Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем тулӑ хутаҫҫине пӳлӗме илсе кӗчӗҫ.
37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан арчинчен пӗлтӗрхи мӑйӑр хутаҫҫине туртса кӑларчӗ те сӗтел ҫине купаласа хучӗ.Потом достала из сундука мешочек с прошлогодними лесными орехами, насыпала их горкой на стол.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Гаврик хутаҫҫине кӗсьине хуллен чикрӗ те, шӑл витӗр аяккалла сурса пӑрахрӗ.Гаврик спокойно опустил мешочек в карман и равнодушно плюнул сквозь зубы далеко в сторону.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ман пуҫ айӗнчи сухари хутаҫҫине туртса кӑларнӑ иккен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кайнӑ чух, Катя текенни ман пуҫ айне хӑйӗн хутаҫҫине хурса хӑварнӑччӗ.Уходя, та, которую звали Катей, сунула мне под голову свой заплечный мешок.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ, Биденко, хӑвӑн табак хутаҫҫине кӑлӑхах сӗнетӗн.
11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ҫав самантрах Биденко хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек сиксе тӑнӑ та, табак хутаҫҫине те, чӗрсе илнӗ хутне те, кӑларса хатӗрлене зажигалкине те ҫӗре ывӑтса, пӗр минут хушшинчех йывӑҫ тӑррине хӑпарса кайнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шофер питӗ хӑвӑрт каякан машинӑна чарса тӑратиччен, Биденко ача епле ура ҫине сиксе тӑнине, хӑйӗн хутаҫҫине тытса, мӗнпур вӑйпа чупса вӑрманалла кӗрсе кайнине курса юлнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
5. Унтан хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине эрех тултарнӑ такмак, пӗр савӑт ҫу тыттарнӑ, хутаҫҫине ҫӑнӑх, типӗтнӗ улма-ҫырла тата таса ҫӑкӑрсем чикнӗ, ҫак апат-ҫимӗҫе чӗркесе тарҫин хул-ҫурӑмӗ ҫине хунӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӑл хӑй туйине тытнӑ, ҫырмаран пилӗк яка чул суйласа илнӗ, вӗсене хӑй ҫумӗнчи кӗтӳҫ хутаҫҫине чикнӗ; хутаҫпа та аллинчи чулравпа филистима хирӗҫ тухнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун патне пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.