Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь эс хӑрах урупа тӗпсӗр ҫыран айнелле кусса анса кайма хатӗр — ҫавна пӗл.
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тантӑшӗсем хурҫӑ пралука ҫӗр айнелле хуллен антараҫҫӗ, каялла хӑпартаҫҫӗ — пӑрӑх ҫумне ҫыпӑҫнӑ парафина хырса тасатаҫҫӗ ҫапла — кӗмӗл йӗкехӳре пек хыркӑч анать-анать те майӗпен хӑпарать.
Хӗр туйӗ мар — хӗл туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пӑрӑха ҫӗр айнелле антарнӑ чухне пусӑм пысӑк пулнипе тем ҫӳллӗш вышка вӑхӑт-вӑхӑт чӗтренсе илет.
Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑрӑм ҫурта евӗрлӗ пӑрӑхсене, вышка карти ӑшӗнче речӗпе тӑраканскерсене, пӗрерӗн-пӗрерӗн мотор вӑйӗпе ҫавӑрса ҫӗр айнелле антараҫҫӗ.
Энтип пичче пуҫне пӑркалать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл вӗрнипе-и, машинӑран хӑраса-и, урамри чӑхсем кӑтиклесе хапха айнелле вӑркӑнаҫҫӗ.
Усалли чирлеттерет, ырри сыватать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Хӑй айнелле шуса кӗрекен хире, вӑрмана, ҫулсене курса савӑнать вӑл, кулать.
Салтак ҫулӗ вӑрӑм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Акӑ икӗ хӑюллӑ салтак хӑйсен ӗҫне турӗҫ: пӗри танк айнелле ҫунакан бутылкӑсем пӑрахрӗ, тепри ҫав тӗлех граната вӑркӑнтарчӗ.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Станок айнелле вӗтӗ ҫункав тӑкӑнать, сирпӗнет.
V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Каярахпа кушакне хӑйне те хӑратакан пулса ҫитрӗ: сулмак сӑмсипе таклаттарать те, лешӗ вара е диван айнелле, е кӑмака хыҫнелле тарса ҫухалать…
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Ваҫҫа шофер машина хыҫӗнчен курӑнми пулсанах тавралӑха пит тӗсесе ҫаврӑнса пусма картлашки айнелле чӑмрӗ.
«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Амӑшӗ хӑйне, Вовӑна ӗнтӗ, выляма урама вӑйпах кӑларса ярсан, ҫанталӑк начар тӑнӑ чух, Вова ҫав пусма картлашки айнелле чӑмать.
Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Асфальтлӑ ҫул, сарса-тӑсса хунӑ хура пустав ярӑмӗ пекскер, ҫӑмӑл машина айнелле тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа шуса кӗрет.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ҫапла, — тет сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене тутӑрӗ айнелле шӑлса майласа, — ҫур сехет кӑна кирлӗ те ҫав суха пуҫне чун кӗртме.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сип-сивӗ те тӗтре ҫӑмлӑ шурӑ упасем йӑраланса кӗреҫҫӗ; унтан тин, Хӗл Мучи ертсе ҫӳрекен упасем сак айнелле упаленсе пытансан, Вихтӗрӗн амӑшӗ курӑнса каять.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тепӗр парта айнелле кусса кӗрсе кайнӑскерне аран шыраса тупать.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Мӗнле Ҫӗпритун? — ҫиме чарӑнса, кашӑкне сӗтел ҫине хурасшӑнччӗ Кулюкка — кашӑкӗ сӗтел айнелле ӳкрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Юмӑҫ Укань, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, йӑмра айнелле пӑхса.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Таврӑнатпӑр пуль, Варук, — ҫилпе тусакан ҫӳҫ пайӑркисене тутӑр айнелле хӗстеркелерӗҫ хӗрарӑмсем.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юлташӗсем пекех, вӑл та хӑйӗн лашисене йывӑҫсем айнелле чӑмтарчӗ, хӑй пӗр путӑка кӗрсе выртрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑматан, хутаҫ тата темтепӗр йӑтнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сулхӑналла тирексем айнелле шӑвӑнчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.