Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн ҫул йывӑҫ тӗмисен хушшипе авкаланса тӑсӑлать, вӑл ҫӳллӗ курӑксен сулхӑнӗнче шыв шарласа юхакан пӗчӗк шырлансене анса хӑпарать; йӗри-тавра Бештау, Змеиная, Железная тата Кукша ту кӑвак кӳмерккисем амфитеатр пек ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫакӑн пек чух, йывӑҫ тӗмӗсем хушшипе авкаланса, шӑнкӑртатса юхакан шыв хӗрринче, пӗчӗкҫеҫ пляж ҫинче темиҫе лётчик хӗртӗнсе выртнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сарлака кӳлӗ хӗррипе пырать-мӗн, кӳллинчен пӗчӗк шыв юхса тухса, инҫетри тӑвайккисем хушшипе авкаланса выртать.Он ехал берегом широкого озера, из которого вытекала речка и вдали извивалась между холмами.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шӑп вӑрҫӑ пуҫланас умӗн вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче ҫарансем хушшипе авкаланса выртакан ансӑр юханшыв хӗрринчи пӗчӗк ялта пулнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950