Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йытӑ ҫырли ҫинӗ пекех хӑсас килет.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн пурте нар ҫине тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
— Апат ҫинӗ чух тӗлӗрместӗн эс, — тавӑрать повар.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Ара, ухмах курӑкӗ ҫинӗ пекех улшӑнса кайрӗ этем: куҫӗсем те шаларах путса кӗчӗҫ, пичӗ пушшех тӑрхаланса шурса кайрӗ, тӑсланкӑ кӗлетки курпунланчӗ.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн каччӑсемпе хӗрсем ӗҫ укҫи илеҫҫӗ, тӑван киле ҫитсен, тырӑ вырӑнтах илме документсем ҫыртараҫҫӗ.
IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Каҫхине каллех апат ҫинӗ ҫӗрте курӑнмарӗ вӑл.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Сӑмса умӗнче сенӗк вӗҫӗ пек шӗвӗр ҫурла вылять, старикӗн куҫӗсем кикен тымарри ҫинӗ чухнехи пек алчӑраса кайнӑ, тути хӗррисем кӑпӑкланнӑ, сив чир ернӗ чухнехи пек чӗтреҫҫӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Шӗшлӗ пире кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫеҫ, апат ҫинӗ хушӑра, пӑртак кантарчӗ.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫтаппан пичче апат ҫинӗ хыҫҫӑн юлашки ҫӑкӑрпа сухана ӗнерхи пек кӗсйине чикрӗ, хутаҫҫине мана тыттарчӗ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Астӑватӑн-и, мӑян ҫинӗ ҫул халӑх тыррине Шӗшлӗ, кантуртисемпе пӗр ҫӑварлӑ пулса, хӑй патне турттарчӗ: авӑртса паратӑп, терӗ, авӑртрӗ те — халӑха ҫурри те лекмерӗ.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗррехинче, рабочисем апат ҫинӗ вӑхӑтра, пирӗн килкартине Епифан чупса кӗчӗ, лупасайӗнче вут ҫуракан атте патне пычӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Лашана та кӑнтӑрла ҫеҫ, хӑй апат ҫинӗ хушӑра, кантарать.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ыттисем ирхи апат ҫинӗ чух эпӗ васкасах ура сыртӑм.
Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн аппапа пичче урама тухрӗҫ.
Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аттепе пичче тӗрӗс-тӗкел таврӑннӑшӑн эпир питӗ савӑнтӑмӑр, анчах яшка ҫинӗ хыҫҫӑнах эпӗ пирӗн пысӑк инкек пулнине пӗлтӗм.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫунашкана туртса татах урама тухрӑм.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑнтӑрлахи апатра ҫӑкӑрпа хӑяр ҫинӗ хыҫҫӑн канма выртрӗҫ.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл шыв ӑсма анакан ҫынсене тыта-тыта ҫинӗ.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӗсем така пуҫӗ ҫинӗ чухне эпӗ унта пынӑччӗ, алӑк патӗнче пӑхса тӑратӑп.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тепӗр кун Укҫине вилнӗ, наркӑмӑш ҫинӗ терӗҫ.
Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.