Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каярахпа кушакне хӑйне те хӑратакан пулса ҫитрӗ: сулмак сӑмсипе таклаттарать те, лешӗ вара е диван айнелле, е кӑмака хыҫнелле тарса ҫухалать…
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Ваҫҫа шофер машина хыҫӗнчен курӑнми пулсанах тавралӑха пит тӗсесе ҫаврӑнса пусма картлашки айнелле чӑмрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Амӑшӗ хӑйне, Вовӑна ӗнтӗ, выляма урама вӑйпах кӑларса ярсан, ҫанталӑк начар тӑнӑ чух, Вова ҫав пусма картлашки айнелле чӑмать.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Асфальтлӑ ҫул, сарса-тӑсса хунӑ хура пустав ярӑмӗ пекскер, ҫӑмӑл машина айнелле тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа шуса кӗрет.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫапла, — тет сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене тутӑрӗ айнелле шӑлса майласа, — ҫур сехет кӑна кирлӗ те ҫав суха пуҫне чун кӗртме.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сип-сивӗ те тӗтре ҫӑмлӑ шурӑ упасем йӑраланса кӗреҫҫӗ; унтан тин, Хӗл Мучи ертсе ҫӳрекен упасем сак айнелле упаленсе пытансан, Вихтӗрӗн амӑшӗ курӑнса каять.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тепӗр парта айнелле кусса кӗрсе кайнӑскерне аран шыраса тупать.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Мӗнле Ҫӗпритун? — ҫиме чарӑнса, кашӑкне сӗтел ҫине хурасшӑнччӗ Кулюкка — кашӑкӗ сӗтел айнелле ӳкрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Юмӑҫ Укань, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, йӑмра айнелле пӑхса.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Таврӑнатпӑр пуль, Варук, — ҫилпе тусакан ҫӳҫ пайӑркисене тутӑр айнелле хӗстеркелерӗҫ хӗрарӑмсем.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юлташӗсем пекех, вӑл та хӑйӗн лашисене йывӑҫсем айнелле чӑмтарчӗ, хӑй пӗр путӑка кӗрсе выртрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑматан, хутаҫ тата темтепӗр йӑтнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сулхӑналла тирексем айнелле шӑвӑнчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шӑрӑхра тарланӑ хура ӑйӑрне кукӑр хурӑн ҫумне кӑкарчӗ те ансӑр сукмакпа ҫыран айнелле уттарчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл, чӗркуҫлесе, веранда айнелле лайӑхрах тинкерчӗ — йытӑ ҫурисем урӑх курӑнмарӗҫ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Унтан ним ӑнсӑртран веранда айнелле пӑхса илчӗ те тӑватӑ хура куҫ йӑлтӑртатнине курах кайрӗ: веранда айӗнче амӑшӗпе ҫури куҫӗсене ҫутатса выртаҫҫӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Вӑл Аннушкинсен пахчинех кӗрсе кайрӗ те тӳрех веранда айнелле чӑмрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Кӑшт кайсанах вӑл сӑрт айнелле чалӑшшӑн ҫеремлӗ шырлан аннине курчӗ те: «Ара, эпӗ ҫак шырлан тӑрӑх хӑпарма пултаратӑп-ҫке, шырланӗ шывсӑр, пит тикӗс, чӑнкӑ та мар. Аяла анса ҫитес те лашана кантарас, вара ҫак шырланпа хӑпарса каяс», — терӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Лашмановӑн Григориупа Турунов патнелле ыткӑнмаллаччӗ-и, тен, вӗсене пӑрӑх патӗнчен айккинелле сирпӗнтермеллеччӗ-и, анчах вӑл панель айнелле тапса сикнӗ, хӑватлӑ кӗлеткипе хирӗнсе, пӑрӑха ҫӗре тӗртсе ӳкернӗ, хӑй те кӑкӑрӗпе пӑрӑх ҫине тӑрӑннӑ.
XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тути ҫинчен мӑкӑрӑлчӑкрах янахӗ айнелле кӑвак ҫӗвӗ (вӑрҫӑ палли, терӗм) чалӑшшӑн анса каять.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Чӑматанне хупрӗ те кравать айнелле тӗртрӗ, ҫӗрти тусана аллипе унталла-кунталла шӑлкаларӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.