Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шанӑҫ the word is in our database.
Шанӑҫ (тĕпĕ: шанӑҫ) more information about the word form can be found here.
Матви таврӑнас умӗн вара вӑл, савнийӗ таврӑнсан сӑмах-юмахӗ кӗске пултӑр тесе, ку таранччен тытса пынӑ, ӳстернӗ, шӑварнӑ шанӑҫ туратне пуртӑпа лачӑрах касса антарчӗ: хӑй унран сивӗнни, ӑна качча тухма евӗкӗ ҫукки, пӗр-пӗрне манмалли пирки ҫыру ӑсатрӗ…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла, кулянӑҫлӑ, хурлӑ сехетсемпе самантсем кӑна мар, савӑнӑҫ, шанӑҫ тӑкӑнса тӑракан чӑп-тулли симпыл куркиллӗ сехетсемпе самантсем те пулнӑ Елькка пурнӑҫӗнче.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах тепӗр темиҫе секундранах ун сӑн-питӗнче шанӑҫ пурри курӑнчӗ.

Но через несколько секунд это выражение сменилось другим — надеждой.

16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вара йӗрсе ятӑм, анчах шанӑҫ пӗтнипе мар ӗнтӗ.

Я заплакал, но уже не слезами отчаяния.

XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кунта йӑлтах урӑхла, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ илемлӗ вырӑнсемпе япаласем ман тимлӗхе хӑйсен еннелле туртаҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ, ҫурхи ҫутҫанталӑк чӗрене ырӑ туйӑмпа тултарать — паянхи пурнӑҫа кӑмӑллаттарать, телейлӗ те ҫутӑ пуласлӑха чунтан кӗтме шанӑҫ парать.

Здесь, напротив, беспрестанно новые живописные места и предметы останавливают и развлекают мое внимание, а весенняя природа вселяет в душу отрадные чувства — довольства настоящим и светлой надежды на будущее.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах шанӑҫ ҫухатса ҫакнашкал кӑшкӑрнисем пире татах та чӑрсӑрлантарчӗҫ; эпир вилсе каяс пек култӑмӑр; симӗс куртка ҫатӑртатать анчах.

Но эти крики отчаяния еще более воодушевляли нас; мы помирали со смеху; зеленая курточка трещала на всех швах.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ку юрра макӑрни те, йӑнӑшни те, хурлӑхлӑн ӳпкелешни те, шанӑҫ пӗтнӗ ҫыннӑн хаярлӑхӗ те теме пулать.

Эту песню можно было назвать и плачем, и стоном, и грустным упреком, и гневом отчаявшегося человека.

Шурӑ Балахонсен ушкӑнӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Сирӗн шанӑҫ тамӑк ҫине ӳкнӗ тумламран та мала мар.

Даже малейшего шанса у тебя не осталось.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Сирӗн ҫине пӑхса, эсир нимӗнле шанӑҫ та кӗтме пултарайманни ҫинчен калатӑп пулин те, ларса кӗтсе пӑхӑр.

Садись и жди, хотя по виду у тебя нет никаких шансов.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Келлине катастрофа, юхӑнса каясси хӑратнӑ, анчах халӗ, вӑйсӑр пулин те, пӗчӗк шанӑҫ палӑрнӑ.

А сейчас опять вдруг забрезжила надежда, хотя и слабая.

III // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Рамоспа Аррелано пӗр шанӑҫ ҫуккипе хӑйсен вӑрӑм уссийӗсене пӗтӗркеленӗ.

Рамос и Ареллано безнадежно теребили свои длинные усы.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Анчах хам, чӗре тӗпӗнче шанӑҫ тытса, хӑй килессе кӗтеттӗм: тӳсеймест, килетех, теттӗм.

Но где-то там, в глубине души, таилась надежда, что она пождет-пождет, да и сама заявится.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Хӗмленме пӑхнӑ шанӑҫ ҫавӑнтах сӳнчӗ.

Вспыхнувший было огонек надежды опять погас.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫапла ӗнтӗ мӗнпур шанӑҫ — стипенди укҫи.

Так что расчет мог быть только на стипендию.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Чӑннипе Гальӑна пирӗн питех ятласах та килмерӗ-и тен, мӗншӗн тесен таҫта чӗре тӗпӗнче шанӑҫ хӗм сапатчӗ: сасартӑк майӗ тухсан, ара?

Втайне мы, может, и не так строго судили Галку, потому что где-то там в глубине тлела искорка надежды: а вдруг?

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Люся сӑмахне илтнӗ хыҫҫӑн, хамӑн йӑмӑкӑм хытӑ юратнӑ юрра партизансен сукмакӗсем ҫинче ахальтен мар юрланӑ пирки ӑшӑмра пӗчӗк шанӑҫ ҫуралчӗ.

После слов Люси ко мне пришла опять робкая надежда, что песня, которую так любила моя сестра, не случайно появилась на партизанских тропах.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫак тӗлӗнмелле шанӑҫ унӑн фронтри пурнӑҫӗн чи йывӑр минучӗсенче те пулнӑ.

Эта странная уверенность, убежденность не покидала его в самые трудные минуты его фронтовой жизни.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анчах майӑн 26-мӗшӗнче тухтӑрсем Орвилле сывалма шанӑҫ ҫукки ҫинчен пӗлтернӗ.

Но 26 мая доктора предупредили Орвилля, что надежды нет.

36. Вильбур вилни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Ҫилӗн хӑвӑртлӑхӗ сехетре 45 ҫухрӑма яхӑн пулнӑ, унӑн хӑвӑртлӑхӗ чакасси ҫине шанӑҫ та пулман.

Ветер дул с силой не менее сорока пяти километров в час, и не было никакой надежды, что сила его уменьшится.

13. Кайӑк ҫуначӗсене сарать // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Ҫав шухӑшсенче нимӗнле ҫутӑ шанӑҫ та ҫук.

В них не было ни малейшего проблеска, никакой надежды.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed