Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шанӑҫ the word is in our database.
Шанӑҫ (тĕпĕ: шанӑҫ) more information about the word form can be found here.
Ачапа амӑшӗн сывлӑхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем ҫӗклени, ҫемьери иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкене кун ҫути парнеленӗ е усрава илнӗ хӗрарӑма амӑшӗн ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ капиталӗн сертификачӗсӗр пуҫне республика Пуҫлӑхӗ ҫирӗплетнипе, пособисемпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене шанӑҫ парать.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Наркӑмӑшпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле хыпара та шанӑҫ телефонӗпе 8 (8352) 23-01-00 шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать.

Help to translate

Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Тен, малашне пӗрле пурӑнса кайӑпӑр?» — ҫак шанӑҫ арҫыннӑн пуҫӗнчен пӗрех тухман.

Help to translate

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ун йӗркипе ҫынсем наркопритонсем, наркотик сутакан точкӑсем, наркопреступленисем пирки кунӗн-ҫӗрӗн 8(8352) 23-01-00 «шанӑҫ телефонӗпе» е info@21.fskn.gov.ru электронлӑ адреспа, е районти полици пайне 2-50-02 телефонпа пӗлтерме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

62 ҫула яхӑн пурӑнать, мӑшӑрне тупма унӑн шанӑҫ хӗрарӑмӑннинчен пысӑкрах.

Живет 62 года, у него шансов найти себе пару больше, чем у женщин.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫак пулӑм ялсене аталантарма пулӑшас шанӑҫ пысӑкчӗ, анчах вӑл вӑй илсе ӗлкӗреймерӗ - пӑчланчӗҫ ҫав цехсем.

Была большая надежда, что это явление поможет развитию деревень, но она не успела набраться сил - вымерли эти цеха.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Тритикале вара ҫур енне лайӑх вӑй илес шанӑҫ пысӑк.

Help to translate

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫак проектсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани Чӑваш Енӗн инвестици вӑй-хӑвачӗ пысӑк пулнине кӑтартать, республикӑра пурӑнакансене малашлӑх ҫине ырӑ куҫпа пӑхма шанӑҫ кӳрет.

Успешная реализация этих проектов говорит о большом инвестиционном потенциале Чувашии, вселяет в жителей республики уверенность в завтрашнем дне.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Шанӑҫ пӗтнине туйса илнине тата сехӗрленсе ӳкнипе пичӗ ун илемсӗрленсе, ирсӗрленсе ларнӑ.

Выражение отчаяния и ужаса исказило его черты.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed