Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫаланать (тĕпĕ: хуҫалан) more information about the word form can be found here.
Мӗнле-ха вӑл, хӑрах урипе ҫеҫ тӑван ялнелле ярса пуснӑскер, ҫын япалипе хуҫаланать, ҫын япалипе салтаксем умӗнче ырӑ ятлӑ пулать, ҫын аллипе кӑвар туртать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ сирӗн хутшӑнура килӗшӳ хуҫаланать.

Сейчас в ваших отношениях царит гармония.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сывлӑшра ҫуркунне шӑрши хуҫаланать.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, ҫил хуҫаланать иккен.

Help to translate

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав ҫуртсенче хуйхӑ хуҫаланать, куҫҫуль юхать кунӗ-ҫӗрӗпе.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сурни-мӗнӗ, ку сӑнарласа калани ҫех пуль, халӗ унта ҫав ӗлӗкхи вырӑнсенче, чӑн та, пуш хир хуҫаланать.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах ача пуҫӗнче ку чӗрӗлӗх мар, пач урӑххи хуҫаланать.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таврара шӑплӑх хуҫаланать.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Йӗри-тавра тирпейлӗх хуҫаланать, кашни кӗтесре куҫа йӑмӑхтаракан илемлӗ чечексем ҫеҫке ҫурнӑ, ача-пӑчана йӑпатса вылятмалли хатӗрсем те (вӗсенчен чылайӑшне шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗсен пуҫарӑвӗпе тунӑ) темӗн тӗрли те пур.

Help to translate

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Хӗрарӑмсен - арҫынсемпе, арҫынсен хӗрарӑмсемпе килӗшӳ хуҫаланать.

С противоположным полом у вас также полная гармония.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тунтикун-ытларикун чунра лӑпкӑ пулӗ, юратнӑ ҫынпа та хутшӑнура йӑлтах лайӑх, ҫемьере килӗшӳ хуҫаланать.

В понедельник — вторник у вас будут наблюдаться душевное спокойствие и равновесие, ваши отношения с любимыми будут в гармонии, а также в семье будет царить радость.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чун-чӗрере хаваслӑх хуҫаланать, - савӑнсах калаҫрӗ ултӑ ача амӑшӗ.

Help to translate

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Халӗ масар ҫине пырса кӗме кӑмӑллӑ, унта тирпейлӗх хуҫаланать.

Help to translate

Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Таврара халь виҫӗ тӗс хуҫаланать: йывӑҫсем сарӑ, ҫӗртме тунӑ уйсем хура, кӗр калчи пуссисем ешӗл симӗс.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫу уйӑхӗ пуҫлансанах кунта асамлӑх хуҫаланать.

Help to translate

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Кунта вӑл хӑй мӗнле пӗлнӗ, ҫавӑн пек хуҫаланать.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ячӗшӗн ҫеҫ Сардимиров, чӑннипе унта Глафира хуҫаланать.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ферма картишӗнче Вулкан ятлӑ вӑкӑр хуҫаланать.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Каҫ сӗмлӗхӗ таврара хуҫаланать.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗнчере артак хуҫаланать пек.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed