Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малалла вара, йӗкӗлтенӗ евӗр, тӑвӑл ӳкернӗ йывӑҫсем йӑвӑ-йӑвӑ сапаланса выртакан ҫыран тӑсӑлать; тӑпрана шыв ҫинӗрен тата ҫилпе ӳкнӗ вулӑсем пысӑк туратсем евӗр авӑнаҫҫӗ; ку вырӑнта ҫыранӑн пӗр аршӑнне тепринчен уйӑрмашкӑн питех те хӗн, тискер те симӗс талккӑшпех — пӗрешкел ӳкерчӗк.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Сылтӑмра, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна тата ҫавнашкалах кӗтмен ҫӗртен ҫухала-ҫухала, юхан шывӑн ӗнтрӗкри ялкӑшӑвӗ туратсем витӗр ҫиҫе-ҫиҫе вылять; шыв юхӑмне май кукӑрӑлса, авкаланса, йӑлмак туса сукмак тӑсӑлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Чӑтлӑхри сукмак айккинчен айккине кукӑрӑлса тӑсӑлать, вырӑн-вырӑнпа ҫатрака айӗнче пачах ҫухалать, уҫланкӑ хӗррипе йӗрленет те иртсе каҫма чӑрмантаракан, ӳкнӗ вулӑсен хушшине чӑмать; унти ҫӳхе ҫутӑ пайӑркисенче хурлӑханӑн кӗрен сапакисем илӗртеҫҫӗ, кӑмпа шӑрши кӗрет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Тӗтӗм тӑсӑлать: вӑл курӑк ҫине ҫуттӑн выртать е айккинелле ерипен саланать; ҫакна курнипе чунра пушар тухнӑн туйӑнать, ҫын шӑла ҫыртса тимлӗ сывлать, аптӑраса тӑрать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вӑл чӑнкӑ, тарӑн ҫыр хӗррипе тӑсӑлать; акӑ хайхи хушӑк: питӗ тӳрӗ капашлӑ, ҫурма ҫаврака — чакӑл тӑвӑн урлӑ сийӗнче, — шӑпах Готорн каланӑ пек.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Ун варринчи ҫуртсен хыҫӗнчен пур еннелле те хӑмӑр уй тӑсӑлать, ҫӗрпе тӳпе пӗрлешнӗ тӗлте вара вӑрман сарӑлса выртать, вӑрмантан лерелле — сывлӑшра халь-халь ирӗлсе ҫухаласла тусен кӑвак систерӗвӗсем.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Енчен те пӗр ҫын мӗн те пулин тӗрӗссине каласан, тепри вара епле те пулин ӗнентерӳллӗн ҫирӗплетме шанчӑк ҫухатнӑ тӑк — пӗр вӑхӑт ҫак темӑпа икӗ енлӗ чӗмсӗр калаҫу тӑсӑлать, — яланхи пекех.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
— Тата тӗплӗнрех, — терӗ Вебер тутине ҫырткаласа, — Пелегрин трамплина асӑнчӗ: вӑрманлӑ пӗр енлӗ тайлӑм ҫурҫӗрелле тӑсӑлать, вӑл Пелегрин ҫулне диагональ пек касать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Ҫыран хӗррипе сайра, ҫӳллӗ вӑрман тӑсӑлать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ун ҫийӗнче явӑнса ӳсекен ешӗллӗхӗн бархат капламӗ тӑсӑлать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче купол, кӑнтӑр ҫутине хӑйӗн витӗр кӑларса, япаласен чӑн тӗсне кӑштах улӑштарать; куполран капӑр-чӑпар ҫӳхе тусан акӑнать тейӗн; стенасен ҫумӗпе якатнӑ кӗмӗл грабран тунӑ сӗтел-пукан тӑсӑлать, стенисене вара кӑвак тӗс тӑрӑх сапаласа тухнӑ, шӗвӗр вӗҫлӗ ҫулҫӑ-чечексемпе капӑрлатнӑ ҫутӑ пусмапа сӑрнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Карап тӗпӗпе кӗсмене юрӑхлӑ пӗртен пӗр шыв сийӗ ҫурҫӗр енчи чӑнкӑ ҫыран тӗлӗнчен тӑсӑлать: ҫапах ҫак йӑрӑм та фрегата кунта кӗртме шиклентерет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Шхунӑпа ҫыран хушшинче тинӗсӗн хӗвеллӗ йӑрӑмӗ сапаланса тӑсӑлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫӳҫӗ тата, амӑшӗнни пекех ҫӑра та вӑрӑмскер, ҫивӗтленӗскер, пилӗкрен аяларахах тӑсӑлать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унччен эрне те, уйӑх та сисмесӗрех иртетчӗҫ, халь ирпе каҫ хушши эрнене тӑсӑлать тейӗн…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫар чаҫӗсем хушшинче, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче, чӑнах та, шурлӑх тӑсӑлать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче шурлӑх пур, ултӑ-ҫичӗ ҫухрӑма тӑсӑлать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫинҫе шыв сиккисем ялтӑртатаҫҫӗ, шурӑ-хӗрлӗ гранит вӗсем ӳкнине нӳрӗкпе йӑлкӑшса сӑнарлать; ҫаранӑн бархат чечеклӗхӗ пӗчӗк вучах пек хӗрсе ҫитнӗ йывӑҫсен хура тымарӗсем патнелле тӑсӑлать — унтан вара Тарт пулнӑскерӗн куҫӗсене ӑнтӑлуллӑ шӑплӑх яланлӑхах хупса хучӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тепӗр чухне — ку темиҫе куна та тӑсӑлать — Ассоль йӑлтах улшӑнать; сӗркӗч лексен шӑплӑх ҫухалнӑн пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем туйӑнми пулаҫҫӗ; вара вӑл мӗн курни-илтни, мӗнпе пурӑнни, таврара мӗн пурри пӗтӗмпех кулленхи пурнӑҫ йӗркинче вӑрттӑнлӑх чӗнтӗрне куҫать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗсем, унӑн шухӑшӗпе, асра ытларах юлаҫҫӗ, мӗн каласа кӑтартас тени, сӑмахсемпе ҫыхӑнманскер, вӗсенче вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлать, темӗн тӗрлӗ шухӑш-туйӑм уҫать.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.