Шырав
Шырав ĕçĕ:
Рекем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
16. Махир арӑмӗ Мааха ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Кереш ят панӑ, унӑн пӗртӑванне Шереш ят хунӑ; Шереш ывӑлӗсем: Улам тата Рекем.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хеврон ывӑлӗсем: Корей, Таппаух, Рекем тата Шема.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Гаваон, Рама тата Бероф, 26. Мицфе, Кефира тата Моца, 27. Рекем, Ирфеил тата Фарала, 28. Цела, Елеф, Иевус, урӑхла каласан Иерусалим, Гивеаф тата Кириаф: вунтӑватӑ хулапа вӗсенӗн ялӗсем.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1