Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах эсир — ниме тӑманскер.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Земф ятлӑ паспортӗнче вӑл ҫул ҫине тухсанах йӑнӑш пуррине асӑрхарӗ — йӑнӑшӗ ниме тӑманскер, ҫапах та пограничниксен ҫивӗч куҫӗ ун ҫине тӑрӑнма пултарнӑ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Римра хӑйӗн хаярлӑхӗпе, йӗркесӗрлӗхӗпе, вӑйӗпе тата паттӑрлӑхӗпе чапа тухнӑ Катилинӑн ятне илтсен, гладиаторсем тӗлӗнсе те хӑраса пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ; Спартак хӑй те, нихҫан хӑраса тӑманскер, чӗтренсе, куҫхаршисене пӗрсе илчӗ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӑнтӑрла та ҫын хӗвӗшӗвӗпе кӗрлесе, шавласа тӑманскер, вӑл, каҫ сӗмлӗхӗнче пушшех те ют, пушшех те пушӑ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрре карчӑк качакасене суса ларнӑ, пӗр качаки ҫав тери тӗк тӑманскер пулнӑ, урипе шарт тапса янӑ та кӑшт кӑна сӗт витрине ӳпӗнтерсе яман.
Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.
Вӑл, нихҫан та нимӗнле хаяр сӑмах каласси умӗнче те чарӑнса тӑманскер, Подсолнушкин халь ҫеҫ Репина айӑпласа каланӑ сӑмахран тӗлӗнсе хытсах кайнӑ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Князь мундир тӑхӑннӑшӑн, ирӗкре пулнӑшӑн савӑннӑ, кӑмӑла тултармалли, йӑпанмалли пур япаласем ҫине те хӗрӳллӗн ыткӑннӑ; ӗмӗрне те ним умӗнче те чарӑнса тӑманскер, ӗмӗрне те никам та чарманскер, вӑл час-часах пиҫсе кайнӑ, улталаннӑ, ҫынсемпе хирӗҫсе кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах лайӑх юлташ тата маттур каччӑ пулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Анчах ҫак самантра хирӗҫри ҫурт хӳттинчен хӗрӗхсенчи пӗр этем, ытти ҫынсенчен нимпе те уйрӑлса тӑманскер, тухать те, йӗри-тавра пӑхкалакаласа, тӳрех ун патнелле утать.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫак кун кунтан иртсе пыракан ытти пиншер полксем майлӑскер тата вӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманскер.Рядовой и обычный, похожий на тысячи других полков, проходящих здесь в этот день.
XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кимми Лукьянычӑн ниме тӑманскер пулчӗ: ачасем хускалса илчӗҫ кӑна — вӑл тайӑлса та кайрӗ, вара Лукьянычсӑр пуҫне пурте шыва ӳкрӗҫ.
Ун пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ӑнсӑртран усал ӗҫ тӑватӑн, ӗҫӗ ниме тӑманскер пултӑр, ҫавах вӑл сана асаплантарать, а кунта ҫынсен пурнӑҫӗ-ҫке-ха; кунта, акӑ, шыв урлӑ каҫичченех вунпилӗк ҫынна ҫухатрӑмӑр, — пурте вӑл санӑн чӗрӳ ҫине тиенет.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Каяр, — терӗ Яшка, хӑюллӑхӗпе палӑрса тӑманскер, васкавлӑн сиксе тӑчӗ те вӑл, йӗпе ҫӳҫӗ ҫине ҫӗлӗкне пусса лартрӗ.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Нимӗне тӑманскер.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ашшӗ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи ялсенче пурӑнакан ытти пиншер улпутсенчен нимпе те уйрӑлса тӑманскер, кӑмӑллӑ, пит ырӑ чунлӑ ҫын пулнӑ, рабочисене лайӑх пӑхнӑ, армансем юсаттарма е ҫӗнӗрен тутарма пит юратнӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах замок ҫине тапӑнма тытӑнарах тӑни, уншӑн икӗ Говэн ҫапӑҫнинчен килнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Лантенак, нимӗн те хӗрхенсе тӑманскер, хӑй пурнӑҫне Версальте пурӑнса ирттернӗ, ҫавӑнпа та вӑл Тург замокне сахал пӗлнӗ, ӑна пӗртте юратман.
ХI. Курма пӳрни пекех хӑрушӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кун пек йывӑр вӑхӑтра ҫирӗп хуҫа кирлӗ пулнӑ, анчах председателӗ, юри тенӗ пекех, ниме тӑманскер лекнӗ.В эдакую трудную пору нужно крепкого хозяина, а председатель, как на грех, попался никчемный.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ашшӗн ӑнлануллӑ кӗрешӗвне малалла тӑсаканӗ—Микула, тӳрӗ кӑмӑллӑ та таса чун-чӗреллӗ ҫамрӑк, малтанлӑха тус-юлташӗсенчен нимпех те уйрӑлса тӑманскер.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Харсӑр ҫын Аргентинӑн хирӗсенче алхасакан ҫанталӑк вӑйӗсем умӗнче те чарӑнса тӑманскер, кунта, Австралинче, усал ҫыннӑн мӑшкӑлне курса тӑчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Йӗнерӗ тесен вара — ниме тӑманскер.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Генералӗ те вӑл ҫӗрти ҫӳпӗ тӗшне тӑманскер, писатель те ниҫта юрӑхсӑрскер!
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1
- 2