Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайӑшӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Каярахпа ҫак ӑнлав манӑҫа пуҫланӑ та ун пирки чылайӑшӗ, хӑйсене вырӑсла лайӑх пӗлетпӗр теҫҫӗ пулин те, чухламасть те.

Help to translate

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ҫавӑн пек шӑрантарнӑ та чылайӑшӗ, кашни утӑмрах вӗсем куҫ тулли телее мухтанӑ, ҫӗр ҫинче телейпе юнашарах хурлӑх ҫӳренине асӑрхаманҫи пулнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чылайӑшӗ ҫӗре хисеплеме пӑрахнин, ялти ҫынсен ӗҫри хастарлӑхӗ йӑшса пынин сӑлтавӗ — ӗҫчен халӑха вӑйпах ҫӗртен уйӑрса колхозсем йӗркелени — ҫапларах пулӗ романӑн тӗп шухӑшӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унран чылайӑшӗ шикленетчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачасем кӗпе те шӑлавар тӑхӑннӑ, чылайӑшӗ ҫара уран.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Вӑл алкоголик, эрех пички, пӗтнӗ ҫын», — тетчӗ ун пирки чылайӑшӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пирӗнтен чылайӑшӗ тӑшманпа куҫа-куҫӑн ҫапӑҫакан салтаксене чунӗ хушнипе пулӑшать.

Многие из нас по зову сердца помогают бойцам на передовой.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Ҫемьере ача-пӑча чылай ҫуралнӑ, анчах та тӗрлӗ чире пула вӗсенчен чылайӑшӗ пӗчӗклех ҫӗре кӗнӗ.

Help to translate

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Вӗсен пӗтӗмпе династире 30 ҫын шутланать, ӗҫ стажӗ 250 ҫула ҫитнӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ тава тивӗҫлӗ пысӑк хисепе те илнӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Вӗсенчен чылайӑшӗ хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн кӑнтракт мелӗпе унта каялла таврӑнма кӑмӑл тӑвать.

Help to translate

Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665

Сергей Николаевича кунта чылайӑшӗ паллаҫҫӗ иккен, анчах вӗсем пӗри те, сывлӑх сунса илнисӗр пуҫне, сӑмах хушса калаҫса тӑмарӗҫ.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Сӗтел хушшинче малтанхи пекех калаҫу пуҫланса кайрӗ, чылайӑшӗ пирус мӑкӑрлантарса ячӗҫ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Тупӑка йӑтса пынӑ чухне чылайӑшӗ ҫав генерал куҫӗсенчен час-часах ҫутӑ тумламсем юхса аннине асӑрхарӗҫ, вӑл куҫҫуль мӗншӗн тухнине никам та пӗлмерӗ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Куҫару ӗҫӗнче мана чылайӑшӗ ӑстаҫӑ тесе калатчӗҫ, ман куҫарусене нихҫан та хурламанччӗ, халь вара эпӗ вӑл ӗҫе те курайми пултӑм:

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Залра ларакансенчен чылайӑшӗ Мосальский симфонийӗ ҫинчен премьерӑчченех илтнӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Чӑвашсем хушшинче унӑн ятне илтмен ҫын ҫук та пулӗ, анчах ҫак революционерӑн кӗрешӳри пуян кун-ҫулне чылайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинчен халиччен ятарласа пӗр кӗнеке те тухманччӗ-ха.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫакна тӗрӗс ӑнланман пирки те ӗнтӗ пирӗн чылайӑшӗ чӑваш орфографине вырӑс орфографийӗ майлӑ, чӑваш грамматикине вырӑс грамматики майлӑ тума сӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫак институтран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ совет актерӗн чаплӑ ятне чыслӑн тытса пыраҫҫӗ.

Help to translate

8. Актерсем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн студире вӗренекенсенчен чылайӑшӗ хӑйсем ӗҫлекен ҫӗрте художествӑллӑ пултарулӑх коллективӗсене ертсе пыраҫҫӗ; театрти профессиллӗ хорта ӗҫлекенсенчен ҫурри ытла — хамӑр студирен вӗренсе тухнӑскерсем; кӑҫал Чӑваш АССР культура министерстви, театрпа пӗрле, вунӑ ҫамрӑка Мускаври театр искусствисен А. В. Луначарский ячӗпе хисепленекен государство институтне юрлама вӗренме ячӗ.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫапах та театр «профилӗпе» «сӑн-сӑпатне» чылайӑшӗ уҫӑмлах кураймаҫҫӗ-ха.

Help to translate

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed