Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллах, эпӗ те пӗрмай чӳрече витӗр урамалла пушӑ куҫпа мӗскӗннӗн тӗмсӗлсе пӑхса ларман: выляса, аппапа иксӗмӗр кил-ҫурт таврашӗнче айӗн-ҫийӗн тустарса кӑна ҫӳреттӗмӗр.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Ульккапа Феофанӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ Суххи, геодезист, вырӑса качча тухрӗ те таҫта Тюмень таврашӗнче тӗпленсе пурӑнать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Порт таврашӗнче, мӑнаҫлӑ, тӳлек Атӑла ӗҫе кӳлсе, ун питне хатӑррӑн урлӑ-пирлӗ чӗркелесе-ҫуркаласа, моторлӑ кимӗсем йӳрӗккӗн кускалаҫҫӗ, йӑрӑ катерсем ӑмӑртса ишеҫҫӗ, шурӑ чарлансем ярӑнса ӑшӑ ҫил ҫавӑрттараҫҫӗ, виражсем тукалаҫҫӗ, чалтӑртатакан-хӗмленекен хумсем ҫийӗн ярӑнакан-йӳрӗнекенсем те пур.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫак пӳлӗмре мар, паллах, ҫак сыхлӑх камери таврашӗнче, — йывӑррӑн пусарса кӑларчӗ хӗрарӑм сӑмахне.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Ку йытӑсем сыхлӑх камери таврашӗнче икӗ уйӑх ытла тӑранкаласа-ӑшӑнкаласа пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
— Калӑр-ха, тархасшӑн, Эсир паян ҫак ҫурт таврашӗнче ӑнсӑртран шурӑ анчӑка асӑрхамарӑр-и? — шуйхӑнчӑк, пусӑрӑнчӑк саспа сӑмах вӑлтса ыйтрӑм эпӗ хӗрарӑмран.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫурҫӗрчченех супса ҫӳрерӗмӗр ҫав каҫ иксӗмӗр Атӑл ҫыранӗ таврашӗнче.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Мӑй сыппи таврашӗнче чӑтма ҫук ыратма пуҫларӗ унӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эпӗ ачаранах аттепе пӗрле кил-ҫурт таврашӗнче тимӗр-тӑмӑр япалапа ҫалланма, вӑл-ку юрамине тухнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ, ҫӗрнӗ япаласене юсама, ҫӗнетме юрататтӑм.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунта, халӑх таттисӗр хыпӑнса-тӗркӗшсе тӗркӗлтетмен урам таврашӗнче, ытларах уйрӑм хуҫалӑхсен умӗсене йывӑҫ-чечек чӗртнӗ пӗр хутлӑ ҫурт-хуралтӑсем лӑпчӑнса тулнӑ, вӗсен хушшинче хулари суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнакан пуянсемпе ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсен темиҫе икӗ е виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫурчӗ ҫеҫ хӑйсемпе хӑйсем киленсе, «сӑмса каҫӑртса», «куҫ хӗскелесе» лараҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Амӑшӗ, вичкӗн ҫутӑ хӑмӑр куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, ӗнтӗ темиҫе ҫул хӗн курса пурӑнать: вӑрҫӑ ҫулӗсенче Етӗрне таврашӗнче шартлама сивӗре окоп чавнӑ чух витӗрех шӑнса ӳпкене лартнӑскер, халӗ, самаях йӑмшакланнӑскер, вырӑнпах выртать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Халиччен пульница таврашӗнче те выртман, кӑшт-кашт чирлекелесен килӗнчех ирттеркелесе янӑ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
— Эй, кин, Сахар таврашӗнче ратнипе те япӑх ҫын пулман-ха, Ванюк та Ленӑшӑн лайӑх мӑшӑр пулӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
«Кил таврашӗнче кашӑк-чашӑк шӑкӑртатмасӑр пулмасть, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ вара Лавр хӑйне хӑй.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫитменнине тата, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Вӑрнар таврашӗнче пӑрҫа питӗ ӑнса пулать.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Сан шутупа, хими таврашӗнче манӑн ӗҫӗм те ҫук темелле.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— Минск таврашӗнче манӑн сан ҫулхисенчи хӗрӗм пурччӗ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫуртсем таврашӗнче те тирпейленӗ.
Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne
Юлташӗсем саланса пӗтнӗ ӗнтӗ: хӑшӗ Ҫӗпӗрте, хӑшӗ Ҫурҫӗрте, пӗри тата таҫта космодром таврашӗнче ӗҫлет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Пӗлместӗп мӗншӗнне, анчах пирӗн Вӑрнар таврашӗнче ӑна шӑпӑр теҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.