Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл куҫне шӑлкаласа илчӗ те каллех малтанхи пек: — Ҫапла, ҫапла… — тесе ҫеҫ мӑкӑртатрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шалти пӳлӗмрен Кӗҫтук ашшӗ, «пуян Ваҫинкка», кӗске хура сухалне мӑнаҫлӑн шӑлкаласа, кӑмӑллӑн кулкаласа тухрӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кухньӑран амӑшӗ, аллисене чӗр ҫиттипе шӑлкаласа, именчӗклӗн кулкаласа тухрӗ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Килте икӗ Ваҫҫа пулнӑран, кӑна Вырӑс Ваҫҫа тесе чӗнетпӗр ялӗпех, — терӗ хӗрарӑм куҫне саппун вӗҫӗпе шӑлкаласа.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫитрӗ те, Иван ӑна тӑпах чарса, яштах сиксе анчӗ, сарӑ ҫӳҫне шӑлкаласа тӳрлетрӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мура каймӗ, — пӗчӗк мӑйӑхне шӑлкаласа илчӗ Сахар.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ашшӗ ӑна, хӑй ҫумне чӑмӑртаса, ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ, кӑлкан пек ҫӳҫне шӑлкаласа ҫупӑрларӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл кӗнӗ вӑхӑтра Сююнбике ал тутри вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлкаласа тӑратчӗ.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эп пуҫ касакан мар, вӗлерместӗп, — терӗ Тукай ҫара пуҫ юлнӑ мӑнукне пуҫран шӑлкаласа.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Иливан, кала-ха, эс вара мӗн-и, туйла авланатни? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ вӑл йӗкӗте пуҫран ачашшӑн шӑлкаласа.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кун пек ҫисен пурӑнма пулать, — терӗ Владимир Воротынский хырӑмне шӑлкаласа.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тӗнчере маншӑн пӗр усӑллӑ ӗҫ турӗ иккен Тукай, — терӗ Ахтупай ывӑлне ҫурӑмӗнчен те, тӑнлавӗнчен те шӑлкаласа.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воротынский шывланнӑ куҫне шӑлкаласа чатӑртан утса мар, чупса тухса кайрӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпӗ унпа сывпуллашсан, вӑл, куҫне шӑлкаласа, хурлӑхлӑн пӑхса тӑрса юлчӗ.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пӗрле аван пурӑннӑччӗ, — терӗ пӗр кинеми Катя амӑшне, хӑй ҫавӑнтах тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаласа илчӗ.
Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ах, ачам, мӗнле ырӑ ҫынсем тӗлне пулнӑ эсӗ, вилес ҫӗртен ҫӑлса хӑварнӑ-ҫке, — терӗ кукамай, куҫне шӑлкаласа.
Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Куҫне аллипе шӑлкаласа, пичче кукаҫи патне пырса ларчӗ, вара иккӗшӗ хуллен сӑмахлама тытӑнчӗҫ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кукамай, хӗрелсе кайнӑ куҫне кӗпе ҫаннипе шӑлкаласа, чӳрече умне куркапа шыв пырса лартрӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне, куҫне шӑлкаласа, лаҫҫа кӗрсе кайрӗ.
Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Амӑшӗ, кӳпченӗ куҫне шӑлкаласа, сӗтел хушшине ларчӗ, ҫӑкӑрпа сахарсӑрах чей ӗҫме тытӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.