Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хурама тӑрринчи кураксем шавласа йӑвисене вырнаҫаҫҫӗ.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Анчах унӑн паян телейлӗ кун иккен, йывӑҫ тӑрринчи каччӑна курса пулас, ун тӗлне аяла Липӑпа Зейнаб пырса тӑчӗҫ.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре Ятламас килне ҫитсе вите тӑрринчи утӑ ҫине хӑпарса выртрӗ.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».
17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Анчах кӑшт тӑхтасан вӗсем кирлӗ пулмарӗҫ ӗнтӗ — авӑнпа утӑ капанӗ йӑлтах ҫунса кайнӑ, кӗлет пури ҫаплипех ларать, ун тӑрринчи кив улӑм ҫеҫ ҫерем ҫинче унта та кунта йӑсӑрланса выртать.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӑрӑш тӑрринчи хӗрлӗ ҫӑлтӑр лӑсӑллӑ туратсем хушшинчен илемлӗн йӑлтӑртата пуҫларӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Стена ҫинчи, стена ҫумӗнчи, шкап тӑрринчи картинӑсене иле-иле урай варринелле вӑркӑнтарчӗ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тутӑ лашасем тапранчӗҫ, сӑрт тӑрринчи шурӑ мӑрьесемпе йӑлтӑртатса ларакан пысӑк ял патнелле хӑвӑрт юрттарса вӗҫтере пачӗҫ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Ку — нервсем вӑйлӑн, анчах усӑллӑн кисренни, — терӗ тепӗр эрнерен тухтӑр; вӑл Ренӑн куҫӗ тӑрринчи пысӑк ҫӗвӗке тӗплӗн пӑхрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Вӑтӑр чиркӳ тӑрринчи чансем мункун чухнехи пек кӗрлесе янраҫҫӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Мишень — виҫӗ ураллӑ тӗрев тӑрринчи тӑваткал карттун; унӑн концентраци ҫаврашкинче цифрӑсем: 500, 250, 125 т. ыт. те — варринчен ҫавракӑш еннелле; варри вара — пӗр дюйм диаметрлӑ хура ункӑ — пине пӗлтерет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Иккӗмӗшӗнчен, — тӑсрӗ ҫапкаланчӑк, — о'Коннэлӗн ҫӑкӑр лавкки тӑрринчи ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ кӑтартмӑш.— Во-вторых, — продолжал бродяга, — вывеска, написанная масляными красками над булочной О'Коннэля.
Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.
Унтанпа хыҫра — тӑватӑ эрне; ҫак тапхӑрта икӗ ҫын Аларгет тӳремлӗхне чыслӑн утса тухрӗ: пӳрт тӑрринчи шыв валакӗ тӗлӗнчен уйӑх ҫине пӑхакан уйӑхҫӑсен чӑтӑмлӑхӗпе, хӑюлӑхӗпе Нэф малта пырать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Вӗсен илемӗ чӗрене хӗстерсе пӑчӑртать, пуҫ тӑрринчи ҫеҫкесемпе туратсем пӳрне хушшипе хӗвеле — ҫутине пӗр вӗҫӗм улӑштарса ҫиҫекен-ялкӑшаканскере — тӗмсӗлсе сӑнаҫҫӗ; хӗвел куҫсене ывӑнтарать, ҫавӑнпах вӗсем тӗлсӗррӗн пӑхаҫҫӗ; шурӑ хӑйӑр ҫине сарӑ тата хӑмӑр-кӑвакрах, тӗттӗм-симӗсрех ҫутӑ ӳкет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.
Темӗнле тир ҫинче ҫӑмӗ ҫӗрӗк пӳрт тӑрринчи курӑкла кӑнтарса тӑратчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫул ҫинче тормоз площадкисем уҫӑлкаларӗҫ пулин те — вӑл унта та тӳрленсе тӑмарӗ; ҫурӑмӗ ҫав тери ыратать; юлашкинчен тинех сарлакан уйрӑлнӑ рельссен тӗлӗнчи пушӑ вырӑна тухрӗ; кунта, ҫывӑхрах, алӑксӑр пӗчӗк будка: шалта ҫурта тӗпӗ ҫунать; хуралҫӑ ҫук; кӑнттам койка тӑрринчи сентре ҫинче — сӗт кӗленчи, юнашарах пир татӑкӗпе чӗркенӗ ҫӑкӑр, шӑвӑҫ савӑтра ҫу.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
«Эпӗ сана акӑ мӗн каласшӑн, — тет те вӑл мана хул пуҫҫинчен чиркӳ тӑрринчи шӑна пек ярса тытать, — манӑн ӗҫ кичем мар, анчах яланах хӑйне евӗрлӗ япала ӑсласа тупас килет.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Алӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхсан Грэй ун тӑрринчи пысӑк картинӑна курчӗ; библиотекӑри пӑчӑ ӗнтӗркевӗ вӑл хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе тӳрех тултарса лартрӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Арман тӑрринчи пӗчӗк шӑтӑкран ҫӳле хӑпарнӑ ҫыннӑн хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫӗ курӑнса каять.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫывӑхрах снаряд ӳксе ҫурӑлчӗ, пӳрт тӑрринчи черепица кӗмсӗртетсе илчӗ.На соседнем дворе разорвался снаряд, черепица на крыше загремела.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.