Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавыль пӗр хушӑ тӑмана ҫине пӑхса ларчӗ, унтан ерипен нӳрлӗ те нӑтӑртатакан юра ывӑҫласа илчӗ те, хытӑ та йывӑр муклашка туса, тӑманана печӗ.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ку вара ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен хӑйсен вӑрманӗнче пӗчӗк тӑмана та пысӑк тӑманапа ҫапӑҫсан ҫӗнтерме пултарать.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Мӗн, тӑмана пек, куҫӑрсене чарса пӑрахрӑр? — Мана тӑманасем мар, ӑмӑрткайӑксем кирлӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Е тӑманине тунката ҫумне ҫатлаттар, е тункатине тӑмана ҫумне, пурпӗрех тӑмана чӗрӗлсе тӑрас ҫук…»Хучь сову об пенек, хучь пеньком сову, а все одно сове не воскресать…»
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Чухлатӑп, шӑпчӑкӑм, чухлатӑп! — Захар, хӑй ҫитмӗл ҫула ҫитнине манса, шӑпчӑк сассине хирӗҫ тӑмана пек кӑшкӑрса ячӗ, Федя каҫхи кайӑк сассине пачӗ, старик саркайӑк пек ҫинҫен те ачашшӑн шӑхӑрчӗ, ача куккук пек авӑтса илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ни тӑмана пуррине, ни хура кушака асӑрхамарӑм эпӗ, ун вырӑнне вара кӑмака ҫинчен ман еннелле тӗлӗннӗ те шанса пӗтереймен пекле куҫӗсемпе икӗ пысӑк чӑп-чӑпар шӑнкӑрч пӑхса ларать.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӑҫта ҫӗтнӗ илемсӗр ҫаврашка куҫӗсем — тӑмана куҫӗсем — вӗсем унӑн ҫӗрле те хупӑнмастчӗҫ.Куда делись неестественно круглые глаза — глаза совы, — которые не закрывались на ночь?
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑмана та, никама итлеменскер, тухтӑра виртлесе «ай, ай, ай» текенскер, пӑхӑнатчӗ ӑна.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳртре тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗрчунсем, — филька ятлӑ кушак аҫи, тимӗр шапа, чӗрӗп, кушак пуҫлӑ тӑмана пурччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, тем тери пӑлханнӑ пулин те, ҫак самантра вӑл чӑн-чӑн тӑмана евӗрлех пулнине туйса илтӗм: сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле шуралса кайнӑ, пысӑк хӑлхисем хӗрелсе тӑраҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑна пӗлчӗ вара вӑл: Ромашкӑна класра хӑшпӗр чух тӑмана тесе виртлетчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катя каларӗ: «Вӑл Урия Гип пек кӑна та мар, пысӑк куҫлӑ, кукӑр сӑмсаллӑ тӑмана пек те», терӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан купӑс шӑпланчӗ те, вӑрманти каҫхи сасӑсем — тӑмана хыттӑн кӑшкӑрни, инҫетре ӳхӗ йынӑшни, юнашар шурлӑхри шапасем кваклатни тата шӑрчӑксем чӗриклетни ҫеҫ илтӗнекен пулчӗҫ, вӗсем хушшинчех лётчикӑн лӑпкӑ сасси вӑраххӑн илтӗнсе тӑчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах хурӑнсем хушшинче нӑрлатса вӗҫекен нӑрӑсене ку пӗртте кансӗрлемерӗ; вӑрманта этем сассипех, хурлӑха йыхӑрса, тӑмана ухлатрӗ; аялта лапам вырӑнта, тӗмӗсем хушшинче, кӑнтӑрла хӑрани иртсе кайнӑ май, шӑпчӑк юрлама тытӑнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗсмен пӑтисем пӗрмай кӗмсӗртетсе пычӗҫ, — таҫта карӑш авӑтрӗ, таҫтан инҫетрен каҫхи тӑмана ахӑрса кӑшкӑрни илтӗнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей ҫине вӑл тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака та ҫутӑ куҫӗсемпе чӑрсӑррӑн тӗлӗнсе пӑхрӗ.Она смотрела на Алексея с веселым удивлением круглыми, как у совы, светлыми нагловатыми глазами.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ак, тӑмана!
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл мах памастчӗ, тӑмана марччӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӳлтен, ту ҫинчен, тӑмана тӗвиклетни илтӗнсе кайрӗ, ку вара ырӑ марра пӗлтерекен япала пулчӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Шӑпӑлтатакан йывӑҫ ҫулҫисем ӑшӗнче шуйттансем пӑшӑлтатаҫҫӗ, кашни тӗттӗм кӗтесрех усалсем пытанса тӑраҫҫӗ, инҫетре йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнет, ӑна хирӗҫ тӑмана хӑрушшӑн тӗвиклетет.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.