New
Лапухин «пӑх-халӗ, райкомпа комсомол та уншӑн ниме тӑмаҫҫӗ иккен!» тесе кӑшкӑрашма тапратсан вара Дина ӑна пӳлмесӗр итлеме тӳсӗмлӗх ҫитереймерӗ:
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Валерий куҫӗсем пӑртак шыҫса тӑртанни, сӑнӗпе сасси те ытла улшӑнни Динӑна пӑшӑрхантармасӑр пултараймарӗ; ҫитменнине, каччӑ хӑйне хӑй яланхи пек тыткаламарӗ: пӗртте хӳтӗленмерӗ, Лапухин сурчӑк сирпӗтсех Пантиков «райком ятне-чысне варалани» пирки шавланӑ чух та чӗмсӗррӗн ларчӗ, ку сӑмахсем ӑна пӗртте пырса тивмеҫҫӗ тейӗн ҫав; хӑйне «чыссӑрла хӑтланнӑшӑн» райкомран та, комсомолран та кӑларассипе хӑратма тытӑнсан кӑна вӑл темле янравсӑр сасӑпа: «Куна паҫӑрах илтрӗм — тепре астутарма кирлӗ мар», — тесе хучӗ.
2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ольон пӗр хушӑ хытнӑ пекех итлесе выртрӗ, малтан ним те ӑнланаймарӗ, хӗр сӑмахӗ ӑша вырнаҫса ҫитсен вара — ӑна ҫирӗппӗн ыталаса тытрӗ те сасӑпах йӗрсе ячӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Чун систерет, аки, ӑна шӑпах халӗ хытӑ хӗнеҫҫӗ…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Оксана Рябинина патне вӑл ҫав-ҫавах килмест — ан хӗнӗр Валерие, кӑларӑр Валерие тӗрмерен…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Сӑрҫири милицие калӑпӑр: Оксана Рябинина ҫук…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
— Атя, аки, атя телефон патне, — ҫӗтсе ларнӑ пек сасӑпа сӗнчӗ хӗр.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫӗрле ӑна Укҫине хуллен тӗксе вӑратрӗ:
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Иккӗшӗ пӗр кравать ҫине юнашарах ҫывӑрма выртрӗҫ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Анна ҫӗвӗҫ тахҫан: «Чутах ухмаха тухаттӑм, юрать-ха чиркӗве ҫӳресе уҫӑлтӑм», — тесе калани аса килчӗ халь.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ҫынна йывӑррине пӗлсен, савӑнаҫҫӗ кӑна.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Ялта пӗрех чун патӗнчине шанса каламалли ҫын тупма хӗн.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Тепӗр ӗҫӗ — Укҫинене Раскиль чиркӗвне илсе каяс, амӑшӗ ячӗпе, унран пехил-хӳтлӗх ыйтса, ҫурта ларттӑр, май килсен, пачӑшкӑпа калаҫса чунне уҫтӑр.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Пӗрре ла-айӑх чӗтретсе илетӗп, райком пуҫӑнах тӑлӑх хӗр ҫумне вӑйпах ҫулӑхтарӑп!» — тесе шантарнӑччӗ хӑй…
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Леш Мӑн ҫӑварне Соня ятласа-вӑрҫса илме ерҫеймен пуль ӗнтӗ.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Вара ӑна ҫаплах калӗ: «Валерий, кил часрах, сана Укҫине кӗтет!..»
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Капла хӑратсан, леш Мӑн ҫӑварӗ Валерие чӗнсе килетех.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Райпори Соньӑна каланипех ҫырлахмастӑп!..»
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
Атту эсӗ кунта тӑрлавсӑр хӑтланнине хӑвӑр патрисене те пӗлтеретӗп.
1 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.
«Валерий Иккантровича халех чӗнсе килнӗ пултӑр!