Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тантӑшӗсем (тĕпĕ: тантӑш) more information about the word form can be found here.
Кашнинчех тантӑшӗсем шыраса тупаҫҫӗ те, ирпе «аудитори» текен пӳлӗме ҫавӑтса каяҫҫӗ, каҫ енне каллех общежитие илсе ҫитереҫҫӗ.

Help to translate

Хӗрлӗ тутӑр // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 54–56 с.

Галинӑна ҫак паллӑ кун хавхалантарма килнӗ вӗрентекенӗпе тантӑшӗсем те вӑл уҫӑ чӗреллӗ ҫын пулнине, пурне те тӗслӗх кӑтартса хӑй хыҫҫӑн туртнине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Паллах, тантӑшӗсем пекех, Ула Тимӗр те хӑйӗн пуласлӑх ҫулӗ ҫинчен шухӑш сӳтсе-явса пуҫӗнче пӗрре мар хӗремесленсех «кун-ҫул рулеткине ҫавӑрттарчӗ»: пульницӑран тухсан, ҫак тайӑлнӑ, шӗлтӗркенӗ сывлӑхпа хӑш пурнӑҫ ҫулӗпе тӑнкӑлтатмалла?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, пулас пӗрремӗш класс ачи, сулахай ушкӑнри малти ретре, тантӑшӗсем пекех, хӑйӗн тин ҫеҫ ҫеҫке ҫурнӑ пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ, палламан пулӑма тӗшмӗртӳллӗн, алчӑравлӑн пӑхса тӑрать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кирек ӑҫта каяс пулсан яланах пӗлтерекенччӗ, тантӑшӗсем патӗнче-ши?

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ревлен Петрович, эпир заявленисене чӑнах та каялла илме шутларӑмӑр, — тантӑшӗсем ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илсе пуриншӗн те хуравларӗ Лида.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Лида шухӑшне тантӑшӗсем татрӗҫ.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Айта хӑвӑртрах, кино пуҫланӗ тата! — кӑшкӑрса чӗнчӗҫ мала кайма ӗлкӗрнӗ тантӑшӗсем Полинӑна.

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑйӗн тантӑшӗсем пекех, вӗсемпе пӗрлех, пушӑ вӑхӑтра улахсене ҫӳрет, ташлать, юрлать, савӑнать.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чечекпи тантӑшӗсем кӗтмен ҫӗртен саппун тулли канфет-пӗремӗк килсе тӑкрӗҫ, Нургалие пӗр кунтӑк хурӑн ҫырли тыттарчӗҫ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хыҫалтан пӑхать, малтан пӑхать, кӑмӑла кайрӗ тӗк, хӗре тантӑшӗсем хушшинчен тӳрех сӗтӗрсе тухать.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тантӑшӗсем апата кайсан, эпӗ вӑл ӗсӗклесе йӗнине илтрӗм.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хӗр тантӑшӗсем те ҫавнах калаҫҫӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Галимджан ҫара кайиччен ӑна тантӑшӗсем ӗнер сан каччу Зейнабпа ларатчӗ тесе пӗлтеркелетчӗҫ, пӗр вӑхӑтра чӗрере темле кӗвӗҫӳ евӗр туйӑм та пурччӗ, ҫапах та ӑна нихҫан та палӑртман: ялти каччӑн вӑйӑ вӑхӑтӗнче такампа ларасси те пулӗ!

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тантӑшӗсем инкеке сиссе хӗр ачана каҫсерен ниҫта кӑларми пулчӗҫ.

Help to translate

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫченлӗх енчен вӑл ӗлӗк те наян марччӗ, анчах хӗр ача йӑлипе ытларах тантӑшӗсем патне чупатчӗ.

Help to translate

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимуш хӑйне чӗнессе кӗтмерӗ, тантӑшӗсем патне ҫатан урлӑ сиксе каҫрӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тенюк Петӗрӗ тесе чӗннӗ ӑна тантӑшӗсем.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑпайлӑ пулнӑшӑн юратнӑ та Павлуша тантӑшӗсем.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня хӑйӗн тантӑшӗсем патнелле уйрӑлса кайрӗ, Георгий Петрович Эльгеева хӑйпе пӗрле арҫынсен ушкӑнне чӗнчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed