Corpus of the Chuvash language

New

Энтрипе Луиза вӑл нумай пулмасть мӗн тӳсни-курнине, вӑл иртнӗ кунсенче райкомра Лапухинпа калаҫнӑ чух хӑйне хӑй чарса ҫитерейменнине, ҫакӑ ӑна пушшех те йывӑрлӑха кӗртсе ӳкернине пӗлеймерӗҫ-ха.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫак самантра Валерий кӑкӑрӗнче темскер капланса килчӗ, ҫӑтса яма хӑтланчӗ те — ҫӑтса яраймарӗ, кӗҫех икӗ куҫӗнчен те куҫҫуль тапса тухрӗ, ҫакна Энтри ан куртӑр тесе, пуҫне пӑрчӗ те куҫӗсене хӑвӑрт шӑлса илчӗ, анчах куна пӳртрисем асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, тӗрӗслӗх тупма йывӑршӑн хытӑ кулянать ӗнтӗ тесе шухӑшларӗҫ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Эс, Валерий, малтанрах кайса вырнаҫ эппин, ан ҫиллен, хам маларах кайӑп та сан валли те вырӑн пӑхса хурӑп тенӗччӗ…

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Чӑн та, манӑн…

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ку вӑл пирӗн чӑнах та Сӑрҫирен васкаса каймаллине ҫеҫ кӑтартать.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

— Кун хыҫҫӑн лери пурнӑҫ та лайӑхраххӑн курӑнӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лайӑх та ку пӗр енчен… — терӗ чӗтрекен сасӑпа.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Ну, мӗн тӑвӑпӑр?» — ыйтрӗ Энтри пӳрте кӗрсен, куҫӗсем шывланнӑ пулин те, шӳтлеме хӑтланчӗ:

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Халь тин пӗрех ҫывӑраймастӑн, ларӑпӑр калаҫса терӗҫ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Виҫҫӗшӗ те Луиза хваттерне пычӗҫ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий Энтрипе Луизӑран уйрӑлмарӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ирхине, виҫҫӗсем иртсен, Гордейкина тӗпчесе-ыйтса протокол хатӗрленӗ тата аякка тухса кайма юраманнине ҫирӗп асӑрхаттарса алӑ пустарнӑ хыҫҫӑн килне кайма ирӗк пачӗҫ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Райкома чупса кайрӗ те, телефон трубкине ҫӗклесе, КПСС райкомӗн секретарӗн Леснов юлташӑн хваттерӗпе ҫыхӑнтарма ыйтрӗ, халь кӑна милицире мӗн пулса иртнине вӑл Михей Петровича лӑпкӑн-ҫирӗппӗн каласа пачӗ, ҫав усал ӗҫ патне Гордейкин Андрей Михайлович пырса та перӗнменнине тупа тусах ӗнентерме тӑрӑшрӗ, унран пулӑшу ыйтрӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Валерий тинех ӑнланчӗ мӗн тумаллине.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Ҫав самантра Энтри Валерий ҫине шывланнӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те телефон аппарачӗ еннелле вӑл сисмелле кӑна пуҫне сулчӗ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Луиза хама та унпа пӗрлех хупса лартӑр тесе шӑв ҫӗклесен, пакунлисене кӳрентерме пуҫласан, милиционерсем ун аллисене те пӑрса ҫыхма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Энтри хӑй ним те шарламарӗ, хӗре лӑплантарма пикенчӗ кӑна.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

«Вӑл мар-тӑк — кам?! Унсӑр пуҫне кам хӗнетӗр?!» — текелеҫҫӗ кӑна.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Лерисем хӑнк та мар.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Луиза Энтри паян хӗвел аничченех хӑй патне пынине, милицирен ҫитес умӗн кӑна ялне кайма хатӗрленнине йӗре-йӗре ӑнлантарать, ӳкӗтлет, ыйтать…

Help to translate

2 // Иван Лисаев. Пилешӗм, пилеш… Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1991. — 432 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed