Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тата акӑ мӗн калатӑп, Лойко: эсӗ кирек мӗнле авкаланса хӑтлан та, ҫапах эпӗ сана ҫавӑратӑп, эсӗ манӑн пулатӑн.— А еще вот что, Лойко: все равно, как ты ни вертись, я тебя одолею, моим будешь.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Авкаланса пружина пек сиккелесе тӑракан турат аялаллах усӑнса анчӗ, ҫӗр ҫумне перӗнчӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗр пичӗ ешӗл симӗс пуставпа витӗнчӗ, тӑри те тӳпере, ункӑ пек авкаланса, пӗр вӗҫӗмсӗр юрӑ шӑратса тӑчӗ, уй-хиртен вара ӑшӑ та ырӑ шӑршӑ вӗрсе тӑчӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Йывӑҫсемпе тӗмӗсем пӗр тӗксӗм купана пӗрлешрӗҫ: икӗ утӑмран та нимӗн курӑнмасть: ҫӗлен пек авкаланса выртакан хӑйӑрлӑ сукмаксем ҫеҫ шупка шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта авкаланса юрӑхсӑра тухнӑ, тутӑхнӑ хӗҫ-пӑшал, снаряд ванчӑкӗсем, йӗтресем, пульӑсемпе пӑшал кӗпҫисем йӑваланса выртаҫҫӗ.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Вӑл авкаланса выртакан хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Свайсен кӗленче тӗслӗ хумсем ҫине ӳкнӗ мӗлкисем ҫеҫ авкаланса йӑлтӑртатни курӑнать.Лишь извилистые и глянцевитые отражения свай покачивались на волне цвета бутылочного стекла.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чӳречерен пӑхса пынӑ май ҫурхи хура хирсен пысӑк хуҫалӑхне нимӗнле инкек те ҫулӑхман-и, тесе тӗрӗсленӗ пек, авкаланса выртакан юханшывсене, тӗттӗм кӑвак бархат пек курӑнан вӑрмансене пӑхса ытарайми киленетӗп эпӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ҫул йывӑҫ тӗмисен хушшипе авкаланса тӑсӑлать, вӑл ҫӳллӗ курӑксен сулхӑнӗнче шыв шарласа юхакан пӗчӗк шырлансене анса хӑпарать; йӗри-тавра Бештау, Змеиная, Железная тата Кукша ту кӑвак кӳмерккисем амфитеатр пек ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫакӑн пек чух, йывӑҫ тӗмӗсем хушшипе авкаланса, шӑнкӑртатса юхакан шыв хӗрринче, пӗчӗкҫеҫ пляж ҫинче темиҫе лётчик хӗртӗнсе выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сарлака кӳлӗ хӗррипе пырать-мӗн, кӳллинчен пӗчӗк шыв юхса тухса, инҫетри тӑвайккисем хушшипе авкаланса выртать.Он ехал берегом широкого озера, из которого вытекала речка и вдали извивалась между холмами.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑп вӑрҫӑ пуҫланас умӗн вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче ҫарансем хушшипе авкаланса выртакан ансӑр юханшыв хӗрринчи пӗчӗк ялта пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950