Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫсем чечекре, вӗсен шурӑ-кӗрен, сарӑ, кӗмӗл-кӑвак туратлӑ тӑррисем, ҫывӑракан чечексем ҫинче тумламсем палӑракан ылттӑн тӗслӗ курӑк ҫине хӑйсен хуп-хура тата кӑн-кӑвак мӗлкисене ӳкерсе, юррӑн куҫпа илтме май пур кӗввисем пекех, черетленсе тӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хутран-ситрен пӑши кӑна ҫул хӗрринчи уҫланка чупса тухать те, сӑмса ҫуначӗсене карӑнтарса, туратлӑ мӑйракисене йӗри-тавра ҫавӑркаласа илет.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Лаптак та туратлӑ, кӗреҫе евӗрлӗ мӑйракасемпе йывӑрланакан пысӑк мар пуҫне каҫӑртнӑ.Небольшая голова, отягощенная плоскими ветвистыми и лопатообразными рогами, была вскинута.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хунарсен ҫутинче тӑман вӗҫтерни те, туратлӑ чӑрӑшсем те праҫникри пек илемлӗн курӑнаҫҫӗ.Освещенные фонарями, снежные вихри и ветвистые ели выглядели праздничными.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Палладий сывлӑх суннӑ, унтан хӑйӗн пысӑк та туратлӑ туйине алӑк патне тӑратнӑ та, — вӑл ӑна «хӑйӗн тусӗ» тесе чӗннӗ, — Сергее хирӗҫ пукан ҫине ларнӑ.
Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Васильевкӑра та хӗненӗ: хӑва хулли шырама вӑхӑт та пулман, ҫавӑнпа ал айне лекнӗ туратлӑ хулӑсемпех хӗненӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Лапсака туратлӑ лиственница айӗнче чарӑнчӗҫ.Они выбрали лиственницу с широкими ветвями и остановились под ней.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Лапсака чӑрӑшпа ҫинҫе туратлӑ хурӑн юнашар шӑппӑн лараҫҫӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хӗрарӑм усӑк туратлӑ ҫӳҫе айӗнче тӑрать, сылтӑм чавсипе вилтӑпри ҫинчи палӑк ҫумне тӗревленнӗ, сулахай аллине шурӑ тутӑрпа ридикюль тытнӑ, ӳкерчӗк айне: «Ах, тек эпӗ сана нихҫан та кураймӑп-ши?» — тесе ҫырнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унта тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ; альгаробо качака мӑйраки ӳсекен йывӑҫсенчен пӗри пулать, унӑн хуппине типӗтсе лайӑх авӑртсан, вӑл индеецсем валли ҫӑнӑх вырӑнне пулса тӑрать; авкаланса тӑракан вӑрӑм туратлӑ шурӑ квайрахо, вӗсенчен тир йӑваламалли япала тухать; хӗрлӗ квабрахо, — самшит пекех хытӑ йывӑҫ; питӗ ҫӑмӑл тивсе каякан наудубай, вӑрмансенчи пысӑк пушарсем час-часах ҫавсенчен тухса каяҫҫӗ; вираро, унӑн тураттисем ҫинче хӗрлӗ-кӑвак ҫеҫкесем пӗр пек пирамида евӗрлӗ кӑларса тӑраҫҫӗ; юлашкинчен, тимбо, ҫӳллӗшӗпе сакӑрвунӑ фут пӗлӗтелле тӑсӑлса ӳсекенскер, унӑн сулхӑнӗнче пӗр кӗтӳ ҫаплипех вырнаҫса тӑрать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫавӑнпа та мӑнтӑр почтальон, йывӑррӑн сывласа, туратлӑ кивӗ туйи ҫине тайӑнса, ту ҫинелле каҫхи апат тӑвас вӑхӑталла тин хӑпарчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ваҫҫа вутӑлӑх сыпӑланӑ туратлӑ касӑксене тӑратса лартнӑ та вӗсем ҫине хулӑн хӑмана пӑтапах ҫапса хунӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ҫӑра туратлӑ йывӑҫ ҫинчен вӗрен вӗҫӗсем ҫӗрелле ӳкрӗҫ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Юлашкинчен ывӑнтӑм та ҫӑра туратлӑ каштан айӗнче сак ҫине лартӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вӑл тепӗр еннелле, ҫара туратлӑ икӗ йывӑҫ мӗкӗлтетсе курӑнакан ҫӗрелле кайрӗ — сукмак унта та пулман.
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Эпӗ унчченех пӗлекен вар хӗрне ҫитсен, Гагин, чул ҫине вырнаҫса, армак-чармак туратлӑ ватӑ хӑвӑл юмана ӳкерме тытӑнчӗ.
V // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Акӑ, Мелеховсен кивӗ пӳрчӗ, ҫӑра туратлӑ улмуҫҫисен хура мӗлкисем, Пысӑк Алтӑр ҫӑлтӑр айӗнчи ҫӑл тараси…Вот и старый мелеховский курень, темные купы яблонь, колодезный журавль под Большой Медведицей…
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унта ҫамрӑк хӑвасем, юман йывӑҫҫисемпе лапсӑрккка туратлӑ хура ҫӳҫесен ҫутӑ кӑвак тӗмӗсем ашкӑнса кайнӑ.Густо поросший молодыми вербами, дубняком и сизыми раскидистыми кустами чернотала.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, лаша ҫине утланса, час-часах ӑна кун каҫиччен ҫеҫенхир тӑрӑх шыраса ҫӳретчӗ, ҫухалнӑ вӑкӑра, хӑҫан та пулин тупасса шанма пӑрахса, сасартӑк ӑҫта та пулин пӗр-пӗр шырлан тӗлӗнче, кӳкен тӗмӗсен ашса тухма ҫук чӑтлӑхӗнче, е лапсӑркка туратлӑ ватӑ вӑрман улмуҫҫийӗ айӗнчи сулхӑнра асӑрхатчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан каллех пӗр пӗчӗк мӗлке курать, аллине вал туратлӑ патак тытнӑ.На некотором расстоянии за огромным быком следовала маленькая фигурка с корявой палкой в руках.
«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.