Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Вӑл ҫапла каланӑ: ¦¦ пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ; 13. вӑл хӑйӗн вунӑ тарҫине чӗнсе илсе, вӗсене вунӑ мина парса каланӑ: «эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене вӑл акӑ ҫапла хушнӑ: халӑха лайӑх пӑхса тӑрӑр, эпир таврӑниччен суя тӗнлӗ ҫынсемпе вӑрҫӑ ан кӑларӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Патша ӗҫӗсене Евфрат шывӗнчен пуҫласа Египет чикки таранах туса тӑма Лисий ятлӑ пӗр чаплӑ ҫынна, патша йӑхӗнчен тухнӑскере, парса хӑварнӑ, 33. ывӑлне те, Антиоха, хӑй таврӑниччен пӑхса усрама ӑнах шанса парса хӑварнӑ; 34. мӗн-мӗн тумаллине — хӑй палӑртса хунине — тума хушса, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине каласа, вӑл ӑна ҫарне те ҫуррине, сӑланӗсене те парса хӑварнӑ, 35. Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисене хирӗҫ ҫар ярса Израиль вӑй-хӑватне, Иерусалим йӑлкӑмне тӗппипе ҫӗмӗрсе тӑкма, ҫав вырӑнта вӗсен ячӗ те юлмалла мар аркатма, 36. вӗсенӗн пӗтӗм ҫӗрӗ ҫине ют халӑх ывӑлӗсене вырӑнаҫтарса, ҫӗрне шӑпа ярса уйӑрма хушнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 26. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 27. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫителӗксӗр ҫӑкӑр ҫитерсе, ҫителӗксӗр шыв ӗҫтерсе тытӑр ӑна, тесе калать тейӗр, тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл патша тухса кайса каялла тӑнӑҫлӑн таврӑниччен те урине ҫуман, [чӗрнине касман,] сухалне тураман, тумтирне ҫуман пулнӑ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: эсӗ таврӑниччен Эпӗ кунта юлатӑп, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем кайнӑ, ту ҫине ҫитнӗ те хӑйсем хыҫҫӑн хӑваласа пынисем каялла таврӑниччен унта виҫӗ кун тӑнӑ.22. Они пошли и пришли на гору, и пробыли там три дня, доколе не возвратились гнавшиеся за ними.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара арӑм вӗсене чӳречерен вӗрен вӗҫҫӗн антарса янӑ: унӑн килӗ хула хӳми ӑшӗнче пулнӑ, вӑл ҫапла хӳме ӑшӗнче пурӑннӑ; 16. вӑл вӗсене каланӑ: йӗрлекенсем хӑвӑра ан тӗл пулччӑр тесе эсир ту ҫинелле кайӑр, [хӑвӑр хыҫҫӑн] хӑваласа кайнисем таврӑниччен унта виҫӗ кун пытанса тӑрӑр; кайран хӑвӑр ҫулӑрпа кайӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тапӑр тулашӗнче Мариам ҫичӗ кун хупӑнса тӑнӑ, Мариам каялла таврӑниччен халӑх ҫула тухман.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей вара Иисуспа, хӑйне пулӑшса тӑраканпа, тӑнӑ та Турӑ тӑвӗ ҫине кайнӑ, 14. пуҫлӑхсене ҫапла каласа хӑварнӑ: эпир хӑвӑр патӑра таврӑниччен эсир ҫакӑнтах юлӑр; акӑ Ааронпа Ор сирӗнпе пӗрлех; камӑн та пулин тавӑҫ пулсассӑн, вӑл ҫавсем патне пытӑр, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара вӑл унӑн тумтирне хӑйӗн упӑшки, Иосиф хуҫи, килне таврӑниччен хӑй патӗнче тытнӑ.16. И оставила одежду его у себя до прихода господина его в дом свой.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗсем таврӑниччен нимӗн те шарламан.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.