Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврари the word is in our database.
таврари (тĕпĕ: таврари) more information about the word form can be found here.
Ку таврари темле районта пӗр эрне тӗпчесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн урӑх ҫӗрелле ҫул тытаҫҫӗ имӗш.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Команда выҫӑ пулнӑ пулин те тӳснӗ, таврари ҫӗрсене йӑлтах португалсем тӗрӗслесе тӑнӑран вӗсем ҫыран хӗррине тухма хӑранӑ.

Команда терпела голод, но не было возможности пристать к берегу, так как территории вокруг контролировались португальцами.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Хресченсене ирӗклӗх те, ҫӗр те панӑ, таврари улпут-хуҫасене те пӗтернӗ, анчах чухӑнсем ниепле те ураланайман.

Help to translate

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Хӗвел ансанах унта таврари ялсенчи хӗрсемпе каччӑсем пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сирӗн председатель — ку таврари пӗртен-пӗр хӗрарӑм-председатель.

Help to translate

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫамрӑк ученӑйсем сухан пахалӑхӗсене, сывлӑш электризаципе тата таврари ытти пулӑмсене тишкернӗ, экспериментсем тунӑ, сӑнавсемпе опытсем ирттернӗ.

Юные ученые изучали свойства лука, воздуха электризацией и других явлений окружающего мира, экспериментировали, проводили опыты и наблюдения.

Февралӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей наукин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... va-3637118

2014 ҫулта астрономсем MQ1 хура шӑтӑка асӑрханӑ, вӑл хӑй тӗллӗн пит ҫӑмӑл, анчах таврари материе пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӑтать.

В 2014 году астрономы обнаружили чёрную дыру MQ1, которая сама по себе лёгкая, но с большой интенсивностью поглощает окружающую материю.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Таврари пӗртен-пӗр шыв арман хуҫи патӗнче ҫын сахал пулать-и вара?

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Таврари тусем, вӑрмансем, ҫырмасем хӑйсен чӗлхипе ҫавӑн ҫинчен калаҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тулаш енчен хӑмӑр хӑма ҫапнӑскер, таврари ытти ҫуртсенчен уйрӑм ларнипе ҫеҫ палӑрса тӑрать темелле.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Крючниксен чи хӗрӳ ӗҫ тапхӑрӗ пулнипе, вӗсем яланхи пекех таврари ҫынсене юплемерӗҫ.

Help to translate

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха патне таврари чӑвашсем ҫеҫ мар, ҫармӑссемпе тутарсем те ҫӳренӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук ку таранччен хӑйне хӑй хӑрушӑ тӗлӗкри пекех туйса пычӗ, таврари ҫынсем тамӑкран тухса килнӗ усалсем пек курӑнчӗҫ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫук, Энӗшкасси ҫеҫ мар, таврари пӗтӗм ялсем!

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ вӑхӑтра ҫурхи илемпе савӑнаканскер, хӑйне евӗр миллионшар чухӑнсемпе танах килӗнчен нуша хӑваласа тухнӑскер, таврари илеме курмасӑр, илтмесӗр пычӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таврари ҫынсемпе, ӗҫре те, килте те, хирӗҫӳ, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Со всеми окружающими людьми на работе или дома могут возникнуть конфликты и спорные ситуации.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ачасем ку шкула саларисемсӗр пуҫне таврари вун пӗр ялтан ҫӳреҫҫӗ: такама, темле пулӑма сӳтсе явмалли пайтах ӗнтӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Юрланӑ чухне таврари ялсенчи хӗрсенчен Ларисӑна ҫитекенни ҫук тесен те йӑнӑш мар.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Нимӗҫ танкӗ айне пулса чӗрӗ тӑрса юлнӑ чӑваша таврари нумай-нумай ялта пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӗрлӗ чечеклӗ тутӑрлӑ, хура тумтирлӗ хӗрарӑм, Атӑл анлӑшӗпе, таврари илемлӗхпе киленсе тӑнӑ ҫӗртен ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed