа хунӑ пулнӑ; 33. ӗнтӗ патша хуҫамӑм хӑйӗн пур ывӑлӗ те вилнӗ тесе ан хуҫӑлтӑрах: пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Урия Давида каланӑ: [Турӑ] саккунӗн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатӑрсенче, Иоав хуҫамӑм та, хуҫамӑн чурисем те — хирте, манӑн вара килӗме ӗҫме те ҫиме тата арӑмӑмпа ҫывӑрма каймаллаччӗ-и? санӑн пурӑнӑҫупа, санӑн чунун пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ҫапла тӑваймастӑп, тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ; 11. Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Авенир ҫавӑн чухне Давида каланӑ: акӑ тӑратӑп та каятӑп, патша хуҫамӑм патне Израилӗн пӗтӗм халӑхне пуҫтарса килетӗп; вӗсем санпа килӗшӳ тӑвӗҫ те, хӑвӑн чуну кӑмӑлланӑ пек, эсӗ пуринӗн те патши пулса тӑрӑн, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара ун патне пытӑм та вӗлертӗм ӑна — сӑнни ҫине тӑрӑнса аннӑ хыҫҫӑн вӑл пурӑнаймасса пӗлтӗм эпӗ; пуҫӗ ҫинчи патша пуҫкӑшӑльне тата алли сыппинчи суллине илтӗм те вӗсене кунта хамӑн хуҫамӑм патне илсе килтӗм, тенӗ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патша хуҫамӑм халӗ хӑйӗн чури каланине вӗҫне ҫитиччен итлинччӗ: эхер те сана Ҫӳлхуҫа мана хирӗҫ тӑратрӗ пулсассӑн, ку вӑл эсӗ кӳрекен ырӑ шӑршӑллӑ парне вырӑнне пултӑр; эхер те ҫынсен ывӑлӗсем хӗтӗртрӗҫ пулсассӑн, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хушшинче пурӑнма памарӗҫ, ҫӗршывран хӑваласа ячӗҫ: «кай, урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑн» терӗҫ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл тата каланӑ: хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗншӗн йӗрлесе ҫӳрет-ши? мӗн турӑм эпӗ? мӗнле усал ӗҫ пур-ши ман аллӑмра?18. И сказал еще: за что господин мой преследует раба своего? что я сделал? какое зло в руке моей?
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид каланӑ: манӑн сасӑ ҫав, хуҫамӑм, патшамӑм, тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑм ҫинчен мӗн ырӑ каланине йӑлтах туса ҫитерсессӗн, сана Израиль ҫулпуҫне лартсассӑн, 31. санӑн ҫакӑнта ахалех юн тӑкнӑшӑн, хӑвна тавӑруран тытса чарманшӑн пӑшӑрханмалла, ӳкӗнмелле пулмӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӑрхӑмун айӑпне каҫарсам; Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑн килне ҫирӗплетӗ, мӗншӗн тесессӗн хуҫамӑм Ҫӳлхуҫа вӑрҫинче кӗрешет, пӗтӗм пурӑнӑҫу тӑршшӗнче те санра усаллӑх тупӑнмӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хуҫамӑма ӗҫлесе тӑракан тарҫисене памашкӑн санӑн хӑрхӑму хуҫамӑм патне акӑ ҫак парнесене илсе килчӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫамӑм, Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, санӑн чуну та чӗрӗ! Ҫӳлхуҫа сана паян юн юхтарма ирӗк памӗ, санӑн аллуна тавӑрас шухӑшран тытса чарӗ; ӗнтӗ халӗ санӑн тӑшманусем, манӑн хуҫамӑма хирӗҫ усал ӗҫ тӑвас теекенсем, Навал пек пулччӑр.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хуҫамӑм ҫав усал ҫын ҫине, Навал ҫине, ан пӑхтӑр: унӑн ячӗ мӗнле, хӑй те ҫавӑн евӗрлех.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Давида курсассӑн, Авигея васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ; 24. унӑн ури умне ӳксе ҫапла каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ паян хӑвӑн куҫупа хӑвах куртӑн, Ҫӳлхуҫа сана ҫӗр хӑвӑлӗнче манӑн аллӑма пачӗ; сана вӗлерме сӗнекенсем те пулчӗҫ; анчах эпӗ сана хӗрхентӗм те: «хамӑн хуҫамӑм ҫине аллӑма ҫӗклеместӗп, вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын» терӗм.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид та ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухнӑ, вӑл Саул хыҫҫӑн: хуҫамӑм, патшамӑм! тесе кӑшкӑрнӑ.9. Потом встал и Давид, и вышел из пещеры, и закричал вслед Саула, говоря: господин мой, царь!
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: хамӑн хуҫамӑм ҫине, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын ҫине, алӑ хума Ҫӳлхуҫа мана ирӗк ан патӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын, тенӗ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах, хуҫамӑм, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та 26. каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп; 27. эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ; 28. эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.